Уксахлакан экономикăн ÿсĕмлĕ проценчĕсем

Экономикăри лару-тăру йывăр тетпĕр те — çавна май Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçи Марина ПЕТРОВА хăй ертсе пыракан тытăмăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме журналистсене пухса ирттернĕ брифингра пĕлтерни массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ теме те юрать: 2015 çулта Чăваш Енре налук тÿлевĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшне ÿстерме пултарнă. Налук органĕсем администрацилекен тÿлевсене 36 млрд тенкĕ ытла пухнă. Ку 2014 çулхипе танлаштарсан 102,4% пулать.

Тупăшран илекен налуксен ÿсĕмĕ уйрăмах курăмлă — 10,9%. Акцизсем те нумай хушăннă — 10,5%. Хушма хакран илекен налуксен калăпăшĕ 2,4% пысăкланнă. Çапла вара мĕнпур шайри бюджетсене кĕнĕ налук тупăшĕсем ÿснĕ: федераци бюджетне хывнă виçе 106,8% танлашнă, республика тата районсемпе хуласен бюджечĕсене хывмалли тÿлевсене 101% ытларах пурнăçланă.

Çак йĕркесен авторĕ "çĕршыв ертÿçисем бизнеса пусахлама чараççĕ, экономика вара уксахлать — çак условисенче налукçăсен бюжета мĕнле пуянлатмалла?" тесе ыйтнине хуравланă май Марина Валерьяновна иртнĕ çул пухнă налуксен виçине пысăклатма пултарнине хăй ертсе пыракан тытăм налуксене администрацилес енĕпе çине тăрса ĕçленипе сăлтавларĕ. Тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттерни кăна бюджета 2 млрд ытла тенкĕлĕх пуянлатма май панă. Çав вăхăтрах вăл налукçăсем бизнеса пусахламаннине пайăррăн палăртать. Çакна çирĕплетекенни — пĕлтĕр тĕрĕслевсем виçĕмçулхинчен 12% ытла чакни. Çав вăхăтрах кашни тĕрĕслев тухăçлăхĕ палăрмаллах, 17% ытла, ÿснĕ.

Марина Петрова управлени тилхепине тытнăранпа шăпах çулталăк çитрĕ. Çак тапхăрта вăл бизнеспа уçă диалог йĕркелеме ăнтăлнине пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç вырăнне хурса хакларĕ. Бизнес представителĕсемпе судсенче тавлашасси 25% чакнă та, эппин, налук тÿлекенсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшнин кăтартăвĕ куçкĕрет. Судсем хайхи тавлашусенче ыйтусене бюджет майлă татса парасси 75% яхăнах пулнине кура налукçăсем бизнеса "хĕстернĕ" тĕслĕхсем сăлтавсăр мар тени вырăнлă. Налук тÿлессинчен уйрăмах пысăк виçепе пăрăннă тĕслĕхсене пĕлтĕр 86 тупса палăртнă. Хăшĕсем — вун-вун миллион тенкĕлĕх. Пĕтĕмпе — 220 млн тенкĕлĕх. Следстви органĕсем налукçăсен материалĕсене тĕпе хурса 18 уголовлă ĕç пуçарнă. 6 уголовлă ĕçе кайран пĕтернĕ. Йĕрки çапла: патшалăхпа шăшипе кушакла вылякан пытарса хăварнă налуксене следстви тапхăрĕнчех тÿлесен уголовлă майпа явап тытассинчен хăтăлма пултарать.

Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налуксем тĕлĕшпе çивĕчлĕх пуррине Марина Валерьяновна пытармасть. Республикăра официаллă мар майпа ĕçлекенсен йышĕ питĕ пысăкки вăрттăнлăх мар. Нумайăшĕ ĕçлет, çав вăхăтрах бюджета пĕр пус та хывмасть. Çыннăн хăйĕн кайран чавса çыртмалла пуласси куçкĕрет — пенси пĕчĕк пулĕ. Тепĕр енчен, бюджета тупăш кĕменнине кура патшалăхăн социаллă тĕллевсем валли укçа çителĕксĕр. Акă мĕншĕн вăрттăн ĕç укçине легализацилес ĕçе налукçăсем те хутшăнаççĕ. Усси пур.

Паллах, нумай чухне саккуна пăсни ĕçлекен çынсенчен мар, вĕсене ĕç паракансенчен килет. Вĕсем çынсене официаллă мар майпа кăна укçа парса налуксенчен пăрăнма тăрăшаççĕ. Эппин, кунта налукçăсемшĕн ĕçлемелли пайтах-ха. Çапах çынсем хăйсене шалăва "конвертпа" пани çинчен налук инспекцийĕсене пĕлтернĕ тĕслĕхсем иртнĕ çул икĕ хут нумайланни ку енĕпе ĕç-пуç улшăнас туртăм пуррине кăтартать. "Пĕр пĕлтерÿ çине те алă сулмастпăр, кашни тĕслĕхре тĕрĕслев ирттеретпĕр", — çирĕплетрĕ Марина Валерьяновна. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕр 52 уйрăм çын предприниматель пулса регистрациленнĕ.

Налуксем ÿсĕмлĕ пулин те хăшпĕр предприяти йывăрлăхра пулнине йышăнмаллах. "Хыпар" корреспонденчĕ "Трактор завочĕсем" концернри лару-тăрупа кăсăкланнă май Чăваш Енĕн "тĕп налукçи" унăн налуксемпе çыхăннă парăмĕ пысăккине палăртрĕ, вăл ÿссех пырать. Налуксен çак концернăн республикăри предприятийĕсем тÿлеймен виçине ытти компани, ăнăçлă ĕçлекеннисем, бюджета унчченхинчен пысăкрах виçепе пуянлатса саплаштарнă. Çавнашкал предприятисен шутĕнче управлени ертÿçи "Акконд" фабрикăна, электротехника кластерĕн предприятийĕсене, ыттисене асăнчĕ. Парăмлисем пирки пайăррăн каламарĕ-ха, анчах унашкаллисем йышлă мар пулас. "Хăвăрах шухăшласа пăхăр, — терĕ вăл, — иртнĕ çул парăмсем 300 млн тенкĕ хушăннă, çав шутра 700 млн тенкĕ — "трактористсен" тÿпи". Хутлас-пайлас енĕпе ăста мар журналистсемшĕн капла калани ăнланмалла мар пулчĕ те — уçăмлатрĕ: "Урăхла каласан "Трактор завочĕсем" хăйсен парăмне пысăклатман-тăк республика шайĕнчи пĕтĕмĕшле ÿсĕм те пулмастчĕ".

Иртнĕ çул йывăр пулнине палăртнипе пĕрлех Марина Валерьяновна 2016 çул та çăмăл пулмасси çинчен каларĕ. Çакă экономикăри ĕç-пуç çивĕчлĕхĕпе те çыхăннă, Налук службине хăйне пырса тивекен самантсем те пур. Сăмахран, унăн полномочийĕсем анлăланаççĕ, эппин, ĕç те хушăнать. Хальлĕхе вара налук инспекцийĕсем деклараци кампанийĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ — 2015 çулшăн уйрăм çынсен тупăшĕ çинчен калакан декларацисене йышăнаççĕ. Сăмах май, икĕ уйăхра 35,4 пин деклараци йышăнма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 13,3% нумайрах.

Цифра пысăкланса пынине Марина Петрова "вычет" илес тĕллевпе деклараци çыракансем нумайланнипе сăлтавларĕ. Кам отчет пама ĕлкĕреймен — вĕсене аса илтермелли çеç юлать: ака уйăхĕн 30-мĕшĕ шăматкунпа пĕр килнине кура кăçал налук декларацийĕсене çу уйăхĕн 4-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тепĕр самант: ака уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче мĕнпур налук инспекцийĕнче йăлана кĕнĕ Уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Налукçăсем граждансене вăл е ку ыйтупа налук саккунĕсене ăнлантарса парĕç, тупăш çинчен калакан декларацисене çырса хатĕрлеме пулăшĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.