Ӳнер тĕнчин кĕперĕ

8 Нарăс, 2014

Ыттисемшĕн, урăх халăхсемшĕн, эпир хамăрлăхпа кăсăклă. Пирĕн те вĕсен культури, йăли-йĕрки пирки пĕлес килет. Вăл е ку халăх чунлăхĕ, кăмăл-сипечĕ, ăс-хакăлĕ никамшăн та ют мар. Çапла пулмалла та.

Çак кунсенче Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче уçăлнă «Культура кĕперĕсем» курав - шăпах çакна ĕнентерекен пулăм. Тăванла виçĕ халăх ӳнерçисен - Праски Витти /Чăваш Ен/, Хамза Шарипов /Тутарстсан/, Мехмет Башбуг /Турци/ - вăйĕпе йĕркеленĕ ăна.

Праски Витти /В.Петров/ пирки вулавçăсем пĕлеççĕ-ха. Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ университечĕн профессорĕ живопиç, графика, монумент, эмаль енĕпе ывăна пĕлми ĕçлет. Эмаль искусстви тĕлĕшĕпе уйрăмах палăрнă. Унăн ячĕ Лондонра кăларнă энциклопедире пур. Унта ăна тĕнчери чи лайăх эмаль ăсти пек кĕртнĕ.

Виталий Петрович канăç мĕнне пĕлмен çын. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăл çул çинче, шыравра. Тĕнчепе паллашас тени çеç мар, чăваш çинчен ăна пĕлтерес килни çапла тума хистет-тĕр. Турци, Испани, Венгри, хамăр çĕр-шыври вун-вун хула ăна йышăннă. Маларах асăннă ӳнерçĕсемпе те çав куравсемпе симпозиумсенчех паллашнă.

Курав авторĕсем пирки акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл,

- Темиçе çул каялла Турцири Бурсы хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери симпозиумра турккă ӳнерçипе Мехмет Башбугпа паллашнăччĕ. Вăл чаплă художник çеç мар, ӳнер искусствин тĕпчевçи те. Пĕр тапхăр Тутарстанри аслă шкулсенче те вĕрентнĕ, Атăлçи, Урал хутлăхĕнчи халăхсен пултарулăхне тĕпченĕ. Халĕ Бишкек­ре ĕçлет, Кăркăс-Турци «Манас» университечĕн живопиç кафедрине ертсе пырать. Шел, Мехмет курава уçма килеймерĕ.

Хамза Маулихановичпа шăпах вăл паллаштарчĕ те. Тутарстанри тусăм - ТР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Европа-Ази» гуманитари академийĕн хисеплĕ членĕ. Унăн сĕнĕвĕпе йĕркелерĕмĕр те курава. Вăл иртнĕ çул Хусанта, Турци Республикин генеральнăй консульствинче, иртрĕ. Шупашкар çыннисене те паллаштарас килчĕ унпа. Тен, Бишкеке е Турцие те çитĕ-ха. Ытти халăх çыннисемпе çыхăнса ĕçлени çыхăнăва сарать, çирĕплетет, культура пурнăçне туллирех тăвать.

Ĕçтешĕн шухăшĕпе Хамза Шарипов та килĕшет. Чаллă Çырта пурăнакан художникшăн Шупашкар ют кĕтес мар. Иртнĕ çул Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн Хальхи вăхăтри центрĕнче унăн ятарлă «Искусствăн черчен тĕнчи» куравĕ иртнĕ, вăл регионти «Пысăк Атăл» курава та хутшăннă.

- Виталий Петровичпа паллашни маншăн - пысăк телей. Сăмах май, эпир унпа Питĕрти В.И.Мухина ячĕллĕ ӳнерпе промышленноç академине пĕтернĕ. Вăл ӳнерте çеç мар, пур енĕпе те хăй евĕрлĕ. Шухăшлавĕпе, тĕнче курăмĕпе тыткăнлать. Çавăнпа унпа юнашар пулма, хутшăнса ĕçлеме кăсăклă та, - тет Х.Шарипов.

Курава уçма РФ Федераци Пухăвĕн Ăслăлăх, вĕренӳ, культура тата информаци политики енĕпе ĕçлекен комитет членĕ Галина Николаева, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Анастасия Григорьева, ЧР Пуçлăхĕн канашçи Михаил Кондратьев, искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Вĕсен шухăшĕсене çакăн пек пĕтĕмлетме пулать, пултарулăх хутшăнăвĕсем художниксене питĕ кирлĕ, культурăпа искусство халăхсене çывăхлатаççĕ, пĕр-пĕрне туслăх кĕперĕпе çыхăнтараççĕ.


Надежда СМИРНОВА.

 

Автор сăн ӳкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.