Ултавран мĕнле сыхланмалла?
Юлашки вăхăтра банк карттисем çинчен укçа çухални пирки час-часах илтме пулать. Ултавçăсенчен мĕнле сыхланмалла? Çакнашкал инкеке лексен камран пулăшу ыйтмалла?
Эльвира ПЕТРОВА.
Патăрьел районĕ.
— Банк карттисем çинчен укçа вăрлакансем граждансен тимсĕрлĕхĕпе тата çынна шанма хăнăхнипе усă кураççĕ, — терĕç Раççей Банкĕн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче. — Хальхи вăхăтра ултавçăсем уйрăмах тÿлевсĕр пĕлтерÿсен тата социаллă сайтсенче «тухăçлă» ĕçлеççĕ. Ямăта хапсăнакансем япала сутас текенсене ÿкĕте кĕртме лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен таварне туянма хатĕррине ĕнентерсе банк карттин номерне, CVC2/CVV2 кода, ята, хушамата ыйтса пĕлеççĕ. Хăш-пĕр чухне тата СМСпа килнĕ транзакцине çирĕплетмелли кода пĕлтерме те сĕнеççĕ. Информацие алла илсен вара укçана çăмăллăнах вăрлаççĕ.
Ултавçăсем хăйсем сутнă пек кăтартнă чухне тавар хакĕн пĕр пайне банк картти çинчен куçарма, унпа çыхăннă информацие пĕлтерме ыйтаççĕ. Тĕслĕхрен, интернет-ултавçăсен серепине лекнĕ хĕрарăм социаллă сетьсенчи пĕлтерÿ тăрăх ачи валли кравать туянма шут тытнă. Сутуçă ăна аванс хывма тата карттăн реквизичĕсене, ПИН-кода калама хушнă. Çапла майпа хĕрарăм аванссăр пуçне тата карттă çинчи 17 пин тенкине çухатнă.
Пĕр счетран теприн çине укçа куçарма карттăн номерне пĕлни те çителĕклĕ. Çавăнпа пароль, ПИН-код, вăрттăн сăмах, СМС-пĕлтерÿсенчи кодсем кирлĕ текенсене ĕненмелле мар. Çак даннăйсене банк ĕçченĕсене те калама юрамасть. Интернет урлă тавар туянма уйрăм банк карттипе усă курсан аванрах. Çак сĕнÿсене шута илни ултавран сыхланма пулăшĕ.
Хăвăр ирĕк памасăр карттă çинчен укçа илнине сиссен карттăн тÿнтер енче кăтартнă телефонпа банка çийĕнчех шăнкăравламалла. Унтан банк уйрăмне кайса счет выпискине илмелле, сирĕн ирĕксĕр пурнăçланă операципе килĕшменни çинчен пĕлтерсе заявлени çырмалла. Право хуралĕн органĕсене те укçа вăрлани çинчен систермелле.
Валентина Багадерова хатĕрленĕ.
Комментари хушас