Урок ирттерсе ăсталăхне кăтартаççĕ

17 Нарăс, 2015

Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ăна вĕсем Раççейри - Литература тата Чăваш Енри К.В.Иванов çулĕсене халалланă. Фестивалĕн тĕллевĕ - вĕрентекенсен ĕçри ăсталăхне, çĕнĕ технологисене сарасси, талантлă, пултаруллă педагогсене тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарасси.

Фестиваль-конкурса Трак тăрăхĕнчи 12 вĕрентекен хутшăннă. Пĕрремĕш кунхине вĕрентекенсемпе вĕренекенсем К.В.Ивановăн çулне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Фестиваль тĕлне кашни учитель интереслĕ те тарăн шухăшлă уроксем хатĕрленĕ. Жюри членĕсем вĕрентекенсен ĕçĕсене тĕрлĕ енлĕн хакланă. «Вĕрентекенпе вĕренекен хушшинчи çыхăну» семинар-вĕренÿ те йĕркеленĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕнче Мăн Шетмĕ шкулĕнче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен Светлана Назарова çĕнтернĕ. Красноармейскинчи 2-мĕш тата Именкассинчи шкулсен вĕрентекенĕсем Виталий Михайловпа Галина Терентьева иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

М.ИВАНОВА.

Автор: