Украинăран килтĕм те...

24 Авăн, 2014

Эпĕ - Украина гражданинĕ, кунта ĕçе вырнаçасшăн. Ĕç хутшăнăвĕсене çирĕплетме предприятире докуменутсем ыйтаççĕ. Манăн кадрсен пайне мĕнле документсем памалла? Манпа мĕнле килĕшÿ тăвĕç, ĕç кĕнеки пулĕ-и?

Н.ШЕВЧЕНКО.

Ыйтăва Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи Фариза Кадырова хуравларĕ:

- Ют çĕр-шыв гражданинне, РФ территорине визăсăрах килмелли йĕркепе килнĕскере тата ĕçлеме ирĕк пурскере, ĕçе йышăнакан организаци ют çĕр-шыв çыннисен ĕçĕпе усă курмалли ирĕк илмесĕрех ĕçлеттерме пултарать. Анчах унăн ĕç е граждан-право килĕшĕвĕ тунă хыççăн виçĕ ĕç кунĕнче çакăн çинчен РФ ФМСĕн территори органне тата ĕç тăвакан влаç органне пĕлтермелле.

Асăннă органсемсĕр пуçне ĕç паракан организацин ют çĕр-шыв çыннипе ĕç килĕшĕвĕ тунă хыççăн 10 кунра ют çĕр-шыв çыннисене ĕçе явăçтарни çинчен хăйне шута илнĕ налук органне пĕлтермелле.

Ĕçлемешкĕн кунта вăхăтлăх пулакан, çавăн пекех вăхăтлăх пурăнакан ют çĕр-шыв гражданинĕн кирек мĕнле пулсан та федерацин миграци сферинчи ĕç тăвакан влаç органĕнче е унăн территори органĕнче ĕçлемелли ирĕк илмелле.

Урăхла каласан ĕçе кĕнĕ чух ют çĕр-шыв гражданинĕн ĕç паракана ĕçлемелли ирĕк кăтартмалла. Ăна улталаса хатĕрлесрен лайăх хÿтĕленĕ тата стандартлă виçеллĕ пластик карточка пек бланк çинче тăваççĕ. Ĕçлемелли ирĕке миграци службин органĕн ертÿçи, ĕçлемелли ирĕк пама йышăннăскер, полномочи панă должноçри çын алă пусать, çак орган пичечĕпе çирĕплетеççĕ.

Ытларах чухне ĕçлемелли ирĕке тĕрĕслев органĕсене /полицие, миграци органĕсене/ кăтартма тивнине кура вăл ют çĕр-шыв çыннин хăйĕн аллинче, çавна май ăна ĕçе йышăннă чухне ĕç паракана çав ирĕкĕн тата ют çĕр-шыв çыннин миграци карточкин копийĕсене хатĕрлеме, вĕсене кадр докуменчĕсемпе пĕрле упрама сĕнеççĕ. Çак кописем сирĕн организацие ĕçлев инспекцийĕ ют çĕр-шыв çыннисене ĕçлеттерекен предприятисенче тĕрĕслев ирттернĕ чухне кăтартмашкăн кирлĕ пулма пултараççĕ.

Çакна та палăртмалла: РФ Ĕçлев кодексĕн 11 статйипе килĕшÿллĕн ĕçлев саккунĕсем ют çĕр-шыв гражданĕсемпе çыхăннă ĕçлев хутшăнăвĕсене те туллин пырса тивеççĕ. Апла тăк ют çĕр-шыв çыннипе ĕç килĕшĕвĕ тусан унăн ĕç паракана Ĕçлев кодексĕн 65 статйинче палăртнă документсене те кăтартмалла: паспорт е çын кам пулнине ĕнентерекен урăх документ, ĕç кĕнеки /пуçласа ĕç килĕшĕвĕ тунă е çын хушма ĕçе кĕнĕ тĕслĕхсемсĕр пуçне/, ятарлă пĕлÿ е хатĕрленÿ кирлĕ ĕçе вырнаçнă чухне - вĕреннине, квалификаци е ятарлă пĕлÿ илнине ĕнентерекен документ.

 

К.АНТОНОВ ыйтса пĕлнĕ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.