Укçаллипе мăшăрланасшăнччĕ те...

6 Нарăс, 2016

Пĕлĕшсем мана ватта юлнă хĕрсен йышне кĕртеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, манăн май пур таран хăвăртрах мăшăрланмалла, ача çуратмалла. Эпĕ çемье çавăрма хирĕç мар, анчах кама суйламалла? Вăтăртан иртсен те çара çерçи пек пурăнаканпа калаçас килмест. Ун пеккипе пысăк хваттерте саркаланса пурăнасси иккĕленÿллĕ. Унсăр пуçне тинĕс хĕрринче те хĕртĕнсе выртаймăн. Унта-кунта кайса килмешкĕн çăмăл машина та илеймĕн.

Шыраканни, чăнах, пуяннине те тупать. Çывăх юлташсенчен пĕри укçаллă каччăпа паллаштарма шантарчĕ. Вăл 5 хваттер, 2 машина илме вăй çитернине хам та тÿрех ĕненмерĕм. Унашкалли, паллах, хисепе тивĕçлĕ. Килĕшесчĕ кăна ăна.

Тĕл пулма палăртнă куна аранах кĕтсе илтĕм. Илем салонĕнче çур кун ирттернине калама кирлех-ши? Анчах... кая юлса çитрĕ вăл кафе умне. Те кивĕ машини чăхăмланă? Те хĕрпе паллашасси пĕлтерĕшлех мар уншăн? Кĕттернĕшĕн каçару та ыйтмарĕ. Юрать, кÿренмерĕм.

Каччăсем тĕлпулăва çыпăçуллă тăхăнса килекенччĕ. Тĕрĕссипе, тăсăлнă трикопа çÿрекенсене чăтма пултараймастăп. Унпа вара тиркешсе калаçма хăяймастăп.

Пĕр чечек те пулин парнелесчĕ мана. Çук, илсе памарĕ. Кафере чей ĕçесшĕнччĕ. Шел те, вăл шала кĕме сĕнмерĕ.

Таксистра тăрăшаканскер мана тÿрех киле чĕнчĕ. «Унта сĕтел хатĕрленĕ ĕнтĕ», - мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Манăн ниçта та васкамалла мар, çавăнпа унпа пĕрле кайма килĕшрĕм.

Ку килте хăна кĕтме хатĕрленмен. Çимелли те, ĕçмелли те нимĕн те çук. Шалта та - пуш-пушă. Пуян çынсем çапла пурăнаççĕ-ши?

Пĕр пытармасăр калатăп: хырăм выçрĕ. Юрать-ха çĕнĕ пĕлĕшĕм çĕрулми ăшалама ыйтрĕ. Çав вăхăтрах тип çуне сахалрах яма хушрĕ. Килте пулсан какай та ярăттăм, кунта хуçан сăмахĕнчен иртме çук.

- Эпĕ кашни пуса перекетлеме хăнăхнă. Пĕр япалана 10 çул тăхăнма пултаратăп, - апат çинĕ май чунне уçать хусах.

Хам та курса ĕнентĕм. Пушмакĕ авă салтакран тăхăнса килниех. Çÿхе майки шăтса пĕтнĕ.

Те «пурнăç çынни», те «хыт пăрçа» темелле ăна? Апла-и, капла-и, кăмăла каймарĕ вăл мана. Кама валли пурлăх пухать-ши? Укçаллă пулин те выçăллă-тутăллă пурăнать, урайĕнче çывăрать, кивĕ машинăпа çÿрет...

Каллех çĕрĕпе ĕçлеме палăртнă вăл. Улттăмĕш хваттер туянмашкăн укçа пуçтарать ĕнтĕ.

Темиçе кунран ман пата шăнкăравласа пăхрĕ - эпĕ калаçмарăм. Унпа хутшăнас килменнине ăнланса илчĕ ахăр, çавăнпах урăх чăрмантармарĕ.

Укçаллă каччăпа çемье çавăрасшăнччĕ - пулмарĕ. Çапах шăпа çырнине тĕл пулас шанăçа çухатмастăп. Ау, кам манпа телейлĕ пуласшăн? Пурнăç илемĕпе пĕрле киленĕпĕр!

Екатерина ЦВЕТКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.