Ӳнер çарамас кĕлетке илемĕсĕр аталанаймасть
"Çуралман, пĕлеп, поэт пулмашкăн, айкашап кăшт шухăшăм пуртан", — çырнă Леонид Фадеев сăвăç "Сирĕнпе яланах" кĕнекин умсăмахĕнче. Çак йĕркесем вулаканран каçару ыйтнăнах янăраççĕ. Çакна кура манăн та вулаканăма хам художник пулманнине, паян калас тенине журналист куçĕпе хакласа çырнине систерес килет. Сăрă ăстисем авал та, паянхи кун та хĕрарăмăн илемлĕ çара кĕлеткипе, илĕртӳллĕ пӳ-сийĕпе хавхаланса шедеврсем ӳкернĕ. Ку ĕçсем чăваш художникĕсен пур-и? Вĕсен картинисем Раççейри, тĕнчери паллă сăрă ăстисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Хальхи куракана тивĕçтереççĕ-и вĕсем? Çак ыйтусен хуравне паян, вулаканăм, пĕрле тупма тăрăшăпăр.
Кун пек ĕçсене илемлĕ искусство жанрĕнче кĕскен ню теççĕ. Ню /француз чĕлхинчи nudite сăмахран пулса кайнă, кĕскен nu — çара, çарамас пĕлтерĕшлĕ — скульптурăри, живопиçри, фотоӳнерти тата кинематографри этемĕн çаппа-çарамас кĕлеткин илемне тата эстетикине уçса паракан ӳнер жанрĕ.
"Искусство çарамас кĕлетке илемĕсĕр пурăнаймасть", — тенĕ Уильям Блэйк поэт. Ку чăннипех çапла! Хавхаланусăр скульптура та тăваймастăн, картина та ӳкерейместĕн. Ĕмĕртен сăрă ăстине хавхалантараканни хĕрарăмăн илĕртӳллĕ те асамлă, астармăш кĕлетки пулнă. Ăна кашни художник хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕрре те пулин ӳкерсе пăхатех.
Живопиçри ню жанрĕпе çырнă шедеврсене аса илес тĕк, Жюль Лефеврăн "Мария Магдалина в гроте" /1836/ ĕçне аса илмелле. Ăна 1876 çулта курав хыççăн Александр Дюма ывăлĕ туяннă. Вăл вилсен ку ĕçе Петербургри выставкăна ăсатнă. II Николай ăна Хĕллехи кермен валли туяннă. Халĕ асăннă ĕçпе Эрмитажра паллашма пулать.
Польша художникĕ Владислав Подковинский 1894 çулта "Хĕрарăм оргазмĕ" ĕç калăпланă. Картинăна тăратнă выставка пысăк харкашуран пуçланнă та... 36 /!/ куна тăсăлнă. Хăйне тапăннине, хирĕçленине тӳсеймесĕр Подковинский 37-мĕш кунхине çĕçĕпе пынă та картинăна касса вакланă. Художник туберкулез чирне пула 29 çултах пурнăçран уйрăлнă. Вăл вилсен картинине çĕнĕ пурнăç парнеленĕ.
Вырăс хĕрарăм художникĕ Зинаида Серебрякова 1913 çулта — "Мунча", Борис Кустодив 1925 çулта — "Вырăс Венери мунчара", Александр Герасимов 1938 çулта "Ялти мунчара", Аркадий Пластов 1943 çулта "Трактористкăсем" шедеврсем ӳкернĕ. Асăрхарăр пулĕ: сăрă ăстисем хăйсен чылай ĕçне мунчапа çыхăнтараççĕ. Паян та чылай художникăн чаплă картини пирки сăмах пуçарма пулать, анчах пурне те асăнса пĕтереймĕн. Çапах Александр Луферăн 2002 çулта çырнă "Виçĕ илем" /Три грации/ шедеврне палăртасах килет.
Ню, паллах, чăваш художникĕсемшĕн те ют мар. Алексей Кокелĕн 1906-1907 çулта çырнă "Хĕрарăм кӳлепи" ĕçĕпе паян Шупашкарти ӳнер музейĕнче паллашма пулать. Сăмах май, Алексей Афанасьевич арçыннăн çара кĕлеткине те ӳкернĕ. ЧР Художниксен союзĕн правленийĕн председателĕ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Андрей Анохинăн шухăшĕпе — хĕрарăм илемĕ Турăран. Вăл художниксене яланах илĕртнĕ, илĕртет те, илĕртĕ те. Ӳнер училищинче вĕренекенсене пĕлӳ панă чухне çарамас кĕлеткене ӳкерттереççех. Ун урлă вĕсем чăн илеме курма хăнăхаççĕ. Эпир тĕнчене çын куçĕ урлă куратпăр тет.
Паян Интернетра çара кĕлеткеллĕ хĕрарăмсен сăнӳкерчĕкĕ питĕ нумай. Искусствăра вара çыннăн ăс-хакăлĕпе чунне, культурăпа чĕмлĕхне уçса параççĕ. Ӳт-пӳ хитрелĕхĕ урлă хĕрарăмăн чунне кăтартаççĕ.
"Виçĕ çул каялла Шупашкарти Ӳнер музейĕнче "Ню" курав та уçăлнăччĕ. Питĕ интереслĕ пулнăччĕ вăл. Нумай çын пырса курнăччĕ унта. Чăваш художникĕсене илес тĕк, Валентина Милославлскаян, Ревель Федоровăн, унăн ывăлĕн Александр Федоровăн, Нина Алимасовăн, Николай Енилинăн, Николай Овчинниковăн çавăн пек ĕçсем пур. Кашни художник ăна хăйне май уçса парать. Графиксен те, сăмахран, Игорь Улангинăн, Виктор Бритвинăн юратнă темисенчен пĕри вăл. Халĕ çамрăк график Елена Макарова хăйĕн çакнашкал ĕçĕсене куравсене тăтăшах тăратать.
Чăваш художникĕсен ĕçĕсене тимлĕрех сăнар-ха. Акă Николай Овчинников çăлкуç патĕнче çара кĕлеткеллĕ пикене ӳкернĕ. Вăл Энберăн çăлкуç патĕнче сăнланă хĕртен уйрăлса тăрать-и? Тĕрлĕ енлĕ живопиç пулнипе кăна расна, Энберăн — классицизм. Уйрăмлăх çакă çеç. Илеме уçса парасси вара пĕрешкелех. Ню жанрĕ наци паллисене кăтартнипе уйрăлса тăмасть", — палăртрĕ Андрей Павлович.
Андрей Анохин та çырнă кун пек ĕçсене. Анчах вĕсене куравсене тăратма хăюлăх çитереймен. "Ню жанрне питĕ çӳллĕ шайри художниксем кăна суйлама пултараççĕ. Унта илемпе эстетика, культурăпа чĕмлĕх чиккине тупма пĕлмелле, унсăрăн ясарлăх тĕнчине лекме те пултаратпăр. Ку маншăн çăмăлах мар", — чунне уçрĕ Андрей Павлович. Ню жанрĕпе ӳкернĕ картинăсене совет тапхăрĕнче куравсене сайра хутра кăна тăратнă. Вĕсем çынсене аскăнлăх чирĕпе чирлеттерме пултараççĕ тесе шухăшланă. Йăнăшнă! Шăпах вĕсем чăн-чăн илеме курма вĕрентеççĕ", — пытармарĕ Андрей Павлович.
Питĕ хăйнеевĕр чăваш художникĕн Владимир Ларевăн картинисенче те çарамас хĕрарăм нумай.
"Маншăн живопиçпе хĕрарăм — пĕрех! Живопиç — вăрттăнлăх. Этемлĕхĕн черчен çурри те арçыншăн хăйнеевĕрлĕ вăрттăнлăх, асамлăх. Чылай художник çарамас хĕрарăма ӳкерет. Анчах вĕсенчен нумайăшĕ кĕлетке пайĕсене кăтартать. Эпĕ вĕсене ӳкерместĕп, сăнарсем шухăшласа тупатăп. Вĕсенче вăрттăн вырăнсем питех палăрмаççĕ те. Манăн шухăшпа — начар мар пулса тухаççĕ. Мăшăрăма Иринăна та килĕшеççĕ. Хĕрарăм илемĕ сăваплă. Çавăнпа çак илеме хитрен, пархатарлăн кăтартмалла. Вĕсенче чун хитрелĕхне уçса памалла", — тет Владимир Алексеевич. Унăн ню жанрĕпе çыхăннă паллăрах ĕçĕсем: "Юрату илемлĕхĕ", "Лолита".
Александр Насекин вара хĕрарăм психологийĕн илĕртӳллĕ тĕнчине хăйне май уçса парать. "Камасутра", "Адампа Ева", "Евăн юлашки йывăçĕ" ĕçсем пур унăн. Сăмах май, Насекин Валерий Петровскипе пĕрле "Интимли" кĕнеке кăларнă. "Чун çимĕçне" унăн ӳкерчĕкĕсем пуянлатаççĕ.
Ача кĕтекен хĕрарăма та çарамас ӳкерме кăмăллать художник. Сăмахран, "Ирхине чиперккепе апатланни" ятли унăн килĕнче чи курăнакан вырăнта çакăнса тăрать. Ăна Мускавра АПШ хĕрарăмĕ пĕчĕк форматпа чухне курчĕ те: "Тепре килсен туянатăп, пысăк картинах илсе килĕр", — терĕ. Каярахпа: "Çук, илместĕп. Эпĕ унпа пĕр хваттерте пурăнаймастăп", — терĕ. Пĕчĕк картинăпа пысăккин хушшинче — пысăк уйрăмлăх. Хĕрарăм ача кĕтни, çĕнĕ çын çурални, манăн шухăшпа — питĕ кăсăклă тата асамлă. Эпĕ материалист мар. Чун пуррине, вăл çын вилсен те пурăннине ĕненетĕп. Ăна сăмахпа ăнлантарма çук. Вăл — картина пек. Туятăп, анчах калаймастăп. Ăшĕнче çĕнĕ чун çуралнă чухне хĕрарăм мĕн туйнине арçын нихăçан та вĕçне çитиччен ăнланаймĕ. Ырă çак пулăма вăл та хутшăнать, çавăнпа уншăн интереслĕ", — пытармарĕ Александр Семенович.
Насекиншăн арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсем, туйăмсем кăсăклă. "Çуркунне, каç пулттипе" картинăра та хутшăнăва сăнланă. "Таврана хура чатăр карма пуçласан арçынпа хĕрарăм хушшинче урăхларах, çывăхрах хутшăнусем йăл илеççĕ. Вĕсем вăтанма пăрахаççĕ, хăюлланаççĕ", — ăнлантарчĕ художник.
Интереслĕ ку темăна пĕр материалта йăлтах уçса пама ниепле те май çук. пурăна киле ун патне таврăнăпăр-ха. Пăнчă лартиччен вара çакна калам: чăваш художникĕсен ĕçĕсенче вĕçне çитиех каласа пĕтерменни, куракан валли шухăшламалли, вăрттăнлăх хăварни пур. Çавăнпа тыткăнлаççĕ те вĕсем. Тĕнчери паллă маçтăрсен ĕçĕсем вара уççăнлăхпа, хăюлăхпа палăраççĕ.
Роза ВЛАСОВА
Комментари хушас