- Чăвашла верси
- Русская версия
Упрар киввине - вăл çĕннине чăрмантармĕ
Эпир Кăшарни кунĕнче кăнтăрла иртсен купăса, чăваш тумĕсене илсе тухнине кура, подъезд айккипеле ларса тухнă сак якатакан карчăксем пире:
— Ăçта кайма тухнă эсир каллех? Концерт лартма-и? — кăсăкланчĕç хайхисем.
Эпир хуравлама та ĕлкĕреймерĕмĕр, пире хирĕç туя çине тайăнса, кăштăртатса пыракан83-ри Иван мучи, шÿтлеме юратаканскер, мана алă парса куç хĕсрĕ те кинемейсене хаплаттарса хучĕ:
— Паян Кăшарни вĕт, шыва кĕме каяççĕ пуль! Вăн, тумтир те улăштармалăх илнĕ, хут купăсĕ те аллинче, савăнăçлă кĕвĕ каласа, юрă-ташăпа «моржсене» вакка чăмтарма...
— Чăнах-и? — куçĕсене чарсах пирĕн çине пăхаççĕ лешсем.
Мĕн тăвас, мĕн калас? Шÿте тăсас-ши мучие юраса:
— Çапла, çапла çав! Хула çывăхĕнчи Атăлта шыва кĕме юрамасть, çанталăк ăшă тăнипе пăр чăтмасса пултарать теççĕ, çавăнпа Поволжски поселокне çитиех каясшăн-ха, — терĕм хам та кÿрше куç хĕссе.
Татах та юптарса калаçаттăмăр пулĕ, пире илсе кайма килĕшнĕ юлташ хăйĕн «Грант» машинипе персе çитрĕ. Лартăмăр меллĕн кăна майлашăнса мăшăрпа, анчах темшĕн унăн машини, пире килĕштермерĕ-ши, каялла чакасшăн мар, хăвăртлăхне улăштаракан рычагне унталла-кунталла куçарать — аран-аран каялла парса вырăнтан тапранчĕ. Пыратпăр, хирĕç тепĕр машина килет, правилăпа пирĕн ăна çул памалла. Чарчĕ те — каллех каялла параймасть машинине пирĕн водитель. Хирĕç килекенни сигнал пачĕ-пачĕ те, ăнланчĕ пулас пирĕн машина çĕмрĕлнине, хăйех чакса, пире ирттерсе ячĕ.
— Тăванăм, эпир капласанпа çитсе килейместпĕр вĕт Поволжскине, атя манăн машинапа каятпăр, 50 ытла çухрăма кайса килесси — шÿт туни мар, — тетĕп.
Чăнахах ĕнтĕ, çĕмрĕк машинапа кам ухмахĕ çула тухтăр. Юрать-ха, пирĕн машина умрах ларать, ĕнер дачăран каçа юлса килнипе, гаража кайса лартма ÿркентĕм. Куçса лартăмăр та пурте, вĕçтертĕмĕр хулари Косомольски района кĕрекен Поволжски поселока.
20 çул каялла çак поселокри 25-мĕш шкулта кунти хастар чăвашсем музей уçнă.Пуçарса яраканни çак шкулта ачасемпе кружоксем ертсе пыракан вĕрентекен, учитель дополнительного образования теççĕ вĕсене, Нина Кузьминична Жирнова. Мăшăрĕпе пĕр шухăшлă пулса пулăшаканĕ — Александр Иванович Жирнов, вăл та çак шкулта физкультура урокĕсене ертсе пырать.
Жирновсем каласа панă тăрăх ялсенчи çамрăксем ашшĕ лартнă кивĕ йывăç çуртсене пăсса çĕнĕ чул çутрсем тума тытăннă, ашшĕ-амăшсем усă курнă ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, ытти япаласене пĕтĕмпех урама кăларса ывăтма пуçланă. Çакна курнăран чĕри ыратма пуçланă Нина Кузьминичнăн. Жирновсем кашнинче тăван ялне, Самар облаçĕнчи Кошки районне кĕрекен Кивĕ Макçăмьеле, каймассерен хăйсен çăмăл машинипе мĕн-тĕр тупса илсе килме тытăннă.
— Çав çулсенче хăш-пĕри пире Н.В. Гоголь çырнă «Мертвые души» кĕнекен Плюшкин персонаж пекех тесе шутларĕ пуль, анчах эпир пĕр пуçăннă ĕçе пăрахма шутламан та. Пир тĕртмелли станока салатса, машинан çÿлти багажникне çыхса хурса, илсе килтĕмĕр, — терĕ мана Александр Иванович. Ытти капмар япаласене те вăй хумасăр турттарман паллах.
«Епле те пулин музей уçасчĕ», — канăç паман вĕсене çак тĕллев. Çак шухăшпа Нина Кузьминична хăйсем ĕçлекен шкулăн директорĕпе канашлать.Директор Р.Г. Ливадченко унăн шухăшне ырлать, музей валли пĕр пушă пÿлĕм уйăрса пама пĕр иккĕленмесĕр килĕшет. Ăна «Атăлçи халăхĕсен музейĕ» теме йышăнаççĕ. Каярахпа çак шкултах тата тепĕр музей уçăлать, вăл чăн-чăн чăваш музейĕ. Ăна йĕркелесе яраканĕ кунтах ĕçлекен учительТольяттири чăваш автономи правлени пайташĕ Людмила Сибулатова.
Директор учительсене, вĕренекенсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене пулăшма хутшăнтарать. Жирновсем чун-чĕререн тав тăваççĕ ăна. Ĕçсем те кал-кал каяççĕ, экспонатсем те нумайланса пыраççĕ. Питĕ сайра тĕл пулакан ĕлĕкхи япаласем те пур, ĕç хатĕрĕсем, авалхи кил-çуртри сĕтел-пукансем... Кружокри ачасем питĕ хастар хутшăнаççĕ экспонатсем пухас ĕçре те,вĕсене вырнаçтарнă чухне те, музейри экспонатсен калалогне тунă çĕрте те. Музейре экскурсисем ирттерме тытăнаççĕ, Нина Кузьминична кăна мар, ачасем те хутшăнаççĕ унта. Музей курма килекенсем тав тăваççĕ вĕсене. «Сĕнÿ кĕнекинче» пĕр ÿпкелешнĕ сăмах та çук.
Музее уçнăранпа 20 çул иртрĕ. Уçнă самантра эпĕ те унта пулнăран ас тăватăп-ха, самаях пысăк класс пулĕмĕнче нумаях марччĕ ĕлĕк-авалхи япаласем. Апла пулсан та пурте питĕ савăнса пăхса çаврăннăччĕ мĕн пуррине, йĕркелÿçĕсен хастарлăхне кура малашне экспонатсем нумайланасса шансах тăнине палăртнăччĕ. Пултаруллă Жирновсем, вĕсене пулăшакансем пирĕн шанчăка тивĕçлипех пурнăçларĕç. Мĕн кăна çук халь музейре? Ура пусма вырăн та çук тесен те суя мар. Тĕрлĕ музей хушшинче конкурссенче хутшăнса нумай-нумай диплом, грамотăсем, хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă вĕсем. Икĕ теçетке çул хушши тăрăшса ĕçленине пĕтĕмлетÿ тăвас шухăшпа ĕнтĕ пирвайхи музее йĕркелекенсем ятарласах Тольяттири Чăваш наципе культура автономи правлени членĕсене, активистсене, хулари пур чăваш ансамблĕсене те йыхрав ячĕç, поселокри чăвашсене систерчĕç. Экскурсине килекенсем валлиех девиз та шутласа кăларнă: «Упрар киввине — вăл çĕннине чăрмантармĕ».
Ушкăн-ушкăнпа икĕ музейĕнче те экскурсире пулнă халăх шкулти акт залĕнче савăнăçлă концерт курма пухăнчĕ.
Концерт программине ертсе пыракан Елена Биктимиркина чи малтан Тольяттири чăваш наципе культура автономи правленийĕн председательне Александр Бикмузина сăмах пачĕ. Вăл музейĕн паллă кунĕпе-юбилейĕпе пурне те саламларĕ, унта хастар ĕçлекенсене Тав хучĕпе чысларĕ.
— Мĕншĕн пире кирлĕ музей? Мĕншĕн тесен эпир кунта кăна ĕлĕк-авалхи çынсем мĕнле ĕç хатĕрĕсемпе, хальхипе танлаштарсан техника тĕлĕшĕнчен епле айван инструментсемпе ĕçленине курма пултаратпăр. Пире, çамрăк йăхсене, пулас ăрăва кирлех аваллăх музейĕ! — терĕ чăваш автономи ертÿçи.
Нина Кузьминична та сăмах каларĕ, музей йĕркелес енĕпе малтанхи вăхăтра мĕнле йывăрлăхсем, чăрмавсем пулнине аса илчĕ, ĕçре пулăшакансене тав турĕ.
Концерт программинче хулари икĕ чăваш халăх ансамблĕ «Шанчăк» (ертÿçи Н.Панфиленко), «Телей» (ертÿçи А.Мураткина), чăваш фольклор ансамблĕ «Шурăмпуç» (ертÿçи Л.Сибулатова), чăваш ансамблĕ «Хĕлхем» (ертÿçи В.Левуков) тата тепĕр чăваш эстрада ансамблĕ «Çăлкуç» (ертÿçи Е.Биктимиркина) хутшăнчĕç. Концертра та авалхи пурнăçпа çыхăннă юрăсене юрлама тăрăшрĕç ансамбльсем.
Питĕ кăмăллă пулчĕç куракансем те, юрлакансем те, уйрăмах, музейпе тÿрремĕн çыхăннă çынсем. Пурте вĕсене малашне те хастар ĕçлеме, музей ĕçне тата та аталантарма хавхалантарчĕç.
Хаваслă музей юбилейĕ пĕрле тăрса сăн ÿкернипе тата сĕтел хушшинче ларса чейпе сăйланнипе вĕçленчĕ.
Тĕттĕмленсен çеç таврăнтăмăр киле. Тепĕр кунне урама тухнă-тухманах халап çапакан кÿршĕ карчăкĕсем хупăрласа илчĕç мана куçĕсемпе, ыйтаççĕ:
— Епле Атăлта шыва кĕтĕр-и? Шăнмарăр-и?
— Каккуй унта шăнма? Чăм тара ÿкиччен ташларăмăр, юрларăмăр Повожскири музей юбилейĕнче! — тесе йăл кулса иртсе кайрăм вĕсен умĕнчен.
Владимир ЛЕВУКОВ, Тольятти хули. Автор архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.