Ӳркенмесĕр - 100 çула
Икĕ чӳречеллĕ кивĕ пӳрт мăрйинчен тӳпенелле тĕтĕм хăпарать. Канмалли кун пулнăран-ши кăмакине кăшт каярах хутнă пулас. "Мăнукĕ паян килте, ĕçе çӳремест. Ав, машинăпа ларса тухнă. Юлташĕпе таçта кайма пуçтарăннă пулас", - терĕ ял старости хирĕç килекен çăмăл машинăна чарса. Кабинăран тухнă çамрăк арçын Николай ятлă пулчĕ. Канаш районĕнчи Кармами ялĕнче пурăнакан, нумаях пулмасть 101 çула ура ярса пуснă Агния Кондратьевна Кондратьевăн кĕçĕн мăнукĕ вăл.
"Кăмака хутнă чух кинемее пĕччен хăварма шикленместĕр-и?" - ыйтатăп арçынран. "Çук. Вăл хăйĕн ĕçне пĕлет. Пысăк пуленкене курсан аллине пуртă тытсах ваклать, кăмакана чикме меллĕ тăвать", - тĕлĕнтерет вăл мана. "Юшкăна хупма мансан пуçа сĕрĕм тивес пулсан", - канăç памастăп каллех Николая. "Хăех хупать", - хуравлать ытлашши сăмах ваклама хăнăхманскер.
Апат пĕçерме йывăртарах иккен кинемее. "Çĕрулми шуратма алли вылянсах кайманнине палăртать вăл. Кăмака плити çинче кастрюле тĕллесе мăнукĕ пĕçернине ăшăтма кăна пултарнине ăнлантарать. Ăс-тăнĕ çухалман-ха: иртнине аса илнĕ чух хушăран пăтрашăнать пулин те кайран тĕрĕсси патнех таврăнать. Хĕлле ытларах пӳртре кăштăртатса çӳрет, кил картишне тухса кĕрет. Иртнĕ çулла пахчара çумкурăк та çумланă.
Çĕр çула пурăнса çитнишĕн çыннăн савăнмалла пек. Анчах ку ӳсĕм тĕлне хĕпĕртеме сăлтав сахаллансах пырать иккен: пĕрле ӳссе çитĕннĕ тантăш, юлташ, кӳршĕ-аршă тахçанах çут тĕнчепе сывпуллашнă, ĕлĕкхи пек никампа чуна уçса калаçаймăн. Ку çеç-и? Юратнă ачи-пăчине амăшĕн хăйĕнчен малтан масара ăсатма тивнĕ. 2006 çулта - кинĕ, тепĕр виçĕ çултан ывăлĕ пурнăçран уйрăлнă. Ватлăхра кинемей пилĕк мăнукĕпе юлнă. Николай аппăшĕсем ку вăхăт тĕлне ӳссе çитĕннĕ темелле, апла пулин те Агния Кондратьевна кил хуçалăхне алăран яман. Ватăраххисем каланă тăрăх - хăйĕн ĕмĕрĕнче пайтах терт-нуша тӳснĕ вăл.
Чăтăмлă пулмасăр 100 çула пурăнса çитеймĕн. Тăван ачин вилĕмне тӳссе ирттерме кашнинех йывăр. Агния Кондратьевнăна кунашкал инкек, ахăртнех, вăйлăрах та "хуçнă". Ара, пĕртен-пĕр ывăл пăхса ӳстернĕ-çке вăл, уншăн пурăннă, ун çинчен шухăшласа кăмăлне пусарнă.
Хăй астăвасса яланах ĕçленĕ. Амăшĕ ăна шкула вĕренме те яман. Çемьери сакăр ачана тăрантармалла пулнă, çавăнпа хĕрарăм пĕр класс та пĕтереймен. Мĕн пĕчĕкрен çурлапа тырă вырнă, авăн çапнă, кайран вырăнти хуçалăхра пилĕк авнă, пĕр вăхăт фермăра ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Йĕпреç тăрăхĕнче вăрман каснă, ăна лашапа турттарнă, чукун çул çинче тăрăшнă. Ашшĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен таврăнсан нумай пурăнайман, чире кайса çут тĕнчерен уйрăлнă-мĕн.
"Килтен типĕ çăкăр чиксе тухаттăм та çиеттĕм", - аса илет тар тăкса ĕçленĕ вăхăта Агния Кондратьевна. Вăйĕ ăçтан тупăннă-ши? Халĕ те хытканскерĕн алла пуртă тытма вăл таçтан тухать. Çакă чăннипех тĕлĕнтерет. "Шăмăпа тир кăна юлчĕ, - ӳтне чĕпĕтсе кăтартать кинемей. - Çавăнпа шăнатăп пулĕ. Сивĕ мана".
Çуллана пурăнса çитесси çинчен шухăшлать. Калаçнă хушăра вăл е ку ыратать тенине пач илтмерĕм унран. Ĕненмесĕр çакăн çинчен тӳртен ыйтрăм. "Ыратман вырăн çук та манăн" - терĕ те текех ку сăмах патне таврăнмарĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче Агния Кондратьева больницăра выртса курман иккен, эмел те ĕçмен.
Çынпа та вăрçăнман. "Усал сăмах каланă-ши е çук - астумастăп. Ун пекки пулсан Турă каçартăр", - терĕ хĕрарăм.
"Вăрăм ĕмĕрлĕ пулма мĕн пулăшать?" - ыйтмасăр чăтаймарăм унран. "Нумай ĕçлемелле, вăрçăнмалла мар, Турра ĕненмелле. Çула тухсан та: "Эй, Турă, çырлах. Сыхла мана", - тесе каламалла".
Эрех пуçа ыраттарни çинчен те аса илтерчĕ кинемей. Çын унпа иртĕхни ырри патне илсе çитермест. Кун пирки мăнукне те асăрхаттарчĕ.
Чи çывăх тăванĕсене çухатнăран юлашки çулсенче Агния Кондратьевнăна йывăр, паллах. Хăлхи япăх илтни самай чăрмантарать. Мăнукĕ кунĕпе ĕçре чухне килте асаилӳпе йăпанать. "Пилĕк таран ӳснĕ çӳç тăкăнса пĕтрĕ", - тет. Ĕмĕр каялла нушаланса тĕртнĕ пир тăрăхĕсем те, унăн шухăшĕпе, халĕ никама кирлĕ мар. Ĕçлеме ӳркенменни кăна çак пурнăçра ăна тытса тăрать пулĕ. Алли хытса пырсассăн та хăнăхнăскер ĕç патнех туртăнать.
Ирина НИКИТИНА.
Комментари хушас