Ултавăн вĕçсĕр-хĕрсĕр серепи

4 Утă, 2014

Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче республикăн тĕп хулинче ултавăн 339 тĕслĕхне регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен самай нумайрах, çавна май ШĔМĕн Шупашкар хулинчи управленийĕн ертÿçисен пăшăрханăвĕ сăлтавлă пулни куç кĕрет. Вĕсемпе курнăçнă май ултавăн пайăр тĕслĕхĕсем, шăнман пăр çине ларса юласран асăрханасси пирки тĕплĕн калаçрăмăр.

Хула полицийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Перлов ултавçăсем мĕнле мелсемпе усă курнине пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Çав мелсем çĕнелсех, преступниксем чееленсех пыраççĕ. Эпир çынна шанма хăнăхнă вĕт, киревсĕр шухăшлисем çакăнпа усă кураççĕ те. Горгаз ĕçченĕсем пек пулса пыраççĕ, укçа реформи пуçланнă тесе суяççĕ, юмăç янă пек тăваççĕ... Уйрăмах "ăста" алăллисем сутуçа укçа тĕркине тыттарнă май темиçе купюрăна хĕстерсе юлаççĕ, ытти мелпе усă кураççĕ.

Анлă тема - телефонпа улталани. "Ултавçăсем çын психологине лайăх пĕлеççĕ, - тет Андрей Анатольевич, - пиртен кашниех çывăх çынсемшĕн пăшăрханать, нумайăшĕ пысăк приз шантаракансен вăлтине çакланать... Шăпах çакă - преступниксен тĕллевĕсене тÿрре кăларакан никĕс". Тепĕр чух кулăшла та пулса тăхать. Полици подполковникĕ çавнашкал пĕр тĕслĕхе аса илчĕ. Шупашкарта мар, вăл темиçе çул каялла Улатăрта пулнă. Ватă çынна такамсем ывăлу авари тунă, ăна яваплăхран хăтармашкăн укçа тÿлемелле тенĕ. Арçын çак ыйтăва пурнăçланă. Полици ĕç-пуçа тĕпчеме пуçланă та - хайхискерĕн ывăл çук та иккен! "Мĕншĕн çапла хăтлантăм - хам та калаймастăп..." - ÿкĕннĕ кайран мучи.

Çакăн евĕр тепĕр тĕслĕх пирки тĕп хула полицийĕн пуçлăхĕн тепĕр çумĕ Геннадий Иванов каласа пачĕ. Вăл Шупашкартах пулнă. Çĕрле телефон янăраса кайнă та - ăна ватă çын тытнă. Линин тепĕр вĕçĕнчи çын хăнăхнă схемăпа усă курнă: ывăлу - инкекре, ăна çăлмашкăн укçа тÿлемелле, терминал урлă куçарса парăр...

Çав самантра ывăлĕ хваттертех пулнă, тепĕр пÿлĕмре çывăрнă, анчах ашшĕн алăка уçса пăхма ăс çитмен, хваттерти пĕтĕм укçана илнĕ те çуртран тухса терминал патне утнă. "Çĕр варринче терминала купюра хыççăн купюра чикекен арçынна çав вăхăтра унтан иртсе каякан полици патрулĕ асăрханă, - калаçăва тăсать Геннадий Львович. - Сисчĕвленсе чарăннă: "Мĕн хăтланатăр?" Лешĕ вара çав-çавах укçа куçарать, çийĕнчен полицейскисене "ман пата ан çывхарăр" тесе чарать".

Çумри пĕтĕм укçине куçарнă - 120 пин тенкĕ патнелле. Кану кунĕсем пулнине кура полици çав укçа куçăмне тÿрех йĕрлеймен, çавăнпа ултавçăсен йĕрĕ çине те часах ÿкме май килмен. "Çавна май улталаннă хайхи арçын полици нимĕн те тумарĕ, укçана тавăрса памарĕ тесе пирĕн пирки çур çул çăхавсем çырчĕ", - кулянса палăртрĕ полици подполковникĕ.

Пурне те мар, çапах чылай тĕслĕхре ултавçăсене тупма, явап тыттарма май килет. Кăçалхи преступленисенчен 197-шне уçса пама пултарнă. Ыттисемпе ĕçлеççĕ. Ытларах чухне асăннă йышши ултав мелĕсемпе ентешсем мар, ютри çынсем ĕçлеççĕ. Калăпăр, сыщиксем "пулăçсем" ят панă икĕ ушкăн - Мускавран тата Узбекистанран. Сăмах май, чăннипех интереслĕ меслет. Киревсĕр шухăшлисем валли хăйне евĕр вĕренÿ пособийĕ ан пултăр та - çапах ун пирки кăшт тĕплĕнрех каласа пани вырăнлă. Сăмах урамсенчи, ытти тÿлев терминалĕсемпе çыхăннă ултав пирки. Пĕтĕм вăрттăнлăха уçса памăпăр, çапах ансатлатса ăнлантарас тăк - схема çапларах: преступниксем купюрăна çинçе леска вĕçне çыпăçтараççĕ, çав укçапа телефоншăн тÿлеççĕ. Терминала чикеççĕ те - тÿлев телефон шучĕ çине куçнă хыççăн хайхи лескапа купюрăна терминалтан каялла туртса кăлараççĕ. Çапла майпа пĕр терминалтанах темиçе хут та укçа куçарма пулать. Паллах, преступниксем пĕр терминал патĕнче вăрах тытăнса тăмаççĕ, теприн патне каяççĕ, виççĕмĕшне лескаллă купюра чикеççĕ - чăннипех вăлта янă пек вĕт.

Терминал, паллах, укçана каялла туртса кăларнине регистрацилеймест - видео кăна çынна ÿкерсе юлма пултарать. Апла тăк ултавлă тĕслĕхсем пирки мĕнле пĕлмелле-ха? Преступниксем пысăк купюрăсемпе - 1, 5 пин тенкĕлĕххисемпе, усă кураççĕ, кайран киберенчĕк мелĕпе усă курса хайхи "виртуаллă" тенкĕсене укçана çавăраççĕ. Телефон шучĕ çине çавнашкал пысăк укçа куçарнă тĕслĕхсем сисчĕвлентерме тивĕç. Преступниксене тупса палăртма шăпах çакă пулăшать. Кăçал Шупашкарта çавнашкал 4 тĕслĕхе шута илнĕ. Çапах, полици шухăшĕпе, кунашкалли ытларах та пулма пултарать, мĕншĕн тесен терминалсен хуçисемшĕн, сăмахран, 1 пин тенкĕ - пысăк çухату мар, çавăнпа вĕсем хăш-пĕр тĕслĕх пирки шалти ĕçсен органĕсене пĕлтермессе те пултараççĕ.

Çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем çуралаççĕ. Управленин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн пуçлăхĕ Андрей Скворцов финанс пирамидисем каллех ĕçлеме тытăнни çинчен пĕлтерчĕ. Чăн та, калăпăшĕпе паллă та шавлă МММ йышши пирамидăсемпе танлаштараймăн, вĕсем пĕчĕк, анчах сиенĕ курăмлă. Пысăк процентсем шантарса халăхран укçа пухаççĕ, темиçе кун укçа тÿлем пек тăваççĕ те - самантрах çухалаççĕ. Нумаях пулмасть сиенсĕрлетнĕ пĕр ушкăн - шăпах çав ретрен, гастролерсем Чăваш Ене те килнĕ, çĕр-шывăн ытти регионĕнче те ĕçленĕ.

Пакунлисем преступленисене уçса парас енĕпе кăна мар, профилактикăпа та пысăк ĕç тăваççĕ. Çынсене асăрхануллă пулма сĕнекен памяткăсем сарни, тĕл пулусем ирттерни, паллах, пулăшать, çапах, Андрей Перлов йышăннă тăрăх, шанчăклă сыхланса пĕтерме май çукрах çав. Çак кунсенче кăна пĕр пенсионер ултавçăсен вăлтине çакланнă - "инкеке лекнĕ" ывăлĕшĕн укçа куçарса панă. Ĕç-пуçа тĕпченĕ май вара çакă палăрнă: ултав умĕнхи кун кăна ватăскерпе участок уполномоченнăйĕ курнăçнă, ултавçăсем усă куракан мелсем пирки каласа панă, тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă. Çук, пур пĕр улталаннă.

Халь ав полици шăнман пăр çине ларса юлнă тепĕр ушкăна пулăшас тĕллевпе ĕçлет. Улталаннисем - теçеткене яхăнах. Вĕсене ютран килнĕ çынсем брифинг ирттерсех Мускав облаçĕнче регистрациленнĕ пĕр организаци йышне кĕме ÿкĕтленĕ. Условийĕсем илĕртÿллĕ: 60 пин тенкĕ тÿлемелле те - Таиланда каймалли путевка параççĕ, çийĕнчен çак укçана тупăшлă майпа инвестицилеççĕ иккен. Усламĕ пысăк пулать - "сире ватлăхра пĕр шухăшсăр пурăнма та çитĕ". Илĕртÿллĕ условисем çынсене килĕшнĕ - укçа хывнă. Халь укçи те, инвесторсем те çук - вĕсене шыраççĕ.

Ямăттине хапсăнмалла мар. "Тÿлевсĕр сыр" сĕнеççĕ тĕк - çакă тÿрех сисчĕвлентерме тивĕç. Ултавлă СМСсем, сăмахран, кашнинех килеççĕ - вĕсене хуравлама васкани вырăнсăр. Андрей Перлов хăй те çавнашкал СМС илнĕ-мĕн: "Анне, инкеке лекрĕм, укçа куçарса пар", - çапла çырнă. Хуравларăм: "Анне пулам-ха - çавăн чухне укçа ярса парăп". Сăмах май, çавнашкал СМС илсен кун пирки полицие пĕлтерсе чăрмантармалла-и? Подполковник каланă тăрăх - паллах, СМС яни преступлени мар. СМС янă, çын укçа куçарса панă, ултавçă укçана илнĕ - çакăн хыççăн тин преступлени вĕçленнĕ шутланать, ултавçа явап тыттармалли никĕс пур. Апла пулин те ултавлă СМСсем пирки полицие евитлени вырăнлă: "Çак информаци пире оперативлă ĕçре пулăшĕ".

Сыхланакана турă сыхлать теççĕ те - сĕнмелли çеç юлать: асăрхануллă пулăр!

 

Улталанасран сыхланма - темиçе сĕнÿ:

1. Палламан çынна алăк укçа ан кĕртĕр. Вăл, калăпăр, хăйĕн пирки юсав службин ĕçченĕ е социаллă служба представителĕ тесен те кĕртме ан васкăр, докуменчĕсене ыйтăр, унăн полномочийĕсем пирки вăл каланă организацие шăнкăравласа пĕлĕр.

2. Хваттере, пÿрте ют çынна кĕртме тивсен ăна куçран ан вĕçертĕр, енчен те газ службин контролерĕсем, социаллă ĕçченсем, слесарь е электрик сирĕн пата чĕнмесĕрех килчĕç тĕк - тÿрех сисчĕвленмелле.

3. Ултавçăсем çыннăн хĕрхенÿ туйăмне вăратма тăрăшаççĕ: шыв, эмел, шăнкăравлама телефон ыйтаççĕ. Чăннипех пулăшу кирлĕ тĕк шыва е эмеле эсир вĕсене алăка уçмасăрах пама, васкавлă медпулăшу чĕнме пултаратăр.

4. Сирĕн пата поликлиникăран тесе шăнкăравлама пултараççĕ. Сăмахран, тăванăр йывăр чирли пирки пĕлтереççĕ. Çак "спектакльте" сирĕн чир историне, тăванăрсен ячĕсене те калама пултараççĕ. Ку - ултав! Чăн тухтăр çакнашкал "хыпарсене" телефонпа каламасть. Калаçсан-калаçсан вăл хаклă эмел е операци кăна пулăшма пултарни пирки пĕлтерĕ - ан ĕненĕр!

5. Сире урамра кам та пулин чарса мĕн те пулин ыйтсан, сĕнсен те асăрханмалла. Кăмăллă çак çын ултавçă пулма пултарать - ăна сирĕн укçăр кăна кирлĕ. Телефонсем, компьютерсем, электрон архивĕсем сирĕн пирки нумай пĕлме май параççĕ. Палламан çынсем пырсан, сирĕн пирки вĕсем мĕн те пулин пĕлни палăрсан - каллех асăрханăр, вĕсем сире улталама хатĕрленеççĕ.