Усал шыççа парăнтарма

6 Ака, 2015

Иртнĕ эрнере Шупашкарти Гладков урамĕнчи 27-мĕш çуртра усал шыçăпа чирлĕ хĕрарăмсен психологи пулăшăвĕн центрĕ уçăлчĕ. Республикăри онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Лидия Воропаева тата Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева сиплевпе физкультура комплексĕн залне, физиотерапи, релакс тата тренинг пÿлĕмĕсене кăтартса çаврăнчĕç. Сĕтел-пукана, спорт тата медицина оборудованине грант укçипе туяннă. Çакăнта пурне те тÿлевсĕр йышăнĕç. Аса илтеретĕп, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн «Пурнăçшăн» проектне федераци шайĕнче ырланă, çакăншăн 1500000 тенкĕ уйăрнă.

Реабилитаци центрĕнче операци хыççăн вăй илме пĕтĕм услови пур. Тĕслĕхрен, ал ĕçĕпе аппаланма пулать. Çакăнтах стилистсем, визажистсем, парикмахерсем ăсталăх класĕсем ирттерĕç. Ушкăнпа куравсене, театра, бассейна çÿрени те савăнăç кÿрĕ.

Усал шыççа май пур таран маларах тупса палăртсан чире çĕнтерме çăмăлрах. Лидия Воропаева каланă тăрăх, çитес вăхăтра маммограф комплексĕллĕ машина республикăн районĕсемпе хулисене çитĕ. Пысăк предприятисемпе организацисенче тăрăшакан хĕрарăмсем ĕç вырăнĕнчех тĕрĕсленме пултарĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, республикăри онкологи диспансерĕ 23 пин çынна пăхса-тĕрĕслесе тăрать, вĕсенчен 60 проценчĕ - хĕрарăмсем. Пĕлтĕр кăна усал шыçăпа нушаланакан 3774 çынна шута илнĕ.

«Пурнăçшăн» центр тунтикунран пуçласа эрнекунччен 8-тан пуçласа 19 сехетчен ĕçлĕ. Шăматкун хĕрарăмсене 9-15 сехетсенче йышăнĕç.

Центр уçăлнă хыççăн республикăри хастар хĕрарăмсен канашлăвĕ пуçтарăнчĕ. Ку ĕçе Ашшĕсен канашĕн членĕсем те хутшăнчĕç. Çак мероприятие Чăваш Ен хĕрарăмĕсем II съезда пуçтарăннăранпа 50 çул иртнине халалланă.

Ольга Юрьевна Хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, социаллă проектсем çинче чарăнса тăчĕ. Сусăрсене, аутизмпа чирлĕ ачасене, йĕплĕ пралук леш енчен киле таврăнакансене, ĕçке ернисене пулăшас тĕлĕшпе тĕрлĕ проект пурнăçланса пырать. Унсăр пуçне «Ырăлăх хăвачĕ» акци вăхăтĕнче Украинăран куçса килнисем валли 2 миллиона яхăн тенкĕ пуçтарăннă.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Рубрика: