Урай Макаç 265 çулта

4 Авăн, 2014

Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи Урай Макаçсем ял 265 çул тултарнине паллă тунă. Хаклă хăнасене тĕп урамра çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Аслă ăру çыннисене лаша кÿлсе кÿмепе /каретăпа/ ярăнтарнă.

Тĕп урампа иртнĕ чухне ял çыннисем хăнасене Учительсен урамĕ епле йĕркеленни, хисеплĕ вĕрентекенсем, часавай çинчен каласа панă. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем "Яш пикепе паллашни" театр сыпăкĕ кăтартнă. Унтан Урай Макаç пирки çырнă сăвва вуласа панă.

Ялти культура ĕçченĕсем уяв тĕлне алă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Экспозицире - вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ картинăсем, хăваран авнă карçинккасем, çыхнă тата çĕленĕ япаласем, чăваш наци тĕрри. Уяв тÿремĕнче çавăн пекех авалхи ĕç хатĕрĕсен выставкине йĕркеленĕ. Мероприятие Тутаркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Елимов уçнă. Вăл пухăннисене уявпа саламланă, юбилярсене, нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене, чи пултаруллисемпе хастаррисене, чи ватă çынпа чи çамрăккине дипломсемпе, Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланă. Николаевсен çемйи вара "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире çĕнтернĕ. "Çавал"ансамбльпе "Леди Данс", "Радуга" ташă ушкăнĕсем куракансене каçченех хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

А.ГРОМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.