«Урам кунĕнче» - ĕлĕкхипе хальхи пурнăç
23 Aug, 2014 | Хыпар | Культура | Уяв

«Пирĕн урам». Мĕн тери ăшшăн калатпăр çак сăмахсене. Вĕсенче тăван тăрăха юратни те, унпа мăнаçланни те, пĕчĕк тата пысăк пулăмсене, савăнăçлă тата хурлăхлă кунсене асра тытни те палăрать. Чылайăшĕ кунта çуралнă, нумай çул пурăннă, халĕ те пурăнать. Хăшĕсен вара çакăнта ачалăхпа яшлăх тапхăрĕ иртнĕ. Вĕсене йăлтах аса илме, куç умне кăларма Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти Тĕп тата Шкул урамĕсенче пурăнакансем ятарлă уява пухăннă. «Урам кунĕ» тесе ят панă ăна вĕсем.

Праçнике пурте пĕрле, тĕплĕ хатĕрленнĕ. Урамсене тирпей-илем кÿртнĕ. Уява чăваш тумĕпе тухнă. Тĕп урамра авалхи япаласен, тĕрĕсен куравне йĕркеленĕ. Шкул урамĕнче ялăн кулленхи пурнăçне тата уявĕсене сăнлакан сăн ÿкерчĕксемпе паллашма май пулнă. Ял варринче «хăна çурчĕ» хăтланă, ÿпле меллештернĕ, вăхăтлăх çăл куç ăсталанă. Атнарсене асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов ăшшăн саламланă, маттурисене Хисеп хучĕпе, парнепе чысланă. Уявра ял çыннисем хăйсемех артистсем пулнă. Вĕсем курăк çулма та кайса килнĕ, алă ĕçĕ те тунă, К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăка лартнă, чăваш туйĕнче юрласа, ташласа савăннă. Юлашкинчен пурте пĕрле чăваш апат-çимĕçĕпе сăйланнă.

Р.ИВАНОВА

Р.ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.