Ушкăнпа вăй хурсан

31 Юпа, 2014

Ял хуçалăх производствин паллă ертÿçи Александр Смалайкин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Искра» колхоза нумай çул пултаруллă ертсе пынă. Çамрăксем ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса Александр Дмитриевич пек пулма тăрăшнă. Çав шутрах пĕчĕклех çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе çитĕннĕ Николай Лисаев та.

1987 çулта Вăрнарти совхоз-техникумран агронома вĕренсе тухнă хыççăн Николай Иванович тăван тăрăха таврăннă. Мăн Этменри выльăх апачĕ хатĕрлекен бригадăна, каярах Лопари сурăх фермине ертсе пынă.

Тăван Хирлÿкасси ялĕнчи 400 ĕне вырнаçакан комплекс управляющийĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шансан унăн хастарлăхне хуçалăх ертÿлĕхĕ те асăрхать. Çулталăкра кашни ĕнерен сĕт сăвасси виçĕ çул хушшинче 1300-тен 4800 килограма çитет. Сысна çăвăрлаттарасси те ăнăçлă аталанать. Выльăх пăхакансем кашни амаран çуллен 22,3 çура илеççĕ. «Искра» колхоз вăл çулсенче тырă тухăçне 27-28 центнера çитернĕ.

- 1996 çултаччĕ пулас, халĕ лайăхах ас тумастăп, Чăваш Енĕн вăл вăхăтри ертÿçи мана уявра тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор тата укçан преми пачĕ. Эпĕ «Республикăри чи лайăх ферма заведующийĕ» ята тивĕçрĕм, - хавхаланса калаçать Николай Иванович. - 2000-2011 çулсенче Туканашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ пултăм. Юлашки вăхăтра хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пыратăп.

ХФХ 1500 гектар лаптăкра ыраш, кĕрхи тата çурхи тулă туса илет. Çав вăхăтрах кайăк-кĕшĕк те ĕрчетет. Кăçал 34 пин - ашлăх чăх, 10 пин кăвакал çитĕнтернĕ.

Машина-трактор паркĕ çулсерен çĕнелет, хуçалăх кредитпа вăхăтра татăлать. Çав кун Патшалăх техника надзорĕн Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсенчи ял хуçалăх техникине пăхса тăракан Николай Петров пынăччĕ, ХФХ парка хĕле епле хатĕрленипе кăсăкланчĕ. «Питĕ лайăх, - терĕ Николай Михайлович. - Николай Иванович техникăна чун-чĕререн хисеплет, хакне аван пĕлет».

Н. Лисаев тăрăшуллă механизаторсене ятран асăнчĕ: Юрий Тибогайкин, Геннадий Михеев, Георгий Судаков, Михаил Сорокин, Владимир Кальматкин. Вĕсемсĕр вăл алăсăр пекех.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Храмов ХФХ ĕçне пысăк хак пачĕ. Николай Лисаев чăнласах хастар çын, çав вăхăтрах пуçаруллă та. Çавăнпах хуçалăхĕ ÿсĕмлĕ аталанать. Николай Иванович çитес çул валли те пысăк тĕллевсем палăртнă: выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ытларах ĕрчетме çĕнĕ объектсем тумалла, сушилка комплексне хута ямалла...

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Илья КЛОЧКОВ сăн ÿкерчĕкĕ

  • Николай Лисаев, Николай Петров, Владимир Храмов.
Рубрика: