Улми йывăççинчен...

27 Юпа, 2016

Уй-хир пушаннă, куллен шапăртатса çăвакан çумăр та кăмăла хуçмалла мар пек. Çапах ертÿçĕн салху кăмăлĕ сисчĕвлентерчĕ.

- Çĕр ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене курмăш пулни кăмăла хуçать, - сăмаха айккинелле пăрчĕ ертÿçĕ.

Тупăшлă ĕçлесе пыракан агрофирмăна ура хума хăтланни, чăн та, тĕлĕнтерчĕ. Анчах мĕнле калаççĕ-ха вырăссем: «Йытă вĕрсен те караван малаллах каять». «Санары» агрофирма кăтартăвĕсем кăçал та районта лайăххисен шутĕнче. 838 гектар çинчен 3 154 тонна «сарă ылтăн» пуçтарса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç - 37,6 центнер. Паха тырă 6 тенкĕпе ?1 килограмĕ% танлашнине кура сутма тăхтаççĕ-мĕн. Тар кăларса çитĕнтернине мĕншĕн йÿнĕпе памалла? Çуркунне çĕрулми лаптăкне чакарма тивни те хакпах çыхăннă.

- Пĕлтĕр ăна сутайманнипе пысăк тăкак куртăмăр. Çавăнпа лаптăка 80 гектар кăна хăварнă. Тухăçĕ вара пĕлтĕрхи шайрах, 2400 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Гектартан вăтамран 332 центнер ытла тухрĕ. «Белороза», «гала», «невский», «удача» уйрăмах шултра пулчĕ. Шăварнă пулсан ытларах та тухмаллаччĕ, анчах юнашар шыв çукки пĕтерет.

- Кăçал «иккĕмĕш çăкăр» шăпи мĕнлерех пулĕ-ши?

- Кăнтăр енчен вăрлăх туянма килеççĕ. 1 килограмĕ 8 тенкĕпе каять. Пĕчĕккĕн сутăнать, анчах ĕлĕкхи пек пысăк машинăсем черетре тăмаççĕ. Çĕрулми туса илме тăкаклă. Унта техника кăна мар, çынсем те кирлĕ.

- Чăваш çĕрулмийĕ рынокри вырăнне çухатма тытăнни мĕнпе çыхăннă?

- Малашне те вăл Чăваш Ен бренчĕ пуласси иккĕлентерет. Ытти регионта лаптăксене ÿстерсех пыраççĕ. Кăнтăр енче вăл çу-çĕртме уйăхĕсенчех пулса çитет. Килограмне 10 тенкĕрен кая мар сутнипе самай тупăш кÿрет. Çу енне рынок вĕсен чĕртаварĕпе тулать, пирĕн çимĕçе йÿнетет. Халăх та хака пăхмасăр тин кăларнине илесшĕн. Малашне çĕрулмине вырăнтах тирпейлесе сутакан пысăк хуçалăхсене кăна рынока çул уçăлĕ. Пĕчĕкрех хуçалăхсен тупăш илмелли урăх çул-йĕр шырамалла, ытти культура çитĕнтермелле.

Агрофирмăра малашлăха пăхса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Уй-хирте çĕнĕ сортсене акса-лартса сăнаççĕ. Тухăçлă, тупăшлă культурăсен лаптăкне ÿстерсе пыраççĕ. Кăçал люцерна 222 гектар йышăннă. Ăна утăлăх хатĕрленипе пĕрлех вăррине те çапса илнĕ. Выльăх апатне - халăха, вăррине çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне сутаççĕ. 35 гектар çинче вара йĕтĕн çитĕнтернĕ. Вăррине кондицие лартсан сутма палăртнă. 86 гектар çинчен 80 тонна горчица вырса кĕртнĕ. Гектарти тухăç - 11 центнер ытларах. Халĕ ăна килограмне 25-28 тенкĕпе ăсатаççĕ. Люцерна вăрлăхĕ те самай тупăш кÿнĕ, килограмĕ 130-150 тенкĕпе сутăннă.

Çуракинче уй-хире шăпкан - çу ÿсентăранĕ – 38 гектар акса пăхнă.

- Кăçал çу кăшманне те кăштах акрăмăр. Вăл çĕр тытăмне лайăхлатать, çумкурăка, сăтăрçăсене, чир-чĕре пĕтерет. Çитес çул лаптăка пысăклатасшăн, - паллаштарать ĕçĕ-хĕлĕпе Роберт Игнатьевич.

Липецк облаçĕнчен илсе килнĕ «вакула» çурхи урпа та Вăрнар тăрăхĕнче аван çитĕннĕ, гектартан вăтамран 50-60 центнер тухнă. Пăрçа та çулсерен самай пысăк лаптăк йышăнать. Вăл çĕр пулăхне пуянлатать, унăн фуражĕ 12,5-14 ?1 килограмĕ% тенкĕпе сутăннă. «Вырса илме кансĕр, анчах тупăшлă. Пăрçа, горчица, йĕтĕн çĕр пулăхне ÿстереççĕ», - терĕ Роберт Петров.

Калаçăва татса телефон янăраса кайрĕ. Ертÿçĕрен пĕр фермер çĕрулми кăларса пулăшма ыйтать. Йывăр вăхăтра хуçалăх яланах аллине тăсса парать, анчах хальхинче тăхтама ыйтрĕ - механизаторсем люцерна вырнипе пушанайман-ха. Техникăна, технологие çĕнетнипе ака-сухана, вырмана хутшăнакансен йышĕ сахал. Кĕрхи культурăсене Алексей Шашков, Олег Яковлев «Джон Дир», «Том» комплекссемпе кĕске хушăра 450 гектар акнă. Александр Харитонов водитель вăрлăх турттарса тăнă. Унччен ку ĕçе 12 çынна явăçтарма тивнĕ. Халĕ çак пĕчĕк йыш ака-суха тăвать, тырă вырать, çĕрулми кăларать.

Тепĕр çĕнĕлĕх - хуçалăхра акмалли лаптăка вăрлăх икĕ хут сахалрах хывни. Тухăçĕ çав-çавах пысăк. Тăкаксене чакарма 4 çул уй-хирте но-тил мелĕпе ?сухаламасăр тÿрех акни% ĕçлет. Çĕрулми уйĕнче кăна сухалаççĕ.

Малашлăх - хăватлă техникăра. Кăçал МТЗ трактор, «ТОМ» акмалли комплекс, жатка ытти техника 10 млн тенкĕлĕх туяннă.

Çĕнĕлĕхрен, йывăрлăхран хăрамасăр хăйсен çул-йĕрне шырани ÿсентăран отраслĕнче те тупăшлă ĕçлеме, малалла аталанма пулăшать Санарсене. Ĕçченсен уйăхри вăтам шалăвĕ 15 пин тенкĕ ытла.

Çĕр ĕçĕ - йывăр. Пĕрре лава кÿлĕнсен хăпаймăн, шурлăх пек хăй ытамне çăтать. Роберт Игнатьевичăн та çаплах. Çамрăк чухне ялтан, çĕр ĕçĕнчен тарса Çĕпĕре те çитме тивнĕ. Шăпа ăна каллех тăван тăрăха çавăрса çитернĕ. Халĕ акă аслă шкул пĕтернĕ икĕ ывăлĕ - Андрейпе Александр - ашшĕн çулĕпе утаççĕ, хуçалăхра тăрăшаççĕ. Мĕн тăвăн, улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав.

Лариса Никитина.

Вăрнар районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.