Упăшкине... çветтуй шывпа чĕртесшĕн пулнă

Волгоград облаçĕнче пурăнакан 75 çулти хĕрарăм вилнĕ мăшăрне, хăй нумай çул поликлиникăра терапевтра ĕçленине пăхмасăр, медицинăпа çыхăнман мелсемпе чĕртесшĕн пулнă. 87-ри арçын ака уйăхĕнчех сывлама пăрахнă. Анчах та хĕрарăм упăшкипе ĕмĕрлĕхех сывпуллашма тивнине ĕненесшĕн пулман — вăл арçын кĕлеткине çветтуй шыв сапнă, ун çумĕнче кĕлĕ вуланă, çапла майпа чĕртмешкĕн тăрăшнă.

Çемье нумай хваттерлĕ çуртра ачисенчен уйрăм пурăннă. 2015 çултанпа арçын килтен пит тухсах çÿремен — урине ыраттарнине пула вырăн çинчен те тăрайман вăл. Кÿршисем ăна юлашки хут ака уйăхĕнче курнă — кил хуçи диван çинче выртнă. Каярахпа хваттертен тем лайăх мар шăршă сарăлнине асăрханă-ха юнашар пурăнакансем, анчах та ватăсем патне кĕрсе кăсăкланакан тупăнман. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче çак мăшăр айĕнчи хваттере шыв аннă. Çавăн чухне кăна вĕсем патне кÿршисем кĕнĕ те... мумие çаврăнма ĕлкĕрнĕ арçын кĕлеткине асăрханă.

Хĕрарăм каласа кăтартнă тăрăх, вăл упăшкине чĕртме пур вăйран тăрăшнă. Каярахпа çакă палăрнă, кил хуçи арăмĕ юлашки вăхăтра паллă экстрасенспа туслашнă иккен, тĕллевне пурнăçлама шăпах унран вĕреннĕ меслетсемпе усă курма тĕв тунă. Виле шăршине пенсионерка маларах пачах та туйманнине палăртать. Кÿршисем кĕнĕ вăхăтра вара хваттерте тап-тасах пулнă, нимĕнле шăршă та кĕмен.

Пенсионерсен ачисем çак ĕç-пуç пирки нимĕн те пĕлмен. Амăшĕ вĕсене телефонпа: “Пирĕн йăлтах йĕркеллĕ, килсе ан çÿрĕр”, — тесе каласа тăнă.

Следовательсем лару-тăрăва тĕпчеççĕ. Уголовлă ĕç пуçарасси иккĕлентерет, арçын кĕлеткине, типсе кайнă пулин те, касса пăхнă. Кил хуçине вилме никам та “пулăшманни” паллă.

 

СĂМАХ МАЙ

Юлашки вăхăтра анлă сарăлнă экстрасенсорикăна пула Шупашкар хĕрарăмĕ те шар курнă. Вăл суя сиплевçе ĕненсе чирлĕ пепкине сыватас тĕллевпе официаллă медицина мелĕсемпе усă курма пăрахнă. Çакăн пек тума ултавçă хăй ыйтнă иккен.

Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм 2014 çулта социаллă сетьсенчен пĕринче Ростов облаçĕнчи 24 çулти пикепе паллашнă. Хĕрарăмăн çулталăкри ачи йывăр чирленĕ. Пике вара ăна сыватма шантарнă. Унăн сиплевçĕ тата экстрасенс пултарулăхĕ пуррине пĕлтернĕ.

Чăн та, сиплевшĕн тÿлес пулать. Сахалах та мар, малтанлăха — 30 пин тенкĕ. Анчах та кун пек сиплеврен усси пултăр тесен официаллă медицина сĕннĕ меслетсемпе усă курмалла мар, унсăрăн начар кăна пулĕ. Пепке сывлăхĕ хавшасах пынă. Сиплевçĕ тата 290 пин ыйтнă — вара вăл çĕнĕ ритуалсем ирттерĕ. Ачине çăлас тесе темĕн тума та хатĕр хĕрарăм пĕлĕшĕ-тăванĕнчен укçа пуçтарнă. Çитменнине банкран кредит илнĕ те хайхи хĕре ярса панă.

Вăхăт иртнĕ, пĕр уйăх, иккĕ, виççĕ... Пепке йывăрлансах пынă. Унăн сывлăхĕ нимĕн чухлĕ те лайăхланман. Пушшех те, амăшĕ ăна тухтăрсем сĕннĕ эмелсене те паман вĕт. Лару-тăру йывăрланса кăна пынине кура хĕрарăм сиплевçĕрен укçана каялла ыйтнă. Хĕр хирĕçленине кура чирлĕ пепке амăшĕ полицие кайса ыйту çырнă.

Социаллă сетьре урăх ятпа регистрациленнине пăхмасăрах ултавçа шыраса тупнă. Уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви вĕçленнĕ ĕнтĕ, ĕçе суда ярса панă.

ХУШСА ÇЫРНИ

Раççей медицина ĕçченĕсен ассоциацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулта çĕршыв гражданĕсем сиплевçĕсенчен пулăшу ытларах ыйтма пуçланă: иртнĕ çулхипе танлаштарсан — 20% яхăн. Ассоциаци ертÿçи Владимир Егоров палăртнă тăрăх, медицина пулăшăвĕ хаклансах пынипе çыхăннă ку. РФ Патшалăх Думи вара халăх сиплевçисен ĕçне лицензи урлă йĕркелесе пыма сĕннĕ.

“Медновости”.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.