«Урожай» тухăçне шутлать
2014 çул вĕçленсе пынă май «Урожай» спорт обществи çулталăк ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Отчет конференцийĕ Етĕрне район администрацийĕнче иртнĕ.
Тĕп докладпа ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - общество организацийĕ кăçал республикăра тĕрлĕ 16 мероприяти ирттернĕ. Чи пысăкки те пĕлтерĕшли - çуллахи ял спорт вăййисем. Çавăн пекех общество йĕлтĕрçĕсен, боксерсен, футболистсен, волейболистсен чемпионачĕсене, ял тăрăхĕсен спартакиадине ăнăçлă йĕркеленĕ. 1800 ытла çын хутшăннă çак ăмăртусене. Çитес çулхи ĕç-хĕл çинчен калаçнă май Алексей Николаевич 2015 çул та «тухăçлă» пулассине палăртнă: спорт календарĕнче - 18 мероприяти. Тĕп пулăмсенчен пĕри яланхи пекех - ял спорт вăййисем. Ку хутĕнче вĕсем хĕлле Етĕрне тăрăхĕнче иртĕç. Конференцирех обществăн ĕçтăвкомĕн президиумне «çĕнетнĕ»,ĕç тăвакан директор пулма Михаил Мурзина çирĕплетнĕ.
А.ПЕТРОВ.