Усăллă тĕлпулусем

Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ярославльте Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх канашĕн президиумĕн тата Патшалăх канашĕн çумĕнчи субъектсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстермелли мерăсем енĕпе ĕçлекен консультаци комиссийĕн Раççей Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларăвне хутшăннă.

РФ Президенчĕ Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн йышĕнче инвестицисемпе лайăх ĕçлекен регионсен пуçлăхĕсем пулнине, вĕсен опычĕ ытти субъектшăн усăллине палăртнă.

Инвестицисене пысăклатмалли мерăсене сÿтсе явмашкăн Патшалăх канашĕн ларăвĕ тĕлне регионсем çĕр лаптăкĕсене кадастр енĕпе шута илес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен ку енĕпе çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри тесе палăртнă, республика лидер-регионсен ТОП-5 йышне кĕнĕ.

Аса илтерер: 2016 çулта Регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче Чăваш Республики федерацин 85 субъекчĕ хушшинче 9-мĕшĕнчен 6-мĕш вырăна хăпарнă. Атăлçи округĕнче вара Тутарстан хыççăн 2-мĕш вырăн йышăннă.

Пĕрлехи ларăва федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен, общество организацийĕсен, федераци субъекчĕсен ертÿçисем хутшăннă, ЧР Пуçлăхĕ вĕсенчен чылайăшĕпе тĕл пулса калаçнă.

Лару умĕн Михаил Игнатьев РФ Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕпе Игорь Шуваловпа курнăçнă. Чăваш Ене пулăшнăшăн, Канаш хулине монохуласен шутне кĕртнĕшĕн, муниципалитета, унăн экономикине аталантарма 7 млрд тенкĕ патнелле уйăрнăшăн ăна тав тунă. Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр хулисем асăннă программăна кĕнĕ май çак муниципалитетсенче ĕçсĕрлĕх шайне палăрмаллах чакарни çинчен каланă.

Михаил Игнатьев РФ финанс министрне Антон Силуанова республикăн виçĕ çуллăх бюджетне ЧР Патшалăх Канашне тишкерме пани çинчен пĕлтернĕ. Антон Силуанов Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пĕрлехи бюджета йĕркелессипе, общество финансĕпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ĕçне пысăка хурса хакланă. Федераци бюджетне тÿрлетÿсем кĕртнĕ май Чăваш Ен 250 млн тенкĕрен кая мар хушма укçа илессине çирĕплетнĕ. Федераци бюджечĕ 10 процент пĕчĕкленнине пăхмасăр Чăваш Республики кăçал Мускавран каялла тавăрса памалла мар 16 млрд тенкĕ ассигновани илет, çакă пĕлтĕрхинчен 5 процент нумайрах. Финанс министрĕпе çавăн пекех коммерци кредичĕсене бюджетран илекен кивçенпе улăштарассине сÿтсе явнă.

Республика ертÿçи РФ промышленноç министрĕпе Денис Мантуровпа та курнăçнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енре промышленноç производствин кăçалхи 9 уйăхри индексĕ 110,8 процента çитнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех промышленноç министрĕ Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă.

Энергетика министрĕпе Александр Новакпа республикăн электротехника кластерне малалла аталантарас, Чăваш Енри предприятисем туса кăларакан продукципе Раççейĕн энергетика системисен киберхăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусене тишкернĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйпа Борис Тихоновпа пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем тĕлĕшпе тĕрĕслевпе надзор мероприятийĕсене чакармалли ыйтусем пирки сăмахланă. Тюмень облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Владимир Якушевпа икĕ регион хушшинчи туслăха çирĕплетме калаçса татăлнă. Çавна май пĕр-пĕрин патне делегацисем ярассине палăртнă. Сăмахран, çитес çул Республика кунне пирĕн пата Тюменьсем килĕç. Пирĕн делегаци вара Тюмень облаçĕнче çулленех çу уйăхĕнче иртекен «Туслăх кĕперĕ» уява хутшăнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.