ӲСЛĔКРЕН - СЫСНА САЛИ

26 Раштав, 2013

Сысна салипе усă курмалли рецептсем сиенсĕр, çавăнпа бронхит, ӳслĕк аптратсан вĕсемпе ачасене те сиплеме юрать. Сăмах кунта кăмакара е духовкăра ирĕлтерсе лартнă сысна ăш çăвĕ пирки пырать. Сивĕ вырăнта вăл чылай вăхăт лайăх упранать. Ăш çăвĕ пулмасан тир çумĕнчи çапла майпа хатĕрленĕ сали те юрăхлă.

Какао хушса. 1 апат кашăкĕ сысна салине çавăн чухлех какаопа тата 50 грамм ирĕлтернĕ услам çупа хутăштармалла. Алă айĕнче какао-порошок çук тăк пĕр плитка вĕтетнĕ шăккалат хушма юрать. Çак эмеле çурмалла пайласа кунне 2 хут выç хырăмла çимелле. Сиплев курсĕ - пĕр эрнерен кая мар. Виççĕмĕш куннех ӳслĕк çемçелме, бронхит вăйсăрланма пуçлать.

Шута илме: сысна салине вĕрекен услам çăва мар, ăшă çăва кăна хушмалла, унсăрăн бронхитран сывалаймастăр.

Сĕтпе тата пылпа. 1 стакан сĕт вĕретмелле, унта кăштах пылпа сысна сали хушмалла. Тӳрех ĕçсе ямалла. Бронхитран çак мелпе ирхине тата каçхине çывăрма выртас умĕн сипленмелле.

Бронхит аптратма пăрахсан та хутăша тата темиçе кун ĕçмелле. Вăл ытти чирпе нумай вăхăт тертленнĕ хыççăн вăй илме те пулăшать.

Асаплă ӳслĕкрен. Вăраха кайнă бронхита пула чăтма çук ӳсĕрттерсен темиçе кун çывăрма выртас умĕн çурăмпа кăкăра кăштах ăшăтнă сысна салипе хĕрсе кайичченех сăтăрмалла. Унтан кĕлеткене ăшă тутăрпа чĕркемелле, ăшăрах витĕнсе çывăрмалла.

Прополиспа пĕрле. Бронхитран хăтăлма сысна салипе прополис хутăшĕ пулăшать. Çур литр сысна салине ирĕлтермелле, аптека прополис спирт настойкине пĕр апат кашăкĕ хушмалла. Вĕрекен шыв мунчине лартмалла, пăтратсах тăмалла, прополис настойкинчи спирт пăсланса пĕтсен тин илмелле. Хутăш сивĕнсен кĕленче савăта куçарса сивĕтмĕше лартмалла.

Каçхине çывăрма выртас умĕн çак хутăша кăштах илсе унпа кăкăрпа çурăма сăтăрмалла, ăшă тăхăнмалла, хулăн витĕнсе выртмалла. Темиçе кун сипленмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.