Украин каччи чăвашла калаçма вĕрентет

Кирлĕ тĕк испанла е турккăлла калаçма пултарать вăл. Грузин, эсперанто, акăлчан, нимĕç чĕлхисене те ăса хывнă Артем Федоринчик. Акă чăвашла та çăмăллăнах калаçу пуçарчĕ. «Ют халăх çынни валли чăвашла аван калаçатăп тесе шухăшлатăп», — палăртрĕ çамрăк. Çирĕплететĕп, чăн-чăн чăваш тейĕн!

«Хавал» уйлăхĕнчен пуçланнă

Чăвашлăхшăн çунакан хастарсем, «Хавал» ирттерекен çуллахи уйлăха /лагере/ хутшăнакансем Артема питĕ лайăх пĕлеççĕ. Киев хулинче çуралса ÿснĕ каччă пирĕн республикăна 6 çул каялла шăпах çак уйлăха килнĕ. Малтанах вĕренекен пулнă, тепĕр çулхине вĕрентекен пек хутшăннă. Чăваш чĕлхине мĕнле ăса хывмаллине çынсене ăнлантарнă вăл. Артем пытармарĕ, çак тивĕçе пурнăçлама çăмăл килмен ăна, йывăрлăхсем пулнă. Ун хыççăн çамрăк арçын çынсене скайп урлă чăваш чĕлхине ăса хывма пулăшнă. Ятарлă видеоуроксем те хатĕрленĕ. Вĕсене интернетра тупма пулать.
2 çул каялла Артем Одесса хулинче диссертаци хÿтĕленĕ. Чăваш Ене пĕрре мар килнĕскере ЧР вĕренÿ институтне ĕçе йыхравланă. Çамрăк арçын унта пĕлтĕртенпе ĕçлет. Чĕлхесемпе кăсăкланасси мĕнрен пуçланнă-ха унăн? Вăл гуманитари гимназийĕнче вĕреннĕ. Математика енĕпе аслă пĕлÿ илес тесех аслă шкула кĕнĕ. «Мана çынсем килĕшеççĕ. Вĕсемпе ĕçлес килетчĕ. Пĕр самантра математик пулмассине ăнлантăм», — аса илчĕ Артем. Кайран хăйне темиçе профессире тĕрĕсленĕ вăл: программист пулса ĕçленĕ, реклама тытăмĕнче тăрăшнă… Пĕр кунхине юлташĕ шăнкăравланă та интересленнĕ: «Акăлчанла пĕлетĕн, пĕр текст куçараятăн-и?» Ĕçе ним мар пурнăçланă Артем. Кайран нимĕç чĕлхинчен текст куçарма ыйтнă. Шкулта вĕреннине маннă пулсан та каччă кĕнекесене алла илсе веçех аса илнĕ. Кайран француз чĕлхине ăса хывма шухăшланă, унтан — испан чĕлхине. Артем каланă тăрăх, вăл халĕ те чи кăмăллакан чĕлхесенчен пĕри. Турцие кайсан турккăлла калаçмашкăн вĕрен-ме палăртнă. Çăмăл килмен ăна. Ара, турккă чĕлхи, вăл вĕреннĕ чĕлхесемпе танлаштарсан, пачах урăх çемьерен. «Халĕ пурĕ миçе чĕлхепе калаçма пултаратăр?» — тесе ыйтсан Артем йăл кулчĕ. Чĕлхеçĕшĕн ку ыйту йывăр пулнине палăртрĕ. Пăлхар, поляк, удмурт чĕлхисене те вĕреннине пĕлтерчĕ. «Усă курмасан чĕлхе манăçать. Пăшăрханмалли çук, кирлĕ тĕк çĕнĕрен вĕренме пулать», — шухăшне палăртрĕ çамрăк чĕлхеçĕ. Украинăра çуралса ÿснĕскер çуллахи каникулсене Беларуçре асламăшĕпе аслашшĕ патĕнче ирттернĕ, çавăнпа та вĕсен чĕлхине те пĕлет.

Вĕренÿ кĕнеки хатĕрлесшĕн

«Манăн тĕллев пур — чăвашла вĕренмешкĕн вĕренÿ кĕнеки хатĕрлесси. Унашкаллисем пур-ха, ну-май. Анчах сахал ăнлантарнă унта, ахаль çын валли ансатах мар. Эпĕ хам туйса куртăм вĕт, çăмăл килмерĕ. Чылай çын чăваш чĕлхине ăса хывма пуçлать, анчах ĕçе пăрахать. Вĕсен шухăшĕпе, чăваш чĕлхи кăткăс. Çук, йывăрах мар вăл. Лайăх меслет çеç кирлĕ», — палăртрĕ Артем хăйĕн тĕллевĕсем пирки сăмах пуçарнă май. Тĕрĕссипе, вăл скайп урлă çынсене акăлчанла вĕрентсе нумай укçа ĕçлесе илме, ют çĕршывсенче канма пултарать. Çамрăк арçын шухăшĕпе, çак чĕлхене ăса хывма пулăшакансем унсăрăн та пур. Унăн чăваш халăхĕшĕн усăллă пулас килет. «Чăваш чĕлхи чăвашсем валли» тенипе те килĕшмест вăл. «Удмурт Республикинче стажировкăра пулнăччĕ. Бурановăри кинемейсем Еврокурава кайса килнĕ хыççăн чĕлхене вĕренес текенсем йышланнă. Патшалăх шайĕнче ятарлă курссем йĕркеленĕ, унта вырăнти вырăссем çÿреççĕ. Вĕсемшĕн удмуртла пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Çав республикăра пурăнаççĕ вĕт, чĕлхене ăнланасшăн, унпа усă курасшăн халăх», — тĕлĕнтерчĕ Артем. Халĕ вăл Наци вулавăшĕнче чăваш чĕлхин курсĕ-сене ирттерет. Унта вăтамран 10 çын çÿрет. Çак йышра чăвашсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те пур. Вĕсен чăвашла вĕренмешкĕн туртăм вăйлине палăртать вĕрентекен.
Халĕ интернет саманинче чĕлхене ăса хывма май нумай. Телефонсем валли сарăмсем /при-ложени/ пур, сайтсем те чăвашла «калаçаççĕ». Артем шухăшĕпе, нумай япала патшалăхран килет. Вăл чăвашлăхшăн çунакан çынсем пурришĕн савăнчĕ. Нумаййăн мар пулсан та пур вĕсем. «Унччен чăваш чĕлхи ялти чĕлхи çеç шутланнă. Халĕ çамрăксем урăхла шухăшлаççĕ паллах. Аслисем лайăхрах калаçаççĕ, яшсемпе хĕрсем — вăтам. Чылай япала шкултан та килет çав. Пĕрмай вырăсла калаçсан ачасем çак чĕлхене лайăхрах пĕлеççĕ. Яла асламăшĕ-кукамăшĕ патне кайсан та чăвашла пуплес вырăнне вырăс чĕлхинех усă кураççĕ. Ижевск хулинче çакна асăрханăччĕ: урамра удмурт чĕлхи сахал илтĕнет. Шупашкарта лару-тăру урăхларах паллах. Анчах Хусанпа танлаштарсан — расна. Эпир пĕрремĕш мар, чĕлхе йывăрлăхĕсем кашни регионтах пур», — палăртрĕ Артем Федоринчик.
Вĕренÿ институтĕнче ĕçленĕ май унăн час-часах чăваш чĕлхин учителĕсемпе хутшăнма тивет. «Килеççĕ те вырăсла сывлăх сунаççĕ, кайран чăвашлах калаçаççĕ. Унтан вырăсла сыв пуллашаççĕ. Мĕншĕн тăван чĕлхепех калас мар?» — тĕлĕнет чĕлхеçĕ. Общежитире пурăннă май вăл вахтăра ĕçлекенсене, вĕсем ют тăрăхран килнĕскерсем пулсан та, чăвашла сывлăх сунать, сыв пуллашать. «Ăçта та пулин килсен эсĕ чăваш пулнине палăртмалла пек туйăнать. Калăпăр, «Ырă кун» темелле. Çын ăнланмарĕ тĕк малалла вырăслах хутшăнма пулать. Чăваш пулчĕ тĕк тăван чĕлхепех калаçу йĕркелемелле», — унăн хăйне евĕр сĕнĕвĕ хама та килĕшрĕ.

Мультфильм куçарнă

Чăваш ачисем валли мĕншĕн мультфильмсем çук? Çак шухăш канăçсăрлантарнипех Артемăн пĕр-пĕр мультике чăвашлатас шухăш çуралнă.

Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.