Утă упрамашкăн

4 Çĕртме, 2015

Типĕ утă упрамалли хуралтă тăвасшăн? Ăна мĕнрен тата мĕнле тусан лайăхрах-ши?

П.МИШИН.

Красноармейски районĕ.

Тепле пулсан та шухăша ĕçе кĕртесси ăна сÿтсе явнинчен пуçланать. Чи малтан хуралтăна мĕншĕн тума палăртнинчен пуçламалла. Паллах, утă упрамалли пирки те çаплах. Ăна тунă чухне миçе пуç выльăх валли утă хумаллине, выльăха апатлантарнă чухне ансат пулмаллине тата ыттине те шута илмелле.

Виçĕ тĕп йĕрке

1. Вырăна тĕрĕс суйлатпăр.

2. Унăн калăпăшне палăртатпăр, никĕспе тăвас тесен ăна тĕрĕс хакламалла.

3. Хуралтă тума кирлĕ материала туянатпăр. Перекетлĕх пирки те шухăшлани вырнăлă. Тепĕр чухне виçĕ пуслăх ĕçе виç тенкĕлĕх тăкак кайма пултарать.

Утăна ĕлĕкрех, тĕслĕхрен, капана хыватчĕç, çиелтен çумăр каясран брезентпа е çатăрка /полиэтилен/ пленкăпа витетчĕç. Хăшĕсем капан çине ятарлă тăрă вырнаçтаратчĕç. Ăна капан варринчи шалча çине çирĕплететчĕç. Пĕлсе тунă капан лайăх тăрать, çумăрпа йĕпенсе юрăхсăра тухмасть.

Утă валли кирпĕчрен е пеноблокран сарай çĕклеме кирлех мар. Никĕс те çăмăл кирлĕ. Ăна юманран е бетонран тума пулать. Пĕчĕкрех сарай валли кĕтессене пĕрер юпа лартсан çитет, пысăкрах хуралтă валли сарлакарах енсене тепрер юпа лартма юрать. Сарай утă типĕтмеллискер пулсан урайне çĕртен 20-25 см çÿллĕшĕнче тусан аван. Вăл утă нÿрелсе кăвакарасран хăтарать.

Хуралтăна тикĕсленĕ никĕс çине нÿрĕкрен хÿтĕлеме икĕ хут рубероид хумалла. Ун çине 3-4 йĕрке кирпĕч хурса, сарай кăшкарне çĕклемелле. Йывăç пăрăса /брус/ кирпĕч юпа çумне анкер шпилькисемпе çирĕплетмелле, каркас хăпартмалла. Унтан хăпартса çирĕплетнĕ пăрăс çумне хăма çапса стена хăпартмалла. Нÿрĕклĕхе чăтăмлă фанера /ОСБи/ çапса хăпартни те утă сарайне тума юрăхлă. Хăшĕ-пĕри цинкланă тимĕр листисемпе çапса та стена хăпартать. Паллах, хуралтă илемне те шута илмелле, вăл кил-çурт сăн-сăпатне ан пăстăр.

Сарай тăррине икĕ енлĕ туни аванрах темелле. Кун пек тăрăна юр нумай лармасть. Металлочерепица е ахаль шăвăç листисем витме пулать.

Сарайне пеноблокран та тума пулать. Пеноблок пахалăх тĕлĕшĕнчен лайăхрах. Выльăх-чĕрлĕх усрама, хуçалăхри техникăна упрама шăпах пеноблокран тунă хуралтăсем аван. Вĕсем çирĕп те вăрăм ĕмĕрлĕ.

Утă упрамалли хуралтă тума ансатрах материалсем те тивĕçтереççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.