Уроксем шăнкăрав янăранипех вĕçленмеççĕ
30 Sep, 2015 | Культура

Николай Ишентей çырнă çĕнĕ кĕнеке хăтлавĕ иртрĕ

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче Николай Ишентейĕн «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă çĕнĕ кăларăма çыравçăн кĕнеке ячĕллĕ повеçĕпе вунçичĕ калавĕ кĕнĕ. Вăтам шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли хатĕрленĕскерне И.В.Алексеевăн ÿкерчĕкĕсем илемлетеççĕ.

Кĕнекене хаклама çырав­çă­семпе журналистсем, литературоведсемпе критиксем, преподавательсемпе студентсем пуçтарăнчĕç. Мероприятие историпе филологи факультечĕн декан çумĕ Н.И.Степанова уçрĕ. Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕн доценчĕ Н.Г.Иванова Н.Ишентей хайлавĕсене вĕрентекен куçĕпе хакларĕ. «Николай Петрович тĕрлĕ жанрпа ĕçлет. Вăл хускатакан темăсен йышĕ те пысăк. Хальхи вăхăтри ытти автор сайрарах тимлĕх уйăракан темăсене те пырса тивеççĕ унăн хайлавĕсем. Кирек хăшне те шкул программине кĕртме пулать. Воспитани тĕллевĕсене тухăçлă пурнăçласа пыма пулăшаççĕ вĕсем», - палăртрĕ Надежда Григорьевна.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ О.В.Скворцова кĕнекен филологи тишкерĕвне турĕ. Çыравçă пултарулăхĕн хăйнеевĕрлĕхне туллин уçса пачĕ вăл. Тематикăпа проблематика анлăшĕ, сăнарсен пуян системи, кăсăклă ĕçсене асăрхаса малалла аталантарни - йăлт произведенисене асра юлмалла хайлама пулăшать. Повеçе те, калавсене те халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем - ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, пил пани, витлешJ такмакĕсем тата ыт.те - шăнăрласа тăраççĕ: «хĕвел - çутăпа, çын ăс-тăнпа пуян», «кăмăл кăмăла савать», «ман пек мар, тата тухăçлăрах ĕçлемелле пултăр, ывăлăм! Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр...», «эх, каччă-качамас, юлхавна епле çумлас?»...

«Николай Ишентей ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси çине пусăм тăвать. Унăн геройĕсем ĕçпе ÿкĕнÿJ урлă чунпа тасалаççĕ, çĕнĕрен çĕкленме вăй-хăват тупаççĕ. Ÿсĕм психологине тарăннăн пĕлни хайлавсене пуянлатать. Лиризм, публицистикăлăх, приключенилĕх - пĕр пĕтĕçÿре», - терĕ Ольга Владимировна хăйĕн тишкерĕвĕнче.

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Г.Родионов профессор çыравçăсене кулленхи воспитани тĕллевĕсене еплерех пурнăçласси çинчен шухăшланă май литературăра дидактикăлăхран пăрăнмалли çинчен асăрхаттарчĕ. «Чăн-чăн литература хайлавĕн ачасене кăна мар, пурне те кăсăклантармалла», - тесе палăртрĕ Виталий Григорьевич.

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Г.А.Ермакова профессор Николай Ишентей пултарулăхне пысăк хак пачĕ: «Тĕнче - аслă, тарăн. Унăн тарăнлăхне чунпа туйса илме пулать тенĕ чăвашсем. Ку пултару кашнинчех пур. Ишентейре те туйса илтĕм эпĕ çавна. Чăваш ăс-хакăлĕн тарăнлăхне сăмах урлă çитерет вăл пирĕн пата».

Çыравçă Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсене, уява йĕркелекенсене тата хăнасене тав тунă май кĕнеке еплерех çуралнин вăрттăнлăхне те уçрĕ. Шкулта учительте тăрăшнă хушăра вăл кун кĕнеки çырса пынă-мĕн. Шăпах унта тĕрленсе юлнă асаилÿсенчен тымарланса тухнă та «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» кĕнеке. Кулленхи улшăнусене, савăк самантсене палăртса хăварни сăнарсене калăплама та пулăшнă.

Пур япалара та хавхалану çăлкуçĕ шырать Николай Петрович. Ăна социологсен тĕпчевĕ шухăша янă. Вĕсем евитленĕ тăрăх - çыннăн шалти тĕнчине йĕркелессине çемье, çывăх çынсем 50 процент витĕм кÿреççĕ, МИХсемпе Интернет - 30 процент, урампа шкул тÿпине вуншар процент тивĕçет-мĕн. Çырлахтарман статистикăн ку пĕтĕмлетĕвĕ çыравçа: «Шкул пĕлтерĕшне пысăклатас килчĕ манăн. Ачасем уроксем хыççăн та, каникулта та пĕр-пĕрне пулăшма пултараççĕ-çке-ха. Пĕр-пĕринчен тĕслĕх илеççĕ, хăйсен прависене хÿтĕлеме хăнăхаççĕ…»

Чăнах та, шăнкăрав янăранипе çеç вĕçленмеççĕ уроксем. Шăнкăрав хыççăн та вĕренмелли, ăша хывмалли нумай. Ку шухăшпа кĕнеке уявне пухăннă мĕнпур хăна килĕшрĕ.

Ольга ИВАНОВА

Ольга ИВАНОВА