Унăн çывăрма та вăхăчĕ пулман
Иван Пахомов тавра яланах пурнăç вĕресе тăнă
Канмалли кунсем хыççăн яланхилле ир-ирех ĕçе васкатăп. Шупашкарти Пичет çурчĕн виççĕмĕш хутне хăпартăм çеç - манăн пÿлĕм алăкĕ умĕнче тăракан ентешĕме асăрхатăп.
- Иван Иванович, эсĕ Патăрьелĕнчен манран та маларах çитнĕ-çке, çывăрма та пĕлместĕн, - тетĕп ăна, пĕр-пĕрне сывлăх сунса саламланă хыççăн.
- Çывăрма вăхăт çук. Икĕ кун каялла Йĕпреç районне кайса килтĕм. Тĕлĕнмелле кăсăклă предприятире - юсавпа техника предприятийĕнче - пултăм. «Хыпар» вулаканĕсене Пантелеймон Михайлович Ермошкин ертсе пыракан коллективăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарасшăн... - тет юлташăм.
- Мĕн калаçмалли, санăн статйÿсем валли пирĕн хаçатра яланах вырăн тупăнать, - тетĕп.
....Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Иван Иванович Пахомов та пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Пурăннă пулсан кĕркунне унăн сакăрвунă çулхи юбилейне уявламаллаччĕ. Шел, иртерех татăлчĕ «Хыпар» хаçатăн штатра тăман хастар корреспонденчĕн пурнăçĕ, ыр вырăнта вырттăр. Эпĕ те хаçатра ĕçлеместĕп ĕнтĕ, чылайранпа - пенсире. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90-мĕш çулĕсенче хаçатра вăй хунине, çав вăхăтрах вырăнти корреспондентсемпе тачă çыхăну тытнине асрах тытатăп. Иван Пахомовах илер-ха акă. Хаçата вăл çамрăклах çырма пуçланă. Çитĕнсен ăçта ĕçленине пăхмасăр хаçат-журналпа çывăх пулнă. Каярах, пенсие тухсан, пирĕн хаçатпа çыхăнмасăр пĕр кун та иртмен пулĕ. Ăçтан вăй-хал çитернĕ, хăш вăхăтра çырма ĕлкĕрнĕ - тĕлĕнтернĕ çеç. Иван Иванович канма пĕлмен, канса курман çын пулнă. Районти тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсен, предприятисен ертÿçисем, ĕçчен те пуçаруллă çынсем çырнă статья-очерксем унăн темиçе теçеткерен те иртет пулĕ. «Хыпарта» çеç мар, вĕсем «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Авангард» хаçатсенче те кун çути курнă.
Иван Пахомов 1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса тăнă. Çав çулах ăна Патăрьел районне кĕрекен Люляри сакăр çул вĕренмелли шкул директорне лартаççĕ. Люля поселокĕ район центрĕнчен 45 çухрăмра вырнаçнă. Тен, çавăнпа-и, урăх сăлтавсене пула, шкул юхăнса çитнĕччĕ. Çурчĕсем тайăлнă, çивиттисем шăтăк-шатăк, урай хăмисем, каштисем çĕрĕшнĕ, шкул тавра тытнă карта юлманпа пĕрех... Икĕ вĕренÿ çулĕ ĕçленĕ кунта Иван Иванович. Акă мĕнле йĕр хăварнă вăл çак кĕске вăхăтра. Ун çинчен Пахомовăн çывăх юлташĕ, Упамсари шкул директорĕнче ĕçленĕ Георгий Васильев: «...Икĕ çул анчах кирлĕ пулчĕ ăна шкула йĕркене кĕртме, малтисен ретне кăларма. Вĕренÿ базине çирĕплетессинчен пуçларĕ ĕçе: пилĕк класлă çĕнĕ шкул çурчĕ купаларĕç, столовăй, мастерской, интернат çурчĕсене çĕклерĕç. Вĕренÿпе воспитани ĕçĕ палăрмаллах лайăхланчĕ: спорт секцийĕсем, предмет кружокĕсем ĕçлесе кайрĕç. Люля ачисем /ĕмĕрне те пулманни/ Мускава çитиччен экскурсине тухса çÿреме пуçларĕç. Шкул тĕппипех çĕнелсе улшăнчĕ...»
Çав çулсенче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕрентекенсен коллективĕ веçех арканма пуçланнăччĕ. Пĕр-пĕрин хушшинчи вĕçĕмсĕр харкашу, тавлашу, элек сарасси, çăхав çырасси йăлана кĕнĕччĕ. Мĕнле майпа йĕрке тумалла? 1967 çулта пуçлăхсем Иван Пахомова Люляран Нăрваш Шăхале куçараççĕ. Тĕллевĕ пĕрре: ачасене кирлĕ пек вĕрентсе воспитани паракан коллектива çирĕплетмелле. Мĕн тетĕр эсир? Çамрăк директор çухалса кайман, кашнинех хăй вырăнне лартнă, лару-тăру лайăхланнă.
Эпĕ 1973 çула лайăх астăватăп. Çав çул Каншелĕнче çĕнĕ шкул уçма шухăшларăмăр. Парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулнă май манăн ку ĕçе тÿрремĕнех хутшăнма тиврĕ. Шкула туса пĕтермен-ха, ăшăпа çутă памалла, сĕтел-пукан, вĕренÿ хатĕрĕсем çитмеççĕ тата ытти те. Чи кăткăсси - кам çине тиемелле çав çăмăл мар лава? Ушкăнпа канашласа пĕр шухăш патне тухрăмăр: шкул директорне Иван Иванович Пахомова шанмалла. Тÿрех калатăп: питĕ тĕрĕс турăмăр. Чăнах та ăста педагог, лайăх ертÿçĕ пулнине Каншел шкулĕнче 14 çул ĕçлесе кăтартса пачĕ Иван Иванович. Шкул Чăваш педагогика институчĕн база шкулĕ пулса тăчĕ. Республика ирттерекен «Кивĕ хут», «Çĕршыва - миллион», «Пилеш», «Вăрман лесничестви», «Тимлĕх» тата ытти юхăм - ăмăртусенче Каншелсем малтисен ретĕнче. Шкул ачисем спортра чи лайăх кăтартусемпе палăрма пуçларĕç. Лайăх астăватăп: районта ирттерекен спорт мероприятийĕсене спортсменсене директор хăй ертсе килетчĕ. Мĕнле хавхалантаратчĕ вăл ачисене! Ку çеç те мар. Районта çав çулсенче ялти корреспондентсен канашлу-семинарĕсене тăтăшах ирттеретчĕç.
Тĕрлĕ шкулта директорта ĕçленĕ çулсенче те, каярах та Иван Пахомов хаçат-журналсемпе тачă çыхăну тытнă. Унăн вĕрентÿ, воспитани ыйтăвĕсене чăн-чăн педагог вырăнĕнче çĕкленĕ статйисем питех те килĕшетчĕç вулакансене. Иван Пахомовăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă май вăл культура ыйтăвĕсемпе кăсăкланнине те палăртасшăн. Вăл, купăсçă, Мускаври культура институтне вĕренме кĕрет, анчах тĕрлĕ сăлтава пула пĕрремĕш курс хыççăн Шупашкара таврăнать те педагогика институтĕнче вĕренме пуçлать. 1969-1973 çулсенче Иван Иванович «Рассвет» колхозăн партком секретарĕнче ĕçлет. Çав вăхăтра вăл тăрăшнипе йĕркеленĕ колхоз хорĕ районта çеç мар, республикăра та малтисен шутне кĕрет. Шкулсенче директорта ĕçленĕ çулсенче те вăл учительсен тата вĕренекенсен хорĕсене йĕркелет. Çав вăхăтрах Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕпе ытти ялти клубсен ĕçĕпе куллен кăсăкланма вăхăт тупнă. Пенсие тухсан ăна Анат Чакăсем ял старости пулма суйлаççĕ. Вăл, аслă пĕлÿллĕ специалист, ял халăхне курăмлă та чăн-чăн витĕмлĕ пулăшу пама тытăннă, ватă çынсене куллен пулăшассине йăлана кĕртнĕ. Пĕр вăхăтрах хаçата çырма та, Чăваш радиовĕпе калаçма та вăхăт тупнă. Чăваш Наци конгресĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн, шкулта ĕçленĕ çулсенче районти çамрăк директорсен канашĕн ертÿçи - пĕтĕмпех Иван Иванович Пахомовăн ĕçĕ-хĕлĕ.
Сергей КАРЯГИН,
РФ культурăн
тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Комментари хушас