Укçана тавăрасшăн

4 Нарăс, 2016

Шăла сиплетĕп, ларттаратăп. Çавна май чылай укçа кирлĕ. Илтнĕ тăрăх - тăкакăн пĕр пайне тавăрма пулать иккен. Çакна тума мĕнле документсем тăратмалла-ши?

Вера Михеева. Хĕрлĕ Чутай районĕ.

Эсир сиплеме кайнă хисепĕн 13 процентне тавăрттарма пултаратăр, анчах 15 пин те 600 тенкĕрен ытла мар ?çулталăкра налук тÿленĕ хисепрен иртмесĕр, çак тапхăрта медицина çăмăллăхĕшĕн тăкакланнăшăн%.

Хăш-пĕр хаклă сиплевшĕн ун пек чару çук, пĕтĕм суммăран 13 процентне туллин тавăрса параççĕ, анчах сире сыватма усă куракан медицина çăмăллăхĕ ятарлă списокра пулмалла.

Налук органне çак документсене тăратмалла:

• паспорт копийĕ;

• ĕç вырăнĕнчен панă тупăша палăртакан справка ?2-НДФЛ% ;

• тÿлев докуменчĕсем;

• медицина çăмăллăхне пани çинчен калакан килĕшÿ копийĕ;

• сывату учрежденийĕн лицензи копийĕ;

• налук органне тăратма панă медçăмăллăхшăн тÿленине çирĕплетекен справка.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.