Утан сукмак якалнă

16 Юпа, 2015

Вăтам пÿллĕ, тăпăл-тăпăлскер аслă çулпа васкаса утать. Пĕр уйран теприне çитме çулĕ çывăх мар. Анчах Маргарита Иванова хăнăхнă ĕнтĕ, ĕмĕр тăршшĕпех агрономра ĕçлекенскер уй-хир тăрăх сахал мар утнă-чупнă. «Куçне çыхсан та çухалса каймĕ», - теççĕ ун пирки Ачаксем.

Маргарита Иванова Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Чутайра çуралса ÿснĕ. Çамрăк хĕр шкул пĕтерсенех Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне çул тытнă.

- 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче институтран 4 уйăхлăх Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза практикăна килтĕм. Ун чухне хăмла участокне Петр Семенов ертсе пыратчĕ. Вăл çурт-йĕр çавăрнă май мана вăхăтлăх ун вырăнне лартрĕç, - асаилет вăл.

Тăрăшсах вăй хунă студентка-практикантка. Ир-ирех уй-хире васканă вăл. Килте ларса-тăман темелле. Хуçалăх ертÿçи Аркадий Айдак çирĕп ыйтни те тăрăшарах ĕçлеме хистенĕ хĕре.

- Эпир ăна вак-тĕвек ыйтупа чăрмантарма хăранă. Анчах производствăра çивĕч ыйту сиксе тухсан шикленсе тăман. Кирлĕ пулсан хĕрсех тавлашаттăм, ăнлантараттăм. «Мĕнле хăрамастăн ăна хирĕç калаçма?» - тĕлĕнетчĕç специалистсем манран. Хамшăн мар, ĕçшĕн тăрăшнă вĕт, çавăнпах хăраман-тăр. Хăй те пăхса тăмастчĕ. «Ох!» - тесе кăшкăрса тăкатчĕ. Анчах тепĕр куннех каçару ыйтатчĕ, - каласа парать Маргарита Никитична.

Практика вĕçленсен хаш сывласа янă хĕр. Ăстаçăсенчен уйрăлма тивнишĕн пăшăрханнă та. Алла диплом илсен Ярославль облаçне кайма хатĕрленнĕ вăл. Ун чухне аслă шкултан тухакан специалистсене направленипе ĕçлеме янă. «Эсĕ Чăваш Енрех юлатăн», - кĕтмен-çĕртен хыпарланă çамрăк агронома институтра.

- Етĕрне районĕнчи ялхуçалăх управленине çитсен мана «Ленинская искра» колхоза ĕçлеме каяссине пĕлтерчĕç. Ахăртнех, Аркадий Павлович тăрăшнă пулас, - терĕ агроном.

Ĕç опычĕ сахаллине пăхмасăр ăна хăмла участокне ертсе пыма шаннă. Каллех ир пуçласа каçчченех вăхăтне производствăра ирттернĕ, чунне парса тăрăшнă вăл.

- Пĕрре ĕç пирки каллех ертÿçĕпе хирĕçсе илтĕмĕр. «Аркадий Павлович, вçо, хăмла çинчен пăрахатăп, заявлени çыратăп», - терĕм тарăхнипе. Темиçе кунран хама хам алла илсе ĕçе тухрăм. «Ой, мухтав Турра!» - терĕç мана курсан ĕçченсем. Ун чухне хăмла туса илесси тĕп вырăнта тăнă. 90-мĕш çулсенче çулталăкра 2 млн тенкĕ тупăш илеттĕмĕр. Ăна машинăпа, алăпа татнă. Халăх нумай хутшăннă хăмла ĕçне. Вăл пысăк тупăш кÿнипе çĕрулми те лартма пăрахрĕç. Хĕрÿ тапхăрта икшер сменăпа вăй хунă. Ун чухне 104 гектар хăмла çитĕнтернĕ, çав шутра 98-шĕ тухăç панă. 90-мĕш çулсенче 200 тонна «симĕс ылтăн» туса илтĕмĕр.

- Пысăк тупăш панă пахчасем пушанса юлнине мĕнле йышăнтăр?

- 90-мĕш çулсен вĕçĕнче ют çĕршывран йÿнĕпе хăмла илсе килме тытăнсан вырăнти сутăнма пăрахрĕ, тăкаксене саплаштарайми пулчĕ. Ирĕксĕрех хуçалăхра лаптăксене пĕчĕклетме тытăнчĕç. Малтан кивĕрех, йывăç юпаллă пахчасенчен хăпрĕç. Тухăç параканнисене сухаласан куляннипе ана хĕррине ларса йĕреттĕм. Суран çине тăвар сапнăнах туйăнатчĕ. Çапла 26 гектар кăна хăварчĕç, çав шутра тухăç параканни - 22.

- Нивушлĕ «симĕс ылтăн» хуçалăхра текех вăй илеймĕ?

- Лайăх сутăнсан, хак ÿссен çывăх вăхăтра 40 гектара çитерме пулать. Эпир тимĕрпе бетон юпаллă пахчасене хăварнă. Татма, типĕтме техника çителĕклех, ĕçлекенсем пур. 10 çул каялла Чехословакирен çĕнĕ комбайн та туяннă. Газ çине куçарнипе тăкак сахалрах. Тымар касассине механизациленĕ. Юлашки вăхăтра сутăнсах тăрать, анчах унчченхи пек пысăк тупăш параймасть вăл.

Маргарита Иванова иккĕмĕш çул пенсире ĕнтĕ. Анчах халĕ те куллен ĕçе васкать.

- Мĕнле пăрахмалла-ши тесе кулянатăп. Çамрăксене те çул памалла. Ачасем пĕчĕкрех чухне: «Анне эсĕ ялан ĕçре, килте курмастпăр та. Хăмла шăрши кĕрет санран», - тетчĕç. Канма хăнăхман эпир. Ĕçрех пурнăç иртрĕ, - терĕ ĕç ветеранĕ.

Вăхăт пĕр шелсĕр хăвăрт иртет. Тин кăна-ха вăл диплом илсе хуçалăха вырнаçнă. Унтанпа сисĕнмесĕрех 33 çул хыçа юлнă. Савăнăçĕпе пĕрлех кулянмалли те тупăнсах тăнă уншăн. Мăшăрĕпе ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕни чĕрине палăрмаллах амантса хăварнă. Анчах кĕтмен хуйхă та çапса хуçайман ăна.

- Надя хĕрĕмпе икĕ мăнукăм чуна ăшăтаççĕ, хуйха пусараççĕ. Канмалли кунсене килессе кĕтсех тăратăп, - терĕ хĕрарăм. - Вĕçĕмсĕр ĕçленипе унччен ачасем валли вăхăт сахал юлнă, халĕ йăнăша тÿрлететĕп, вĕсемпе çывăхрах пулма тăрăшатăп.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.