Ура çине тăрар, ГТО пурнăçлар!
21 Aug, 2018 | Хыпар | Спорт | ГТО

Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» физкультура комплексĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа кăçал пилĕк çул çитет. Сăмах май, çĕршыв шайĕнчи ГТО енĕпе йĕркеленĕ пĕрремĕш мероприяти 2014 çулта «Раççей — спорт çĕршывĕ» форум вăхăтĕнче Шупашкарта иртнĕччĕ. Çак тапхăрта спортпа туслисен йышĕ те, çынсен хастарлăхĕ те ÿснине палăртаççĕ специалистсем. Çакна ГТО рейтингĕ те çирĕплетет.

РФ Спорт министерствин çурла уйăхĕн пуçламăшĕнчи пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — 85 регион хушшинче Чăваш Ен 27-мĕш вырăн йышăннă, лидерсен йышĕнче — Тюмень, Воронеж тата Белгород облаçĕсем. ГТО порталĕнче Чăваш Енре пурăнакан 118675 çын регистрациленнĕ, 12266 çын ГТО нормативĕсене пурнăçланă.
Рейтинг кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн комплекса пурнăçа кĕртес енĕпе кăçал пирĕн республикăра Улатăр, Пăрачкав тата Елчĕк районĕсем /танлаштарма: пĕрремĕш кварталта Красноармейски, Елчĕк районĕсем тата Шупашкар хули/ лайăх ĕçленĕ. Аутсайдерсен йышĕнче — Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсем.
Елчĕк районĕнчи «Улăп» спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ Елена Портнова пĕлтернĕ тăрăх — Елчĕксем ку енĕпе хастаррисенчен пĕрисем. «Кашни организаципе предприятире ĕçлекенсене явăçтаратпăр. Пысăк йышпах хутшăнаççĕ. Шкул ачисем те тăрăшаççĕ. ГТО нормисене йышăнакан центр кашни кун ĕçлет», — терĕ Елена Николаевна.
Çав вăхăтрах хăш-пĕр районта пурăнакансем ГТО центрне васкамаççĕ. Акă Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн ĕçченĕ Сергей Ижутов каланă тăрăх — предприяти-организаци коллективĕсемпе çыхăну йĕркелеймеççĕ. «Шкул ачисемпе студентсемсĕр, администрацисенче ĕçлекенсемсĕр пуçне ытлах никамах та килмест. Çынсем моряксемпе десантниксенчен, футбол командинчен тĕслĕх илессе шанатпăр», — терĕ вăл. Нормативсене пурнăçлайманнисем те тупăнаççĕ иккен, уйрăмах ачасене йывăр килет. Район-хулари тест ирттермелли центрсенче специалист çукки те ура хурса пырать. Çĕрпÿре те нумай пулмасть кăна çĕнĕ çынна ĕçе илнĕ. Ку таранччен унăн тивĕçĕсене Сергей Геннадьевич хăй туса пынă. Сĕнтĕрвăрринче те çак ыйту çивĕч. «Спорт судйи çителĕклĕ пирĕн, анчах центрта ĕçлекен çынна тупаймастпăр. Унта ĕç самай, нормативсене йышăннисĕр пуçне даннăйсене ятарлă базăна кĕртме те вăхăт кирлĕ. Центра килеççĕ, анчах чылайăшĕ, уйрăмах аслă ÿсĕмрисем, ГТО порталĕнче регистрациленмест. Вĕсен ID-номер çук. Çак ĕçе те пирĕн тума тивет», — терĕ Сĕнтĕрвăрринчи спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ Любовь Кузнецова. Вăл каланă тăрăх — ГТО кунĕсем уйăхра 3-4 хут иртеççĕ, кашни кĕçнерникун шкул ачисем килеççĕ. Культура, вĕрентÿ ĕçченĕсене явăçтараççĕ, уйрăм çынсем те юлмаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисен хастарлăхĕ ÿснĕ. Малашне 6 çултан аслăрах ачасемпе ĕçлеме палăртаççĕ Сĕнтĕрвăрринче.
Улатăр тăрăхĕнче ГТО енĕпе чылай мероприяти ирттереççĕ. Унта фестивальсемпе акцисемсĕр пуçне ГТО эрнисемпе уйăхлăхсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Сăмах май, 2016 çулта районти ГТО центрĕ республикăри смотр-конкурсра мала тухнăччĕ. Райадминистрацин спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Александр Григорьев каланă тăрăх — кăçал районта ГТО енĕпе 9 мероприяти ирттернĕ, унта 200 ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 179-шĕ ятарлă палла тивĕçнĕ.
ГТО енĕпе тест ирттермелли центр кашни районтах пур. Пĕрремĕшĕ Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче йĕркеленнĕ. ГТО пайĕн ĕçченĕ Людмила Кириллова палăртнă тăрăх — центрта графикпа килĕшÿллĕн уйăхне 5-6 хут ГТО кунĕ иртет, çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсемпе предприяти-организаци валли тĕрлĕ йышши фестивальсем йĕркелеççĕ.
Сăмахран, кăçал кун йышши фестиваль республикăра темиçе те иртнĕ. Акă çу уйăхĕнчи тĕрĕслев 1 пин яхăн çынна пухнă. ГТО нормисене пурнăçланисĕр пуçне вĕсем эстафетăра тупăшнă, волей-болла вылянă, хаваслă стартсенче вăй виçнĕ. Çĕртме уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейре «Хатĕр» акци иртрĕ. Шупашкарти тапхăрне 300 ытла çын хутшăнчĕ. Çак уйăхрах 11-15 çулсенчи шкул ачисем çуллахи фестивальте /вăл Кÿкеçре иртнĕ/ хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Малалла вулас...

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.