Ун çумĕнче пилĕк шăпăрлан хÿтлĕх тупнă

Пушкăртстанра пурăнакан арçын ачисене пĕчченех ÿстерет

Сергей Белоусовăн аслă ывăлĕ те 9 çулта кăна-ха. Кĕçĕнни вара нумаях пулмасть иккĕ тултарнă. “Амăшĕ ĕçке ярăннă, ашшĕ, чăтăмĕ пĕтнипе, ачисене интерната панă...” Ĕç-пуç çакăн пек аталаннă пулсан, тен, никам та тĕлĕнмĕччĕ, анчах та арçын йывăр лава шăлне çыртса, мекĕрленсе малалла туртать. Ĕçе çÿреме те, яшка пĕçерме те, ача-пăча япалине çума та ĕлкĕрет. Анчах та вăл арçын вĕт-ха... Кун пек те пулать-и вара?

 

Микрохумлă кăмака - чаплă пурнăç палли

Çемье эрнере пĕртен пĕр кун - шăматкун - пĕрле пуçтарăнать. Арçын хуралçăра вăй хурать: виçĕ кун урлă пĕр талăклăх ĕçе каять. Тăххăрти Валерăпа улттăри Сережа Бирск хулинчи интернатра вĕренеççĕ. Пиллĕкри Ксюша тата виççĕри Варя ача садне çÿреççĕ. Иккĕри Гордей вара - “кил хуралçи”.

Белоусов-асли ĕçрен таврăнасса чÿречерен пилĕк мăшăр куç чăтайми кĕтет. Журналистсене те урама тухса кил хуçи кĕтсе илет. Ачасем - чÿрече умĕнчех. Ашшĕн кашни хусканăвне сăнаççĕ. Тунсăхланă курăнать. Çемье пурăнакан çурт пысăк мар - пĕр пÿлĕм кăна. Ăна шкапсемпе пÿлкеленĕ. Хăнасем илсе пынă кучченеçе ăшăтмашкăн Белоусовсен нимĕн те çук: микрохумлă кăмака вĕсемшĕн хальлĕхе - чаплă пурнăç палли кăна. Чейник лартаççĕ. Куркасене те сивĕ шывпах çума лекет - ăшши çук.

- Вĕри апат валли сарделька пĕçер, - асли майĕпе хушать Сергей. - Сахăр тÿрех хур. Тăхта, ăçта йăтса кайрăн куркасене?! Сивĕтмелле малтан!

Унтан арçын ача хăнасене тĕпелтен тухма ыйтать - кухньăрах çăвăнаççĕ-мĕн вĕсем.

 

Арăмне çăлайман

Пулас мăшăрĕпе Сергей 23 çулта паллашнă. Юрату çамрăк чĕресене туххăмрах вут хыптарнă. Икĕ ывăл çуралнă. Йăлтах йĕркеллĕ пек, анчах та çамрăк хĕрарăм симĕс çĕлен тыткăнне çакланнă.

- Эпĕ командировкăсене тухса каяттăм, вăл вара çав вăхăтра эрех виçине пĕлмесĕр ĕçнĕ. Ачасене çитересси пирки те маннă çав самантсенче. Сережа икĕ çулта куçсăр тăрса юлнă... Амăшĕ ăна пляжа илсе кайнă. Хăй каллех вăхăта хаваслă ирттернĕ. Никам та асăрхаман ачана çав вăхăтра темĕн çыртнă. Тухтăрсем те пулăшаймарĕç. Куçа куракан тума çук ĕнтĕ...

Сергей тÿрех парăнман-ха, кĕрешнĕ, арăмне эрех-сăра лачакинчен туртса кăларма тăрăшнă. Кăлăхах. Нимĕн те пулăшман. Медицина та, ачисем те - вĕсем вара çав вăхăталла пиллĕкĕн пулнă ĕнтĕ.

- Тула каяс килет... - калаçăва чи кĕçĕнни Гордей пырса татать. Ашшĕ ывăлне çăмăллăн çĕклесе илет те кухньăна илсе каять. Апла унта вĕсен - çимелли тата çăвăнмалли пÿлĕм те кăна мар...

Пилĕк куртка, пилĕк калпак... Урама уçăлма тухмашкăн пуçтарăнасси - хăй уйрăм калаçу. Йăлтах пилĕк мăшăр шыраса тупмалла - пилĕк мăшăр пушмак, пилĕк мăшăр нуски. Йĕм, кофта, куртка, калпак - кравать çинче пĕчĕк сăрт ÿссе ларать.

- Ку манăн куртка мар, манăн кĕрен тĕслĕ, - кăмăлсăрлăхне палăртать Варя.

Пулăшма Сергей чупса çитет. Вăл ачисен çи-пуçне çăмăллăн уйăрать: пĕр-пĕр фокусник тейĕн. Анчах та кăткăслăх кунпа кăна вĕçленмест-ха.

- Манăн тÿмеленмест, - йĕрмĕшет Ксюша.

- Манăн вара сăмса юхать, - Варя та юлмасть унран.

Ачасене урама илсе тухма хатĕрленнĕ журналист çамки пăчăр-пăчăр тарланă. Пуçĕнче, ахăртнех, пĕртен пĕр шухăш - хăçан каç пулать-ши, шăпăрлансем хăçан çывăрма выртаççĕ-ши? Юрать хăть аслăраххисем хăйсемех тăхăнаççĕ.

Урамра хаваслă шăв-шав пуçланать. Валерка сăрт тăрринчен шуса анать. Сережа кĕрт ăшне пуç хĕрлĕ сикнĕ. Журналист хăранипе куçне хупма та хăрать - пурин хыççăн йĕрлесе çитерме те май çук. Кĕçех Валерка алсишне манса хăварни палăрать. Ксюшăн çăматтине юр çакланнă. Сережа вара çырма хĕррине çитнĕ - çыранран сикме хатĕрленет...

- Окоп чавма атя, - туртать çанăран журналиста Валерка.

Лешĕ хуравлас вырăнне майĕпен юр çине тĕшĕрĕлсе анать.

- Мĕн, ывăнтăр-и? - кулать Сергей.

 

Юсав ĕçĕсем валли укçа çук

Каллех чейник вĕреме кĕрет. Каллех пĕр купа чей курки çумалла. Унтан кашнинех техĕмлĕ шĕвек тултармалла. Ĕçнĕ хыççăн йăлт каялла пуçтармалла. Кунĕпех çапла - урапари пакша пек. Каç еннелле шутласа пăхнă хыççăн журналист кунĕпе çирĕм пилĕк курка çуни палăрать...

Сергей ачасене хальлĕхе хуçалăх ĕçĕсене явăçтармасть-ха. Валеркăна кăна, асли пек, пылесос шанса панă. Арçын ача сĕтел-пукана куçарать те вĕсен хыçне тăкăннă штукатурка юлашкисене ĕмтерсе илет. Хĕрарăм хыççăн тата 10 пин тенкĕлĕх кредит юлнă, çавăнпа хальлĕхе çурта юсаса çĕнетмешкĕн укçа çитмест кил хуçин.

Белоусовсен çемье бюджечĕ пысăк мар - арçыннăн шалăвĕ 20 пин тенкĕ тата 10 пин тенкĕ пособи. Ултă çыннăн çакăнпа - 30 пин тенкĕпе - тăранса, тумланса пурăнмалла. 4,5 пин тенкĕ няньăна тÿлеме тăкакланать. Тата тăваттă - электричествăшăн /çурта хутса ăшăтма тăватă калориферпа усă кураççĕ/. Юлнине вара çемье çисех пĕтерет.

 

“Яшка пĕçернипе кама тĕлĕнтерĕн!”

Талăклăха ĕçе кайнă чух кил хуçалăха тата ачасене Сергейăн аппăшĕ хăйĕн ывăлĕпе пĕрле асăрхать. Гордейкăна пăхаççĕ, вĕт-шакăра ача садĕнчен илсе таврăнаççĕ. Пĕр талăкра çак ушкăн 5 литр кĕрекен кастрюле йăлт пушатать. Яшкине вара Сергей ĕçе кайиччен пĕçерсе хăварать.

- Яшка пĕçернипе кама тĕлĕнтерĕн? - йăл кулать пĕччен ашшĕ. - Мĕн-мĕн ямаллине пĕлетĕп. Нумай чухне импровизацилетĕп. Какай пĕçерме, ман шухăшпа, кирек мĕнле арçын та пĕлет. Ку тем мар-ха, вăт манна кĕрпинчен те эпĕ пăтă пĕр кумаляксăр пĕçерме вĕренсе çитрĕм! Каçхи апата, сăмах май, манты хатĕрлесшĕн-ха. /Вăт хула ачаш арçыннисем валли Интернетра Джентльменсен блогне кăна тытса пымалла Сережăн/.

Апат-çимĕç, паллă ĕнтĕ, лавĕпе тухса каять.

- Ытларах чухне пĕчĕк партипе туянма тăрăшатăп, - каласа кăтартать Сережа. - Макарон, хура тул - пилĕкшер килограмм, сахăр - 10, чăх какайне - курупкипех. Виçĕ литр кĕрекен банкăри сĕт икĕ куна çитет. Çăкăр-булка таврашне лавĕпех илетĕп. Япала çума та кăткăс мар халĕ - машинăна перетĕп кăна.

 

“Тата иккĕ те пăсмасть”

Каçхи апат хыççăн шавлă ушкăн çывăрма хатĕрленет. Аслисем тăваттăн дивана урлă выртаççĕ - унсăрăн вырнаçма май çук. Валеркăн, паллах, ури çакăнса тăрать-ха та ĕнтĕ, анчах арçын ача ăна хутлатма шантарать.

Килте шăплансан кăна журналист... хырăм выçнине туйса илет. Ача-пăчапа аппаланса апат çиме те маннă вĕт. Эх, çакăн пысăкăш йышпа арçынна çапах та пачах та çăмăл мар вĕт.

- Малтанлăха кăна йывăр пек туйăнать. Кайран хăнăхатăн. Манăн, сăмахран, тата иккĕ тупас килет, - тĕлĕнтерет ĕмĕчĕпе Сергей. - Эпĕ халĕ çамрăк вĕт-ха: 33-ре кăна. Ачасене те амăшĕ кирлĕ... - хальхинче унăн сассинче тунсăх палăрать.

 

Ял канашĕнче

- 2011 çулта эпир Белоусовсене çурт тумашкăн ятарлă программăпа килĕшÿллĕн 300 пин тенкĕлĕх процентсăр заем сĕннĕччĕ - килĕшмерĕ, - паллаштараççĕ лару-тăрупа вырăнти ял канашĕнче. - Çапла, саккунпа килĕшÿллĕн пирĕн вĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле. Анчах та пушă хваттер çук муниципалитетăн - мĕн пуррине йăлт приватизациленĕ. Халĕ вĕсем хваттер черетĕнче тăраççĕ.

 

СПЕЦИАЛИСТ ПĔТĔМЛЕТĔВĔ

Наталья Абысова, психолог:

- Арçын тени çапах та ытларах тулаш тĕнчешĕн яваплă. Кил-çуртшăн, ачасемшĕн, хуçалăхшăн - хĕрарăм. Арçынна ку лару-тăрура çăмăл марри тÿрех паллă, вăл мĕн чухлĕ чăтса çитерессине çеç никам та калаймĕ. Унăн тĕнчи ача-пăча тавра кăна çаврăнмасть. Хĕрарăм çемьере кирлех. Вăл ача-пăчана ачашлăх, ăшăлăх парнелет, тĕнче çине те урăх куçпа пăхать. Арçын, кирек мĕнле тăрăшсан та, ачасемшĕн амăшĕ вырăнне пулма пултараймасть. Чăн та, тепĕр чухне тĕлĕнтермĕш сиксе тухать пурнăçра. Çав тĕлĕнтермĕшсенчен пĕри - Сергей Белоусов. Вăл - чăн-чăн паттăр!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.