Улмана сиен ан кÿччĕр

Çĕр улмине тĕрлĕ хурт-кăпшанкă сиен кÿресрен мĕнле сыхланмалла-ши?

В. Сомова, Элĕк районĕ.

Çĕр улми инфекцийĕ ун тымарĕпе çулçисенче аталанма пуçлани паллă. Пахчара хăш-пĕр ĕçсене туса ирттерсен вĕсем хĕл каçаймĕç. Улма кăларма тытăниччен 10 кун маларах аврине çулсан ана çинче ан хăварăр. Хытса çитмен çимĕç хăвăрт аманасси пулкалать, çа-вăнпа ăна путвала е нÿхрепе хурас марччĕ. Хуппи вырăн-вырăн сĕвĕннисене уйăрса апатра усă курнине нимĕн те çитмест. Аманнисем чир-чĕре хăвăрт парăнаççĕ, вĕсене сыввисемпе пĕрле тытсан пĕтĕм çимĕçе хурт-кăпшанкă ерĕ.

Тымар хурчĕ çĕр ăшĕнче 3-4 çул пу-рăнать. Хамăр хыççăн кăларса пĕтермен улма, нумай ÿсен-тăран хăваратпăр. Çа-вăнта хĕл сиввине чиперех ирттерет хурт. Вăл йышлă хунаса кайнине асăрхасан кĕркунне çĕре тарăнрах чавмалла, лап-тăкра вĕтĕ улма, çум курăк выртса ан юлтăр.

Упа нăррипе кĕрешме çăмăл мар. Кĕрхи çĕртмене тĕплĕ тумалла. Унтан нăрăсем валли наркăмăш хатĕрлеме ан ÿркенĕр. Кукуруспа тулăна гексохлоранпа (1кг тырă пуçне 80 грамм), тата Медветокс препаратпа (1 тăваткал метра 2-3 грамм) хутăштараççĕ. Юпа уйăхĕнче ятарлă шăтăк чавса вĕсене 40-50 см тарăнăшне хураççĕ. Упа нăррине хĕл каçма илĕртмелли витĕмлĕ меслетсенчен пĕри – шăтăка лаша тислĕкĕ хуни. Сивĕ кунсем çитсен тислĕке кăлармалла, вара хурт-кăпшанкă вилет.

Улмана сиенлекенсем ан çулăхчăр тесен хризантема питĕ пулăшать теççĕ. Ун шăршине нăрăсем тÿсме пултараймаççĕ иккен. Чечек тăкнă чухне тымарĕсене касса çыхса хумалла, çуркуннеччен упрама çакмалла. Улма лартиччен вĕсене вĕтетеççĕ, улма шăтăкĕсене хураççĕ.

Тымар нематоди çĕр улмин аялти çулçисене сиен кÿрет, çÿлтисем сарăхма пуçлаççĕ. Паллах тымарĕ чипер аталанаймасть. Наука ăна пĕтермелли препаратсем шухăшласа кăларман-ха. Çав çĕр çинче виçĕ çул улма лартма тăхтасан аванрах.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.