Унăн ĕçĕсене йăлтах «5» паллăпа хакламалла

7 Юпа, 2015

Елчĕкри историпе таврапĕлÿ музейĕнче йывăçа эрешлесе касакан Борис Пятаковăн «Чăнлăх - илемре» куравĕ уçăлнă. Ăна уçнă çĕре Елчĕк район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Антонина Александрова, культура ĕçченĕсем, Борис Михайловичăн тăванĕсем, юлташĕсемпе ĕçтешĕсем хутшăннă.

Антонина Анатольевна салам сăмахĕнче палăртнă тăрăх - Борис Михайлович шавлă инструментсем те ăсталать. Ун пек маçтăрсем республикăра иккĕн кăна-мĕн. Елчĕкри культура çурчĕн директорĕ Валентина Портнова Борис Пятаковăн пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе, чун илемĕпе тĕплĕнрех паллаштарнă. Пухăннисем Борис Михайловича ăсталăхĕшĕн тав тунă тата та пысăк çитĕнÿсем суннă. Маçтăр хăй курава тăратнă ĕçĕсем епле çурални çинчен каласа панă.

Борис Пятаков Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл - асăннă ялти ремесласен çуртĕнче йĕркеленĕ кружок ертÿçи. Ун патĕнче паян тĕрлĕ тетте тата кил-тĕрĕшри япаласем ăсталас енĕпе 12 вĕренекен ăс пухать. Ăста аллинче хăма татки те самантрах кирлĕ япала пулса тăрать. Параппан, бубен, чанки, чашма, çат-çат тата ытти шавлă инструмент та тăвать вăл. Хăйĕн хушамачĕ пирки вара шÿтлерех, акă, еплерех калать: «Манăн пурнăçра кашни ĕçех «5» паллăлăх пурнăçламалла, унсăрăн хушамат ятне яратăп». Çапла тăвать те.

Р.ИВАНОВА

Рубрика: 
Автор: