Усăллă çулçÿрев

13 Юпа, 2015

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн де­ле­гацийĕ Китай Халăх Рес­публикинчи Аньхой провинцине çитсе килнĕ. Ĕçлĕ ушкăна Андрей Александров ректор ертсе пынă.

Пĕлтĕр ЧПУпа Аньхой университечĕ туслă çыхăну йĕркеленĕ. Ун чухне Аньхой провинцийĕн представителĕсем Чăваш Ене килсе кайнăччĕ. Кăçал вара пирĕн ентешсене хăйсем патне чĕннĕ. ЧПУ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Ен делегацийĕ Аньхой провинцийĕн ертÿлĕхĕпе курнăçнă хыççăн вырăнти университетра пулса курнă, ĕçлĕ çыхăну йĕркелесси çинчен килĕшÿ тунă. Пирĕн республикăна Китай чĕлхине вĕрентекенсем килесси, иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине халалласа пĕрлехи конференци ирттересси, преподавательсемпе студенсем КНРа стажировкăна каясси, аслă шкулсенче тухса тăракан журналсенче наука статйисене пичетлесси çинчен калаçса татăлнă.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: