Укçа-тенкĕпе вăхăтра тата тĕллевлĕ усă курмалла

10 Юпа, 2016

Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕпе мĕнле усă курни, гриппа кĕрешес тĕллевпе прививка кампанийĕ еплерех пыни, «Аслă ăру» вунăкунлăхăн пĕтĕмлетĕвĕсем, граждан оборони енĕпе йĕркеленĕ тренировка мĕнле иртни — шăпах çак ыйтусем тĕпре пулчĕç Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ канашлура.

Ăшăпа тивĕçтересси, çулсен юсавĕ…

Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явма пуçличчен Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Раççейри чи лайăх шкулсен рейтингне пĕтĕмлетнине, унта пирĕн республикăри шкулсем те кĕнине пĕлтерчĕ. Регион Пуçлăхĕ асăннă вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿлĕхĕпе юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче тĕлпулу ирттернĕ. Унта педагогсем лайăх кăтартусемпе палăрнă организацисене пулăшсан аваннине палăртнă. Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Инна Исаева çĕршыври чи лайăх шкулсен рейтингне кĕнĕ шкулсем валли 1 миллион тенкĕлĕх грантсем çирĕплетме сĕннĕ. Республика Ертÿçи канашлура çакнашкал рейтингсенче палăрни Чăваш Енĕн ĕç климатне аванлатма май панине каларĕ, чи лайăххисем тесе йышăннă шкулсем пулăшупа хавхалантарăва чăнласах та тивĕçлине çирĕплетрĕ. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин тата Финанс министерствисене муниципалитетсемпе пĕрле шкулсем валли грантсем çирĕплетмелли мелсене пăхса тухма, тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрлеме хушрĕ.

Михаил Игнатьев хутса ăшăтмалли тапхăр мĕнле пынипе, ăшă пĕтĕм çурта çитни- çитменнипе кăсăкланчĕ. ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов нумай хваттерлĕ çуртсен 99,3 процентне ăшăпа тивĕçтернине асăнчĕ. Пăрачкав, Куславкка, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче пурăнакан 1,5 пин çын çак ырлăхпа халĕ те усă кураймасть. Тĕп сăлтавсенчен пĕри — юсав ĕçĕсене тата çуртсене уйрăм хутса ăшăтмалли тытăм çине куçарассине вăхăтра вĕçлейменни. Михаил Игнатьев çанталăк сивĕтсех пынине, çавăнпа пурне те паян-ыранах ăшă памаллине палăртрĕ. Лару-тăру пирки хăйне кунсерен пĕлтерме хушрĕ.

ЧР Çул-йĕр фончĕпе мĕнле усă курни пирки транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников доклад турĕ. Вăл каланă тăрăх — 2016 çулта асăннă фонд валли тĕрлĕ бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕ виçи 4235 миллион тенкĕпе танлашать. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çав нухратăн 36% усă курнă. Пурте усă куракан автомобиль çулĕсем тĕлĕшпе çул-йĕр ĕç-хĕлне тивĕçтермешкĕн çак тĕллевпе уйăрнă укçа- тенкĕн 36% янă. Кăçал 72 километр тăршшĕ ав-томобиль çулне, çавăн пекех çуртсен 170 картишне /çав шутран 139-шĕ — Шупашкарта/ юсанă. Патăрьел районĕнче — 4,2, Комсомольски тăрăхĕнче — 1,7, Етĕрнере 0,7 километр çул тунă.

Йывăрлăхсем пирки каланă май Михаил Сергеевич регион тата муниципалитетсен хушшинчи çулсене пăхса тăрас енĕпе «Чăвашавтодор» тата «Чăвашупрдор» компанисемпе тунă пĕтĕм контракта пăрахăçланине, чÿкĕн 1-мĕшĕччен торгсем ирттерсе çĕнĕ подрядчиксем палăртассине пĕлтерчĕ. Министр федераци укçи-тенкине явăçтарса тăвакан вырăнти çулсем пирки те чарăнса тăчĕ: «Кăçал çакнашкал тăватă объект тăваççĕ. «Тăрăн-Кĕçĕн Арапуç» çул хута каясси иккĕлентермест, унта укçа-тенкĕн 50 ытла процентне ĕçе янă. «Сĕнтĕрвăрри-Кушник» автоçул строительстви пирки вара апла калаймăн». Михаил Игнатьев докладçа чарсах подрядчик кам пулнипе кăсăкланчĕ.

Унта республикăри паллă çул-йĕр организацийĕсенчен пĕри ĕçленине пĕлсен хыттăнах çапла каларĕ: «Конкурсра çĕнтернĕ тĕк — ĕçлеччĕр!» Вăл федераци укçи-тенкипе вăхăтра тата тĕллевлĕн усă курмаллине аса илтерчĕ. Смета-проект документацине хатĕрленĕ чухне йăлтах шута илмеллине пĕлтерчĕ.

Канашлура Шупашкарти Мускав кĕперне реконструкцилес ĕç еплерех пынине сÿтсе явнă май республикăри ытти чылай кĕпере те юсамаллине палăртрĕç. Республика Пуçлăхĕ хальхи вăхăтра Ишлей çывăхĕнчи çула юсанăран унта канмалли кунсенче «пăкăсем» йĕркеленнине, çавна май çынсем кăмăлсăрланнине пĕлтерчĕ. Эппин, ĕçе урăхларах йĕркелемелле. Çавăн пекех хăшпĕр çĕрте çулсен хĕрринче, чарăнусен çумĕнче çÿп-çап йăваланса выртни пирки чарăнса тăчĕ, ун пекки пулмалла маррине асăрхаттарсах каларĕ.

Грипран сыхланмалла

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова каланă тăрăх — 2016-2017 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче 520 пин çынна, çав шутра 170 пин ачана, прививка тума палăртнă. Хальхи вăхăтра 283 пин çын çак пулăшупа усă курнă. «Ку сезонра специалистсем AH3N2 вирус, урăхла ăна «Гонконг вирусĕ» теççĕ, килессине палăртаççĕ. Вирусăн çак тĕсĕ пирки иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен-ченпех пĕлеççĕ, ун чухне вăл пуçарнипе вăй илнĕ грипп Гонконгра тата тĕнчери темиçе çĕршывра алхаснă. «Гонконг грипĕ» чĕре тытăмĕн ĕçне япăх витĕм кÿме пултарать. Вăл ачасемпе ватă çынсемшĕн уйрăмах хăрушă», — ăнлантарчĕ Алла Владимировна.

Министр çынсем респираторлă вирус инфекцийĕсемпе чирлесси ÿссе пынине, вĕсенчен ытларахăшĕ 17 çула çитмен ачасемпе çамрăксем пулнине асăнчĕ. Вăл корпоративлă вакцинаци пĕлтерĕшĕ çинче те чарăнса тăчĕ, ĕç паракансем хăйсем патĕнче вăй хуракансен сывлăхĕшĕн тăрăшни аван тесе палăртрĕ. А.Самойлова аптекăсенче грипран сипленмелли тата профилактика валли препаратсем çителĕклине систерчĕ. Михаил Игнатьев министр хăй прививка туни-туманнипе кăсăкланчĕ. «Паллах, тунă», — пулчĕ хурав. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, «Фармация» предприятие чылай çул ертсе пынăскер, хальхи вакцинăсемпе ултă уйăхри ачасене те прививка тума юранине, маларахрисем вара 3 çултан аслăраххисемшĕн çеç юрăхлă пулнине пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич спикертан депутатсем пирки ыйтрĕ те — Валерий Николаевич халăх суйланăскерсем çывăх вăхăтрах вакцинациленессине пĕлтерчĕ. «Чир палăрма пуçласанах тухтăртан пулăшу ыйтмалла, этемĕн хăй тĕллĕн сипленмелле мар», — пĕтĕмлетрĕç канашлăва хутшăннисем.

Аслă ăру çыннисен кунне халалланă «Аслă ăру» вунăкунлăхăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев паллаштарчĕ. Республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров граждан оборони енĕпе йĕркеленĕ тренировка мероприятийĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, вĕсенче хастарлăхпа палăрнă министерство- ведомствăна ырă енчен палăртса хăварчĕ. Михаил Игнатьев слайдсене пăхнă май çакнашкал тренировкăсем валли ятарлă тум туянсан аванраххине пĕлтерчĕ. Канашлура çавăн пекех хальхи вăхăтра йывăç-тĕм лартмалли, вĕсене вăй иличченех пăхса тăмалли тавра калаçрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА