Улатăрсен ÿсĕм те пур, çитменлĕх те чылай
Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хула депутачĕсен Пухăвĕн анлă ларăвне хутшăнчĕ. Унта социаллă пурнăçпа экономикăн 2015 çулхи аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне тата хула администрацийĕн кăçалхи тĕллевĕсене сÿтсе яврĕç. Александр Седов пуçлăх доклад турĕ.
Ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿснĕ
Улатăр экономикинче промышленноç тĕп вырăн йышăнать. Производство индексĕ 122,5% танлашнă. Докладçă кризис тапхăрĕнче ÿсĕм тунине ырăпа палăртрĕ. Анчах пурăнмалли çурт-йĕр 2014 çулхинчен чылай сахалрах хута янă, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ пĕчĕкленнĕ, общество апатланăвĕн кăтартăвĕ самаях начарланнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿснĕ, районта пурăнакансен шучĕ чакнă.
Администраци ĕçĕнче çитменлĕх нумай. Сăмахран, юридици сăпачĕсем куçман пурлăха тара илнĕшĕн, çĕр лаптăкĕпе усă курнăшăн хула хыснине хывмалли налук парăмĕ 3,9 млн ытла тенкĕлĕх пухăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ сăлтавне пĕлесшĕн пулчĕ. «Парăмçăсемпе сутлашатăр, - терĕ. - Тавлашу нумай çула тăсăлĕ. Çав хушăра тÿрĕ кăмăллă мар арендаторсем хăйсен укçине вăрттăн çулпа ярĕç - пĕр пус та шыраттарса илеймĕр. Вырăнти хыснана мĕншĕн шăнман пăр çине лартса хăварма ирĕк паратăр? Хула ертÿлĕхĕн административлă çирĕп мерăсем йышăнмалла».
Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт е дача тума çĕр лаптăкĕпе тивĕçтермелли тĕллеве 2% çеç пурнăçланă. М.Игнатьев Раççей Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе администраци кăçал мĕн тума палăртнипе кăсăкланчĕ. «Нумай ачаллă 100 çемье валли çĕр уйăрас ыйтăва татса параймарăмăр тата ăна халăх итлевĕнче сÿтсе яваймарăмăр, - хуравларĕ докладçă. - Кăçалхи пуш уйăхĕнче татса паратпăрах».
Хула çыннисен 57% кăна капиталлă юсав фондне укçа куçарнă. Унпа Улатăрти 1389 хваттертен 40-шне çеç юсанă. Кунти пурăнмалли çуртсем кивĕ. Çуллен ытларах юсамалла. «Саккунсем йышăннă. Фонда укçа куçармаллах. Вăхăтра хывмасан 10-20 çулран юхăнчăк çуртсем капланасси куçкĕрет. Вĕсене тĕпрен çĕнетнĕ чухне тĕрĕслĕх тĕпре пултăр. Укçа тÿленисен çурчĕсене чи малтан юсамалла», - терĕ М.Игнатьев.
ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина хула бюджечĕпе еплерех усă курнине хăшпĕр районпа танлаштарса тишкерчĕ. Пĕлтĕр 75 çын хут çинче кăтартмасăрах шалу илсе тăнине, 1372 ĕçлекенпе килĕшÿ туманнине палăртрĕ. «Çакăн чухлĕ çынпа договор çирĕплетнĕ пулсан хула бюджетне тупăш 2% нумайрах кĕретчĕ, - терĕ. - Муниципалитетăн куçман пурлăхне тата çĕр лаптăкĕсене тара панăшăн тытакан укçана пĕтĕмпех куçарттарса парăма татсан вырăнти хыснан тупăшсен пайне 5% ÿстерме пулать».
Хула администрацийĕнче вăй хуракансен йышне кăçал 6 çын хушма палăртнă. М.Игнатьев çакна пĕлсен тĕлĕнсех кайрĕ. «Пĕлтĕр чиновниксен аппаратне 10% пĕчĕклетме Указ кăларнă. Эсир мĕнле саккунпа пысăклататăр? Ĕç хушăннă-тăк квалификациллĕ специалистсене йышăнăр е професси шайне ÿстерме пулăшăр», - тесе служащисен аппаратне пысăклатасси çинчен кăларнă йышăнăва пăрахăçлама сĕнчĕ.
ЧР экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова ĕç кăтартăвĕсене комментариленĕ май кăсăклă хăшпĕр самант çинче чарăнса тăчĕ. Улатăр халăхĕ ытларах хамăр республикăра мар, кĕленче савăта тулашра тултаракан алкоголе туянать. М.Игнатьев лару умĕн администраци çуртĕнчи буфета кĕрсе тухма ĕлкĕрнĕ. Апат-çимĕçĕн 90% унта республика тулашĕнчен турттарса килеççĕ. «Канфечĕсем те пулин хамăрăн мар вĕт, - терĕ. - Пирĕн патриот пулмалла. Санкцие шута илсе республикăра туса кăларакан паха та йÿнĕрех продукцие анлă çул памалла».
Доклада сÿтсе явма ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ефремовпа Юрий Кислов, ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева хутшăнчĕç. М.Игнатьев ÿсĕмлĕ ĕçшĕн хула çыннисене тав турĕ, экономикăри çăмăл мар лару-тăрура производство калăпăшне ÿстерекен, ниме пăхмасăр малалла талпăнакан, саккассем шыракан, ĕç укçине пысăклатакан предпринимательсен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ. Социаллă пурнăçпа экономикăн ÿсĕмлĕ тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтерчĕ, патриотлăх юхăмне сармаллине палăртрĕ.
Тупăша ÿстермелле
Кăнтăрла иртсен Октябрьскинчи культура çуртĕнче Улатăр район депутачĕсен Пухăвĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Романов социаллă пурнăçпа экономикăн 2015 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕ тата кăçалхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Промышленноç производствин калăпăшĕ виçĕмçулхинчен чакман, мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче продукци 13,2% нумайрах туса илнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсен ÿсĕмĕ - 48,7%. Çав вăхăтрах вак суту-илÿ çаврăнăшĕ нумай пĕчĕкленнĕ, пурăнмалли çурт виçĕмçулхинчен 50% ытла сахалрах тунă, общество апатланăвне япăхрах йĕркеленĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿснĕ, районта пурăнакансем сахалланнă.
Докладçă бюджета тупăш 0,4 млн тенкĕ ытларах кĕнине, сухалакан çĕре виçĕмçулхинчен 48% пысăклатнине, малтан усă курман 4 га çĕре пусă çаврăнăшне хушнине ырласа асăнчĕ. Ял хуçалăх техникин 10 хатĕрне туяннă, Атрать поселокĕнче керамика стройматериал хĕртекен комбинат тума пуçланă. 2014 çулхинчен сĕт сахалрах сунă, выльăх, кайăк-кĕшĕк шучĕ пĕчĕкленнĕ.
ЧР Пуçлăхĕ кăçал еплерех аталанассипе кăсăкланчĕ. «Иртнĕ 5 çулта района 2,6 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă, çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртсе çитес 5 çул хушшинче экономикăна 3,5 млрд тенкĕ хывма палăртатпăр», - хуравларĕ Н.Романов.
М.Игнатьев ĕç укçине ÿстерме ыйтрĕ. 2015 çулта вăл республикăн вăтам кăтартăвĕн 60% чухлĕ çеç пулнă. «Район ĕçлесе илекен тупăш вырăнти пĕрлехи бюджетра 16% çеç йышăнать, - терĕ финанс министрĕ С.Енилина. - Хысна умĕнчи социаллă тивĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен пĕлтĕр укçа 24,3% нумайрах куçарнă. Тупăшсен пайне пысăклатассишĕн хăвăрăн лайăхрах ĕçлемелле. 770 çынпа ĕç килĕшĕвĕ тумасăрах шалу тÿленĕ. Анчах çав тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларса, административлă майпа ĕç пуçарса хак паман. Çавăн чухлĕ çынна чи пĕчĕк ĕç укçи тÿлесе хыснана налук куçарнă пулсан унта 4,8 млн тенкĕ хушăнатчĕ».
Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăх ял çыннисене пулăшас, вĕренÿ инфратытăмне хăтлас, бюджетăн социаллă пайне пуянлатас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. «Ял хуçалăхĕшĕн паян - чи ăнăçлă тапхăрсенчен пĕри, - терĕ. - Продукцин сутлăх хакĕ лайăх. Европа санкцийĕ предприятисене тупăш нумайрах тумалли çулсем шырама хистет. Вĕсемпе малалла каймалла çеç».
Культура çуртĕнче вăл Марушинсен, Сульдинсен тата Самсоновсен ĕç династийĕсен çемйисемпе тĕл пулчĕ. Çавра сĕтел хушшинче пуçтарăннисем хăйсен пурнăçне йывăçран стройматериал тăвакан Кирери предприятипе, Улатăрти вăрман комбиначĕпе, районти вăрман хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Тĕлпулура отрасль умĕнчи йывăрлăхсемпе, Кирене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, çулсене юсассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментари хушас