Урамсенчи çула хытараççĕ

11 Чÿк, 2015

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2014 çулхи çу уйăхĕнче алă пуснă «Чăваш Республикинче çул-йĕр инфратытăмне аталантармалли хушма мерăсем» указа пурнăçласа кăçал Элĕк районĕнчи 6 ялти урамсенчи çула хытарма пăхнă.

Çĕнĕ объектсен тăршшĕ 5,834 çухрăм. Тĕллеве пурнăçлама федераци хыснинчен - 15,6 млн, республика бюджетĕнчен - 7,5, вырăнти хыснаран 396 млн тенкĕ уйăрасшăн. Шуркасси Юнтапа, Анаткас Сурăм, Хитекушкăнь, Урмай ялĕсенче ĕç пынă.

Строительсем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Кукашни-Юрьевка»-Пĕчченхыр автоçула /1,978 çухрăм/ хытарнă.

Алексей Макаров фермер Канаш районĕнчи Уçырмари К.Маркс урамĕнчи 850 метр çул тăршшĕпе шур чул сарнă. Вăрнар районĕнчи Енĕш ялĕнчи Тĕп урамри çула та çирĕплетнĕ. Хыснаран 5,73 млн тенкĕ уйăрнă.

Рубрика: