Усси пысăк

3 Юпа, 2014

Юлашки вăхăтра çакна асăрхатăп: ял çынни çĕр улми кăларнă хыççăн горчица акса хăварать. Çуркунне вара çав çĕре чавса каллех çĕр улми лартать. Çапла туни чăннипех те çĕр улми тухăçне ÿстерет-ши?

Николай Павлов. Вăрмар поселокĕ.

Горчица çав тери усăллă симĕс удобрени пулни çинчен эпир пĕрре мар çырнă. Питĕ хăвăрт ÿсет вăл. Çĕр улми кăларнă хыççăн, август уйăхĕнче е сентябрь пуçламăшĕнче, акса хăварсан çанталăк шăнтичченех сип-симĕс ларĕ. Кирек хăш вăхăтра та çулса çĕр ăшне варма е çуркуннечченех çаплипех хăварма юрать ăна. Хĕлле юр тытма пулăшĕ. Ÿсен-тăран тымарĕ çур метр таранах ÿсет, çĕрнĕ май вăл çĕре çав тарăнăш чухлех çемçетет.

Удобрени вырăнне акнă горчица ытти çум курăка ÿсме памасть. Çавăн пекех вăл çĕре сыватать. Ун хыççăн çитĕнтернĕ ÿсен-тăран фитофтороз, ризоктониоз, кукша тата ытти чирпе чирлесси чакать. Çавăн пекех хытă хурт /проволочник/ йышĕ сахалланĕ. Анчах çакна шута илĕр: горчица хыççăн редис, çарăк, купăста, хĕрес чечеклĕ ытти культура акма юрамасть. Пĕр ушкăнран пулнăран вĕсене тапăнакан хурт-кăпшанкăпа чир-чĕр те пĕрешкелех.

Горчицăна ретсен хушшинче çитĕнтерни те лайăх. Калăпăр, çĕр улмипе е çĕр çырлипе /клубника/ юнашар. Вăл лăймака хурта, колорадо нăррине хăратать, çак культурăсене çулăхакан чир-чĕре малалла сарăласран упрать. Уйăхранах 15 см çÿллĕш ÿсет. Чечеке ларичченех çулса пăрахса ăна çĕр ăшне вармалла. «Байкал», «Сияние», «Возрождение» биопрепаратсемпе пĕрĕхтерсен вăл пушшех хăвăрт çĕрсе çĕре микроэлементсемпе пуянлатакан усăллă бактерисене ĕрчеме май туса парать. Паллах, ăна кишĕрпе, кăшманпа е тымарлăх çитĕнтерекен сельдерейпе юнашар акма юрамасть - горчица тымарĕ вĕсене кирлĕ пек ÿсме памĕ, çимĕçе пăсса илемсĕрлетĕ çеç.

Çерем ватса сад пахчи тăвас е чухăн та пулăхсăр çĕр çинче малашне тĕрлĕ çимĕç ÿстерес тесен пĕр-икĕ çул унта горчица çитĕнтерни усăллă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.