Уроксене çĕнĕлле — Сингапур меслечĕпе

22 Ака, 2016

Нумаях пулмасть Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен семинарĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие Чăваш чĕлхин кунне халалланă.

Семинарта чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче атте-анне чĕлхипе тĕрĕс те хитре калаçасси тата ăна аталантарасси пирки калаçрĕç. Чăваш Çĕпрел шкулне районти кашни чăваш шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ хутшăнчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Альбина Кутюмова вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Учительсен семинарĕ 5-6-мĕш классенче уçă уроксем ирттернипе пуçланчĕ. Вĕсене çĕнĕлле, Сингапур меслечĕпе, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем Валентина Петровăпа Альбина Артемьева ирттерчĕç. Уроксене интереслĕ йĕркеленĕ, вĕренекенсем те питĕ хастар хутшăнчĕç.

Семинара хутшăннă учительсем çак уроксене пысăк хак пачĕç. Çĕнĕлĕхпе хăйсен шкулĕнче те усă курассине пĕлтерчĕç.

Мероприятире Чăваш Çĕпрел шкулĕн вĕренекенĕсем пухăннисене чăвашла юрă-ташăпа, кулăшла сценкăсемпе савăнтарчĕç.

Семинара вĕçленĕ май ăна йĕркелесе ертсе пынă Валентина Петрова вĕрентекенсене Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кĕнекисемпе тата пособийĕсемпе паллаштарчĕ.

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан.

 

Рубрика: