Умра - хĕрÿ тапхăр

3 Ака, 2014

Вăрманта чĕп çитĕнтерекен шăнкăрч çулçă çиекен, йывăç кăшлакан хурта нумай пĕтерет.

Тăвай, Канаш районĕсенчи Карăклă тата Шăхасан шкулĕсен вăрманлăхĕсен хастарĕсем çĕнĕ 150 вĕлле, киввине 350 яхăн тасатса çакрĕç.

Çуркунне-çулла вăрманта пушар хăратать. Сÿнтерме тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Çулăмпа кĕрешмелли ĕç хатĕрĕсене тĕрĕслерĕмĕр. Усă курма юрăхсăррине е çĕннипе улăштартăмăр, е юсарăмăр. Ешĕлккене кĕрекене пушартан сыхланма час-часах аса илтеретпĕр. Типĕре вăрмана вут хыпма пултарасси пирки асăрхаттарма 36 аншлаг вырнаçтартăмăр.

Ешĕллĕхре пирус туртни, кăвайт чĕртни - киревсĕр йăла. Унта кĕриччен кăмпаçă-çырлаçăна чĕлĕм мăкăрлантарма, сывлăш çавăрса яма тăрăллă 12 вырăн турăмăр.

Кăçал пирĕн патра хунав лартакан, ăна пăхакан подрядçă - Вăрмар районĕнчи "Верба" общество. Вăл ĕç тума конкурсра тивĕçрĕ. Сиккассипе Тăвай уйрăмĕсенчи питомникре юр тытрĕ, ăна пăчкă кĕрпипе витрĕ. Нÿрĕк хунав тымарĕ типесрен кирлĕ. Кăçал обществăн 15 гектар вăрман, вăл шутра çурринче юман чĕртмелле, 20 гектар лаптăка тĕрлĕ культура хушмалла. Питомниксенче 100 пине яхăн юман, хыр, чăрăш, ытти йышши хунав /2-3 çултисем/ çитĕнтернĕ.

Подрядçăн лăсăллă йывăçсен вăрлăхне - 2 пин, çулçăллисенне 615 килограмм хатĕрлемелле, 120 гектар лаптăкри культурăсене кăпкалатса, сайралатса, вĕсене ÿсме чăрмантаракан йывăçсене иртсе çитĕнме пулăшмалла. Вăрманлăх специалисчĕсем вăл килĕшÿре палăртнă тĕллеве еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăрĕç. Иртнĕ çулсенчи пекех подрядçă тунă ĕçе комисси пахалĕ.

 

Канаш вăрманлăхĕн директорĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.