УКСУС КИРЕК ХĂÇАН ТА ВЫРĂНЛĂ

Паллах, тĕпелте уксуссăр май çук. Анчах вăл кĕркунне пахча çимĕçрен консервсем хатĕрленĕ чухне кăна мар, ытти лару-тăрура та витĕмлĕ пулăшать. Акă - темиçе тĕслĕх.

  • Çи-пуçа тар вараланчăкĕсенчен тасатать. Çăвас умĕн тарлă вырăна 10 минута шурă апат уксусĕпе йĕпетмелле. Кайран унран тĕпĕ-йĕрĕ те юлмасть.
  • Çÿçе итлекен тăвать. Çунă хыççăн çÿçе панулми уксусĕн шĕвекĕпе /1 стакан шыва - çур апат кашăкĕ уксус/ чÿхемелле.
  • Мышцăсем ыратнине ирттерет. Вăй хурса ĕçленĕ хыççăн мышцăсенче сĕт йÿçекĕ пухăнать те ыраттарать. Йÿçеке ирĕлтерсе лăплантарма 20 минута уксус компресĕ хумалла. Ун валли 1 стакан шыва 2-3 апат кашăкĕ уксус ямалла.
  • Япала тĕсне упрать. Çур стакан уксуса кĕпе çумалли машинăна ĕçлеттерес умĕн ямалла.
  • Сывлăша уçăлтарать. Апат уксусĕ хушнă шывпа чÿрече анисене, çÿлĕксене сăтăрса тухмалла, ăна кĕтессене сирпĕтмелле. Пÿлĕмри ырă мар шăршă самантарах сĕвĕрĕлет.
  • Киçтĕкри хытса ларнă сăрра ирĕлтерет. Кивĕ кастрюле кăштах уксус ярса вĕреме кĕртĕр те киçтĕке чикĕр, унпа савăт тĕпне пускаласа илĕр - сăрă тасалать.
  • Иклетнине ирттерет. Пĕр катăк сахăра уксусра йĕпетсе хăвăрт çыртса катăр та çăтса ярăр.
  • Савăта лĕкĕрен тасатать. Чейнике уксуслă шыв ярса вĕретмелле е çак шыва кĕпе çăвакан машинăн чÿхемелли хатĕр валли янтăланă сунтăхне ямалла. Уксус савăт стенкисене ларса тулнă извĕçрен лайăх тасатать.
  • Тутăхран тасатать. Тутăхнă вĕтĕ япаласене /болт, гайка, пăта.../ уксуса ярса вĕретмелле, унтан шывпа лайăх çумалла.
  • Апат тутине тавăрма пулăшать. Енчен те апат пĕçернĕ чухне пăрăç ытларах янă пулсан кастрюле 1 апат кашăкĕ панулми уксусĕ хушмалла.
  • Кантăк, пластик, хром çума аван. Шывпа çурмалла хутăштарнă уксуспа вараланнă вырăнсене сăтăрмалла. Нержавейкăпа хрома йăлтăртатакан пуличчен тасатма кăшт уксуса содăпа хутăштармалла.
  • Чечек çыххин ĕмĕрне тăсать. Каснă чечексен чÿлмекĕнчи 1 литр шыв пуçне 2 апат кашăкĕ уксус ямалла. Çыхă илемĕпе чылайччен савăнтарĕ.
  • Ура кăмпинчен сиплет. Темиçе кунра пĕрре урасене уксус ваннинче /1 пай уксус - 5 пай шыв/ 15-20 минут тытмалла.
  • Шашлăк валли сĕтеклĕ какай хатĕрлеме. 1 стакан апат уксусне 2 стакан шыва ямалла, техĕмлĕхсем хушмалла. Шашлăк ашне ярса лартмалли питĕ паха маринад пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.