Ӳнерçĕ çитĕнĕвĕ
Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Виталий Петров /Праски Витти/ хăйĕн пултарулăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе тĕлĕнтерме чарăнмасть. Унăн хастарлăхне çамрăксем те ăмсанаççĕ пулĕ. Инçе çула тухасси пĕрре те чăрмав мар. Хыçа юлакан çул та питĕ ăнăçлă иртнĕ. Кашни уйăхрах мĕнле те пулин курава, мероприятие хутшăннă, çĕнĕ ĕçсем пурнăçланă.
Хăшне-пĕрне аса илер-ха. Утă уйăхĕнче Киевра Юлия Бородая асăнса Пĕтĕм тĕнчери эмаль искусствин фестивалĕ иртнĕ. Унăн йĕркелӳçисем - Праски Виттин çывăх юлташĕсем Тамарăпа Александр Бородайсем. Виталий Петрович унта «Нарспи» темипе пурнăçланă произведенийĕсемпе хутшăннă. Ентешĕмĕр Украина тĕп хулинче вăхăта ахаль ирттермен, Шупашкара тата çичĕ çĕнĕ ĕçпе таврăннă.
Хусанта йĕркеленĕ виçĕ курава хутшăнма мехел çитернине те палăртса хăвармалла. Унтисенчен паллăраххи - Раççей Художниксен союзĕн вăйĕпе ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери курав. Унта ӳнерçĕ халăх этнографийĕпе пурнăçланă живопиç ĕçĕсемпе хутшăннă, Раççей ӳнер академийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Игорь Улангин хăйĕн типографийĕнче Александр Блокăн кĕнекине пĕчĕк тиражпа кăларнă. Ăна Праски Виттин ĕçĕсемпе илемлетнĕ. Унашкал кăларăмсене Санкт-Петербургри «Порядок слов» кĕнеке лавкки пухать иккен, шăпах çавăнта презентаци ирттернĕ те. Хăйĕн çуралнă кунĕнче - авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче - Санкт-Петербургри А.Щтиглиц ячĕллĕ Ӳнер-промышленноç академийĕн музейĕнче Виталий Петровичăн ятарлă куравĕ уçăлнă. Унта 79 ĕç тăратнă. Курава акдемин кафедра ертӳçи Валентин Леканов тата Василий Гусаров профессорсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Картинăсене Нева çинчи хулана çитерме ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свершников пулăшнă. Ӳнерçĕ шухăшĕпе, унашкал вырăнта курав йĕркелеме пултарни - питĕ пысăк çитĕнӳ. «Çак куравпа хама пĕлӳ панă академи умĕнчи парăма татрăм теме те юрать», - тет Виталий Петрович.
Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант юпа уйăхĕн вĕçĕнче РФ Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин Кунĕсене ирттернĕ май унта Праски Виттин эмаль ĕçĕсен куравне йĕркеленипе çыхăннă. Çав произведенисемпе усă курса чăваш культурипе паллаштарма май килнĕшĕн ӳнерçĕ хăй те чунран савăнать.
Надежда СМИРНОВА
Комментари хушас