Утă вăрланăшăн
Августăн 13-мĕшĕнче Игорь Муллин тĕлĕшпе те приговор янăранă. Тутарстанри Кайбицы районĕнче пурăнакан 44-ри арçынна ют пурлăха вăрланăшăн айăпланă. Вăл икĕ республика чиккинчи уйра утă вăрласа «Чутей» ЯХПКна 5600 тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ.
Çуллахи пĕр кун И.Муллин машинипе хире икĕ хутчен пынă: малтанах - 4, кайран 3 рулон тиесе тухнă. Унăн автомашинине хуçалăх ĕçченĕсем асăрханă, вĕсемех полицие чĕннĕ.
Тĕпчев вăхăтĕнче айăпланаканăн килĕнче тĕркесене тупнă. Арçын ăнлантарнă тăрăх, утта вăл туянасшăн пулнă, правление те кайнă, анчах унта никам та пулман. Нумай тĕрке хушшинче темиçе рулон çухалнине асăрхамĕç тесе вăл вăрра тухнă.
И.Муллин айăпне йышăннă, ÿкĕннĕ, ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухма ыйтнă. Суд ăна 10 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.
Оксана ЯСТРЕБОВА,
Тăвай районĕн прокурорĕ.