Усалпа пурин те пĕрле кĕрешмелле

21 Нарăс, 2017

Терроризмпа тата экстремизмпа кĕрешес енĕпе пурин те — патшалăх влаçĕн, право хуралĕн органĕсен, тĕн пĕрлешĕвĕсен, общественноçăн, вĕренÿ, культура тата ытти организацин, ашшĕ-амăшĕн — килĕштерсе ĕçлемелле, вăйсене пĕрлештермелле.

Шăпах çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ ЧР Мăсăльмансен тĕн управленийĕ тата ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Чăваш Республикинчи террорпа кĕрешекен комиссин ĕçне тивĕçтерекен пайĕ Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра «Йăлана кĕнĕ ислам тата хальхи Раççейре терроризмпа экстремизма профилактикăлассин йывăрлăхĕсем» темăпа йĕркеленĕ «çавра сĕтелте». Мероприятие уçнă май Патăрьел райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çак тăрăхра чăвашсем, тутарсем, мордвасем, вырăссем тата ытти халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине, вĕсем тĕпрен илсен йăлана кĕнĕ православи тата мăсăльман тĕнĕсене ĕненнине пĕлтерчĕ. «Экстремизмпа терроризмшăн нимĕнле чикĕ те çук. Асăннă тема паянхи куншăн çивĕч те пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа унпа куллен ĕçлемелле, профилактика ирттермелле. Эпир çамрăксен толерантлăхне аталантарас, вĕсен право пĕлĕвне ÿстерес, нацисемпе халăхсен, конфессисен хутшăнăвĕсем йĕркеллĕ пулччăр тесе нумай ĕçлетпĕр», — терĕ вăл.

ЧР Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Общество палатин членĕ Мансур хайрат Хайбуллов хальхи вăхăтра çамрăксем тĕлĕшпе информаци атаки, уйрăмах тĕн сферинче, вăй илсе пынине палăртрĕ: «Пĕр çулталăкрах ИГИЛ представителĕсем 700 ытла видеоролик хатĕрленĕ, вĕсем кашни эрнерех тĕрлĕ чĕлхепе илĕртÿллĕ информаци-аналитика журналĕсем кăлараççĕ. Çакнашкал информаци вăрçинче эпир ресурссем пур пулин те малти вырăнсенче мар. Çапла майпа ăнлавсене улăштарасшăн, тĕне ĕненекен çынсен туйăмĕсемпе вылясшăн. Ку енĕпе уйрăмах çамрăксем аманма пултараççĕ: тăнăçсăр çемьесенчи çул çитмен ачасем çеç мар, аслă пĕлÿллĕ хĕрсемпе каччăсем те. Паянхи яш-кĕрĕм паттăрсене шырать, вĕсене çавсем патĕнче «тупать». Пирĕн асăннă темăпа иртекен калаçусене çамрăксене те явăçтармалла, вĕсен шухăшне пĕлмелле. Терроризм — хаярлăх, пусмăрлăх тата хăрату. Эпир, тĕн çыннисем, çапла калатпăр: террорист мăсăльман пулма пултараймасть, мăсăльман вара террорист пулаймасть. Тĕне ĕненекен çын нимĕнле теракт та тăваймасть — акă тĕп лозунг. Ислам пусмăрлăх тĕнĕ мар. Унăн тĕшши — юрату тата ыркăмăллăх, каçарни тата чăтăмлăх, ытти тĕне хисеплени». Вăл управлени çак темăсемпе республикăри аслă шкулсенче, колледж-техникумра студентсемпе тĕлпулусем ирттерни çинчен каласа кăтартрĕ.

ЧР Шалти ĕçсен министерствин экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕ Владимир Шихранов цифрăсемпе паллаштарчĕ, пирĕн республикăра та экстремизмпа çыхăннă преступленисен шучĕ майĕпен ÿссе пынине каларĕ. Тĕслĕхрен, 2012 çулта çакнашкал 8 преступлени пулнă, 2016 çулта — 24. «Анализ çакна кăтартса пачĕ: кунашкал преступленисене ытларах чухне 17-30 çулсенчи çамрăксем, вăтам-ятарлă пĕлÿллисем, тĕпрен илсен çемье çавăрманнисем тата ялан тупăш илсе тăманнисем, тăваççĕ. Вĕсем ыттисен витĕмне çăмăллăнах парăнаççĕ, компьютер пĕлÿлĕхĕн шайĕ аван пулнăран социаллă сетьсенче тата ытти ресурсра экстремизмпа çыхăннă материалсем вырнаçтараççĕ», — уçăмлатрĕ центр пуçлăхĕ.

Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультечĕн деканĕ Михаил Тимофеев «Йăлана кĕнĕ ислам тата этноконфессисен сферинчи радикаллă идеологипе экстремистсен ĕç-хĕлне профилактикăлассин çивĕч ыйтăвĕсем» темăпа доклад турĕ. Вăл экстремистсемпе террористсем хăйсен саккунсăр ĕçĕсене тÿрре кăларас тесе ислампа усă курнине пĕлтерчĕ. «Обществăпа тĕнчере ислампа мăсăльмансем тĕлĕшпе курайманлăх ÿссе пырать. Çавăнпа профилактика ĕçĕн тĕп енĕсенчен пĕри йăлана кĕнĕ исламăн ырă ятне каялла тавăрасси пулмалла», — терĕ докладçă.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Чăваш Республикинчи террорпа кĕрешекен комиссин ĕçне тивĕçтерекен пайĕн консультанчĕ Татьяна Гринь тата республикăри Вĕренÿ институчĕн этемĕн тĕнпе кăмăл-сипет аталанăвĕн центрĕн заведующийĕ Станислав Руссков çамрăксем экстремизмпа явăçса ан кайччăр тесен ашшĕ-амăшĕн, педагогсен тата обществăн мĕн тумалли çинче чарăнса тăчĕç. «Çавра сĕтел» ĕçне хутшăннисем çакнашкал мероприятисене тăтăшах ирттермеллине, экстремизмпа терроризм вăй ан илччĕр тесен профилактика ĕçне яланах йĕркелемеллине палăртрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.