«Уру-аллу ан пултăр — киле таврăн!»
«Хыпар» вулакансене хаçат-журналта нихăçан та пичетленмен архив материалĕсемпе паллашма сĕнетĕп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн вĕсем нумай çул патшалăх вăрттăнлăхĕ шутланнă. КПСС идеологийĕн тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн çав документсен папкисем çине «Вăрттăн» гриф лартнă.
Çĕрле алă сурать…
Политика реформисен тапхăрĕнче /1990- 2000 çç./ вĕсене патшалăх вăрттăнлăхĕн списокĕнчен кăларчĕç. Халĕ уççăн çырса кăтартма пултаратпăр. Статьяна кĕртнĕ документсем хăйсен шухăшĕпе хаçатăн кашни номерĕнче кун çути куракан материалсем пек мар, Аслă вăрçăн пафослă историне, патриотлăха тĕпе хурса çырнă литературăпа тÿр килмеççĕ, 1941-1945 çулсенчи чăваш ялĕпе, çынсен пурнăçĕпе çыхăннă шухăша улăштарма хистеççĕ. Уйрăм сыпăксем вăрçăн «парад» историйĕпе çыхăнманран хăш-пĕр вулакан кăмăлне кайманнине малтанах пĕлсе тăратăп. Ман шухăшпа, пирĕн, пурăнакансен, иккĕмĕш тĕнче вăрçине тĕрлĕ енчен пăхса, тĕрĕс, хамăра суймасăр хакламалла. Совет халăхĕшĕн вăл фронтри тата тылри паттăрлăх çеç пулман. Çынсем выçăпа касăхнă, Тăван çĕршыва сутнă, тăшмана хирĕç çапăçăва кĕрес мар, чĕрĕ юлас тесе Хĕрлĕ Çар чаçĕсенчен, комиссариатсенчен тарнă, ытти преступлени тунă. Паллах, кун çинчен паян тăванĕсем пĕлтересшĕн мар. Çакна шута илсе статьяри хушаматсене улăштартăм.
Чăваш АССР шалти ĕçсен халăх комиссарĕ С.Белолипецкий 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче республикăн Халăх Комиссарĕсен Советне хăш-пĕр хуçалăхра туртасен хушшине хĕрарăмсем тăнине пĕлтернĕ. Фронтри упăшкисене Вăрмар районĕнчи Саруй ялĕнчи В.Ефимова «колхозра пĕр лаша та юлманран салтак арăмĕсем кÿлĕнсе çĕр улми лартма çĕр сухалаççĕ», Хĕрлĕ Чутай районĕнчи А.Чучукина «лашасене фронта илсе кайнăран хĕрарăмсем пĕр тĕренлĕ плуга вĕрен-пăявпа туртса сухалаççĕ е кĕреçепе касаççĕ» тесе хыпарланă.
А.Арзамасов, Куславкка районĕнчи Тĕрлемес станцийĕ /фронта янă çыруран/: «Колхоз акса пĕтереймерĕ-ха. Акмалли нумай. Пахчара çĕре пиллĕкĕн-улттăн туртса тимĕр плугпа сухалаççĕ». Аманик ялĕнчи О.Рыбакова — çарти упăшкине: «Колхоз тырă акса пĕтерчĕ, çĕр улми лартатпăр. Хĕрарăмсем плугпа сухаларĕç».
Колхоз тырă памасть
Елчĕк районĕнчи «Свобода» хуçалăхăн колхозници П.Андреева фронта упăшки патне янă çыруран: «Колхоз пире пĕр грамм тырă памасть. Мĕнле пурăнмаллине пĕлместĕп. Хамăр йытă пек: çĕрĕн-кунĕн ура çинче. Килте çиме çăкăр çук. Кам Корниловпа Туççăна эрех ĕçтерет — тырă параççĕ. Пире пĕр ывăç та лекмест. Аплюшка сипленме яла таврăнчĕ. Вăл çăкăрлă, пуян. Таçтан тырă пĕр лав турттарса килчĕ. Фереонка та фронтран килчĕ, лайăх пурăнать. Колхозра çĕрĕн-кунĕн савăнаççĕ — вĕсене никам та килсе тĕрĕслемест. Элекçей! Яла таврăн! Уру-аллу ан пултăр — киле таврăн! Сивĕ сăмах пĕрре те каламăп, минтер çине çеç лартăп. Кунта пире санпа пĕрле çăмăлрах пулĕ. Хăçан кĕтсе илĕпĕр-ши?..»
Первомайски районĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕнчи Е.Мочалова Мускаври Мочалова çапла хыпарланă: «...Выльăха сутса тырă туянтăмăр, унсăрăн выçса вилетпĕр. Ĕç кунĕшĕн ăна пĕр грамм та памарĕç. Малтан вăл патшалăх планне тултарма çитмест терĕç, кайран колхоз председателĕ И.Васильев вăрланă тесе ĕçрен кăларчĕç. Ун вырăнне Я.Петрова лартрĕç. Вăл та çаратать, ыттисем те. Колхозра питĕ начар…»
«Вăрçăран таврăнакан салтаксене колхоза ертсе пыма лартасчĕ, — çырать Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнчи А.Александрова фронта. — Мăшкăлласа тарăхтарсах çитерчĕç. Хăйсем çĕнĕ пÿртлĕх, мунчалăх пĕрене турттараççĕ, пире вутлăх кăларттармаççĕ. Йĕре-йĕре, тархасласа ирĕк илетпĕр. Турттарма чи ырхан лаша параççĕ».
Шăхасан районĕнчи «Красный пахарь» хуçалăхран Андреевăпа Соловьева Чăваш АССР прокурорĕн ячĕпе çырнинчен: «Пирĕн колхоз председателĕ тырра колхозниксенчен пытарать. Унтан ыйтма пырсан: «Выçăхса никам та вилмен-ха», — тесе лăплантарса, фронтовиксен арăмĕсенчен кулать».
Çĕмĕрле районĕнчи «Путь Ленина» колхозри М.Капитонова — хăйĕн çарти тусне: «Председатель колхозниксене тырă памасть — килте çăкăр çук. Çĕр улмипе çырлахатпăр. Мана: «Аçу сакăр çул пурăнма памарĕ! Хăйне тинех путарчĕç. Сире, коммунистсене, персе вĕлермелле!» — тесе хăртать. Ялта чăн-чăн жандарм».
Ишлей районĕнчи Сархурăн ялĕнчи М.Петрова П.Смирнов патне /çар чаçне/ çапла çырнă: «Колхоз пире пĕр пĕрчĕ тырă памасть. Председателе сăмакун ĕçтерсен уйăрать. Эпир аншарли тăваймастпăр — тырă илейместпĕр. Ĕç кунĕ манăн çĕр çирĕм пиллĕк пухăнчĕ. Мĕн усси? Çу каçиччен утă янтăланă пулсан хăть выльăх валли апат. Ачасем пĕрмай çăкăр ыйтаççĕ. Пире пĕр грамм та лекмест. Аттесем фронтра юн юхтараççĕ. Вĕсен ачисем никама та кирлĕ мар. Текех чăтса пурăнаймастăп. Хĕл каçма вутă, çиме çăкăр çук…»
Çĕмĕрле районĕнчи А.Семенова çапăçу хирĕнчи упăшкине янă çыруран: «Ялта арçынсем лайăх пурăнаççĕ. Пире çын вырăнне хумаççĕ, колхоза çаратаççĕ — вĕсене никам та чармасть. Колхозниксене тырă памаççĕ. Кивçен никамран та илейместĕн. Ĕçлекенсем Никон кладовщика ĕçрен пăрасшăн, анчах ăна председатель хÿтĕлет. Ялта сирĕнсĕр йĕрке тăвакан çук…»
Хурал ярса тытнă!
Колхоз председателĕсенчен хăшĕ-пĕри этем ретĕнчен тухнă. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсем те пур архивра.
Шăхасан районĕнчи Шуркасси ялĕнчи И.Фомин тарăхса фронта çавнашкал çыру янă: «…Колхоз председателĕ сирĕн Григорие килĕнчен хăваласа кăларасшăн. Влаçа хăйĕн аллине илнĕ, пуринпе те хуçаланать. Кладовщик пуйсах пырать. Ăна ревизи комиссийĕ икĕ çул тĕрĕслемен. Тырра унта-кунта ăсатать».
Шăмăршă районĕнчи Никишино ялĕнчи М.Корчагина çар чаçне янă çыруран: «Салтаксен ачисене пурăнма йывăр — çиме- тăхăнма çитмест. Вĕсем хăйсен кĕсйисене тултараççĕ. Ялта ăслă çынсем çук чухне пирĕн пек ухмахсене улталама çăмăл. Колхоз председателĕ пирĕн çине çаврăнса та пăхмасть. Ухмах çын пек кулать, шÿтлет. Пирĕн шÿтлес килмест — лăш курмасăр ĕçлетпĕр. Правлени сăлтавсăрах ĕç кунĕсене катать. Пире сахал ĕçленĕ теççĕ…»
Куславкка районĕнчи Карач ялĕнчи Анфиса чаçе çырнинчен: «Çуракинчен колхозăн виçĕ тонна ытла çĕр улми юлнăччĕ. Ăна ăçта хунине пĕлместпĕр. Столовăйĕнче те çук. Хăйсем куллен ÿсĕр. Çырса яма та хăратăп, мĕншĕн тесен çăхан куçне çăхан сăхмасть. Тÿрĕ çынсене тупма йывăр». Хурамал ялĕнчи Ф.Лоскутова — Куйбышев чукун çулĕ çинчи Глотовка станцине: «…Петĕр, аçу колхоза тырă кивçен вун пилĕк пăт пачĕ. Хуçалăхăн вăл пач çук — пурте выçă. Колхозниксене хуртланнă ашпа тăрантараççĕ. Çартан юлнă арçынсем лайăх пурăнаççĕ, вĕсен куллен — ĕçкĕ».
Ку çырăва хальхи Патăрьел районĕнчи Патăрьел ялĕнчен фронта янă: «…Правленире улшăнусăр. Бригадăна ертсе пынă хĕр ĕçке ярăнса вилчĕ. Эсĕ Петров бухгалтера пĕлетĕн вĕт? Вăл колхоз пурлăхне вăрласа ĕçкĕпе иртĕхет. Вун икĕ хĕрарăм, бригадиртан тăххăрăшĕ, пĕрмай ÿсĕр. Ку шутра — колхоз председателĕ тата унăн хÿрешки. Вăл ыраш вăрлама тăрсан — хурал аллинченех ярса тытнă. Правленирисем мана кураймаççĕ, мĕншĕн тесен эпĕ вĕсене сăмакун ĕçтермен. Ĕçтерекеннисем лайăх пурăнаççĕ…»
Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕш ялĕнчи Е.Шатилова çар чаçĕнчи çывăх çыннине чуна ыраттаракан сăмахсемпе çырнă: «…Ялта эрех ĕçсе иртĕхнĕ чухне ял Совечĕн председателĕ мана аннене килте пĕччен хăварса Иваново облаçне ĕçлеме кăларса ярать. Тăхăнма тумтир илейменнисене, вун ултă çул тултарайманнисене ăсатать».
Совет районĕнчи Токшик ялĕнчи Н.Прокопьева нимĕç фашисчĕсемпе çапăçакан çывăх çыннине çапла пĕлтернĕ: «…Упăшкаллă хĕрарăмсем ялта аван пурăнаççĕ. Камăн фронтра — пурнăç начар. Нумайăшĕ выçăпа аптăрать. Яла аманса таврăннисем пĕр хушă колхозпа хуçаланса юхăнтарчĕç. Хальхи председатель, счетовод, кладовщик, ферма заведующийĕ куллен ÿсĕр».
Наташа /Шăмăршă районĕнчи хатĕрлев пайĕ/ фронтри С.Кетчинов патне çырнинчен: «…Вăрçа илсе кайманнисемпе фронтран килекенсем ясара чупаççĕ. Хĕрсем хырăм юлсанах хăйсен ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара çырăнаççĕ. Кунта тĕрлĕ майпа пурлăх пухаççĕ. Арçынсем вăрлаççĕ, ĕçрен киле сĕтĕреççĕ. Пуçлăхсем рабочисене ĕçлеттерсе пуяççĕ. Фронтовиксен ачисем выçăпа касăхаççĕ, çĕтĕк. Пирĕн офицерсемпе салтаксем хаяр çапăçусенче юн юхтарнă, пуç хунă чухне влаç органĕсем çак йĕркесĕрлĕх çине пÿрне витĕр пăхни чуна ыраттарать. Пурнăçра тĕрĕслĕх нихăçан та пулман, ылханнă Шăмăршăра саккунсем хут çинче çеç, тĕрĕссипе — çарату, çынсемшĕн мар, хăйсемшĕн хыпса çунни тата выçлăх».
«Бригадăра икĕ лаша çеç юлчĕ»
Шăмăршă ялĕнчи О.Тимофеева — фронта /1943 ç./: «…Аркади, эсĕ ман хута кĕрсе райкома çыру ятăм тетĕн. Анчах ун пеккисем çине тимлĕх питĕ сахал уйăраççĕ. Вĕсем сирĕн çырăвна куç ан куртăр тесе айккине пăрахаççĕ — çакăнпа ĕç вĕçленет. Хăйсен хырăмĕшĕн çеç пурăнаççĕ, ыттисем çинчен шухăшламаççĕ. Ирхине пурте лавккана çăкăр илсе килессе кĕтеççĕ. Çитет те — пире лекмест. Çынсем туяннине çеç пăхса тăратпăр. Вар виттипе чирлесе выртрăмăр, икĕ уйăх çăкăр çиеймерĕмĕр. Пурăнассишĕн мĕнле тăрăшсан та текех чăтаймастпăр пулĕ. Ачасем вилме выртнă çын пек тăрса утăм тунă чух тайăлса каяççĕ». Тулли верси...
Комментари хушас