Укçа шутланă хушăра хаçат вулама та манмалла мар иккен...

14 Раштав, 2013

Республикăри пĕчĕк тата вăтам бизнесри хĕрарăм предпринимательсем хăйсен пĕрремĕш слетне шăпах Раççей конституцийĕн кунĕнче пухăнни ăнсăртран мар - кирек мĕнле ĕçе те саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелесен вăл ăнăçасси никама та иккĕлентермест. Шăпах çак шухăша палăртрĕ те Республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева пухăннисене уявпа саламланă май.

Пысăкки яланах пĕчĕккинчен пуçланать. Республикăра та акă малтанах çулталăкри чи лайăх хĕрарăм предпринимателе конкурс ирттерсе палăртасси, ăна Çĕнĕ çул умĕн чысласси йăлана кĕнĕччĕ. Ырă йăла çирĕпленчĕ, конкурсран вара 10 çул каялла Ассоциаци йĕркеленчĕ.

Хĕрарăмсем тĕрлĕ конкурса хастар хутшăннине ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та çирĕплетрĕ.

- Предпринимательлĕхе арçын е хĕрарăм ĕçĕ çине пайлама çук, - терĕ премьер. - Çыннăн ĕçлес килтĕр, ун пеккисене муниципалитет, патшалăх шайĕнче пулăшма яланах тăрăшăпăр. Çакăн пек слетра пĕр-пĕрин опычĕпе тата паха проектсемпе паллашма май пур. Чăваш хĕрарăмĕсен опычĕ пирки вара федераци шайĕнче те каласа кăтартмалла, сирĕн пуçарăва çĕр-шыв шайĕнче те сĕнĕп.

 

Чăвашра социаллă такси те пулĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Ассоциаци йĕркеленнĕ вăхăта, 10 çул каяллахи тапхăра, таврăнчĕ. Чи кирли, хĕрарăм хĕрарăмах пулса юлчĕ: амăшĕ, аппăшĕ-йăмăкĕ... Çапах та предприяти-организаци тилхепине этемлĕхĕн вăйсăр теме хăнăхнă çурри хăй аллине илнине паттăрлăхпах танлаштарчĕ Алла Владимировна. Çав вăхăтрах пухăннисене социаллă бизнеса ытларах хутшăнма, ăна аталантарма чĕнсе каларĕ - хĕрарăм, тем тесен те, туйăмлăрах, яваплăрах...

Инçе кайиччен тÿрех каласа хăварас килет - министр чĕнсе каланине тÿрех ярса илекен те тупăнчĕ. 2006 çулта Çĕрпÿ районĕнче Надежда Афанасьева хула çывăхĕнче транспорт çÿрессине йĕркеленĕ. Мĕншĕн шăпах çав маршрута уçма шухăш тытнă хĕрарăм? Тупăшĕ нумай мар иккен унран, арçынсем çавăнпах унпа çыхланасшăн мар. Надежда Ивановна вырăнти влаçпа канашланă. Çынсене район центрне çитме питĕ чăрмавлă пулнине, халĕ çав ыйтăва хастар хĕрарăм пуçарăвĕпе татса пама май пуррине кура пуçлăхсем, паллах, ку шухăша ырланă кăна. Ĕçри кăткăслăхсем пирки те калаçрĕ вăл. Тепĕр тесен, “çавра сĕтел” хушшине шăпах çав ыйтусене сÿтсе явма пухăнман-и вара? Налук тÿлес енĕпе маларах патент мелĕпе усă курнă-мĕн. Халĕ вара, улшăнусем кĕртнĕ хыççăн, ку мел ГАЗельсемшĕн юрăхлă мар. Çула тухас умĕн хĕрарăм ĕçтешĕсемпе канашланă - слетра вĕсем мĕнле ыйту хускатĕччĕç? Касса дисциплинине пурнăçа кĕртнĕ хыççăн, тĕрĕссипе, ĕçлеме вăхăт та юлмасть иккен, документсемпе чакалансах вăхăт иртет - çак ыйтăва çĕклеме ыйтнă республика ертÿлĕхĕ умĕнче. Алла Владимировна социаллă такси йĕркелеме сĕнсен - сăмахран, сусăррисене Шупашкара е районти ФСКна илсе çитерме - хĕрарăм шухăшласа та тăмарĕ. Ыйтусене каярахпа татса пама калаçса татăлчĕç. “Арçын пулнă тăк темччен ÿкĕтлеме тиветчĕ-ха”, - йăл кулчĕ министр.

 

Кĕсьене хулăнлатакан чун туртăмĕ

Марина Аниченкова, хăй вăхăтĕнче экономист пĕлĕвĕ илнĕскер, 1995 çултанпах строительство енĕпе ĕçлекенскер, республикăри предпринимательсен хушшинче тахçанах ырă ята тивĕçнĕ. Хĕрарăма яланах мĕн те пулин çитмест текен шÿт, тен, шăпах Марина Николаевна пирки? Стройка енĕпе йăлтах йĕркелесе çитернĕ хыççăн вăл суту-илÿ енĕпе те аппаланса пăхма шухăш тытнă. Сывлăхшăн кирлĕ ен - спорт таварĕсем - суйласа илнĕ. “Кредитсăр ним тума та çук, - палăртрĕ Марина Николаевна, - процентсене субсидилени вара - курăмлă пулăшу”. “Лавкка уншăн çапах та - хобби кăна”, - Ольга Юрьевнăн шÿтлĕ пĕтĕмлетĕвне хĕрарăмсем те ярса илчĕç - эх, кун пек хобби никама та пăсмĕччĕ те...

 

Ĕçлеме пулать - çын çитмест

Ялта пурăнакансен - хăйсен пуç ыратăвĕ. Вăрмар районĕнчи Егоровсем республикăра чи малтисен йышĕнче хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Упăшки - инженер, арăмĕ - зоотехник, иккĕшĕ те ял хуçалăх академийĕнче /ун чухне институт-тăр/ ăс пухнă, ĕçле кăна темелле. Кредитпа усă курса 2 трактор, 2 комбайн, 1 самосвал туяннă. Анчах та парăма татмалла вĕт-ха... Малтанхи вăхăтра пĕтĕм тупăш банксемпе татăлса пĕтнĕ. Çапла производствăна ирĕксĕрех сарма тивнĕ. Ĕç кайнă. Унтан татах йывăрлăх тухса тăнă - çул начар. Ăна та сарнă. Каярахпа управсем йĕркеленĕ. Ĕнтĕ Лидия Ивановна малашлăха çирĕп шанăçпа пăхать: ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ хыççăн ывăлĕ те, хĕрĕ те çемье бизнесне таврăннă. Халĕ урăхларах ыйту тухса тăнă: вăтам звенори рабочисем çитмеççĕ. Ял хуçалăхĕнчи çамрăк специалистсене хавхалантарас ыйтăва çĕклерĕ Лидия Егорова.

 

Ертÿçĕн декрета каймалла мар-им?

Ытти хĕрарăм та хăйсем ĕçе мĕнле пуçăнни, ура çине мĕнле тăни çинчен каласа кăтартрĕç. Çапла, патшалăх пулăшать. Анчах та татса паман ыйту çав-çавах нумай-ха. Калăпăр, ертÿçĕ тĕлĕшпе социаллă программăсем ĕçлемеççĕ. Фирма ертÿçи хăй патĕнче вăй хуракансене декретшăн та, чирленĕ вăхăтшăн та тÿлет, хăй вара çак пулăшупа усă кураймасть. Унсăр пуçне обществăра граждан статусĕсем çав-çавах пĕр тан маррине çирĕплетрĕç пухăннисем. Ку вара кăткăслăхсем кăларса тăратать. Апла тăк, хĕрарăм предпринимательсене, тен, пайăр пулăшу кирлĕ? Ертÿлĕх кун пирки те шухăшласа пăхма шантарчĕ.

 

“Кунта “фанфурик” сутмаççĕ”

Хĕрарăм чунне ыраттаракан ытти ыйту тавра та хускалчĕ сăмах. Ăс-пуçа минретекен “фанфуриксене” кашни утăмра сутма хăçан пăрахтарĕç-ши? Анчах та пĕрне сутлăхран кăларсан ун йышши тавар тÿрех тепри тупăнать-çке. Малтан - “Тройной” одеколон, халĕ акă - “фанфурик”... Малтанах вĕсем пысăк тупăш кÿни пирки сăмах сарнăччĕ халăхра, çавăнпа кашни утăмрах сутаççĕ-мĕн. Алла Самойлова ку шухăша хирĕçлерĕ - тупăшĕ питĕ пĕчĕк, сутма чармашкăн та ирĕк çук. Тен, кашни аптека, лавкка алăкĕ çине çырса çакмалла: “Кунта “фанфурик” сутмаççĕ”. Çакăнпа килĕшрĕç хĕрарăмсем, Ольга Зайцева хастарсене явăçтарма шантарчĕ.

 

Тĕрĕслекенсем пулăшаççĕ-и е чăрмантараççĕ кăна-и?

Маларах пухăннисемпе “пурнăç тавра” калаçма май килчĕ те, çакна палăртрĕç хĕрарăмсем - тĕрĕслев питĕ нумай, ĕçлеме те памаççĕ. Хысна пуянлăхĕшĕн тăрăшакансем хăйсем те çак ыйтăвах хускатрĕç. Федерацин налук службин управленийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Порфирьева çирĕплетсех каларĕ - шанманнисем, вăхăтра тÿлеменнисем патне кăна çитеççĕ. Ку йыш пысăк мар - республикăри предпринимательсен 2-3 проценчĕ кăна. Анчах тĕрĕслекеннисен “çарĕнче” налукçăсемсĕр пуçне тата кам кăна çук-тăр...

Республикăра ĕçсĕррисен йышĕ чакса пынинче те предпринимательсен тÿпи пĕчĕк мар. Нумай пулмасть кăна-ха Чăваш Ен ку енĕпе Атăлçи тăрăхĕнче чи хыçалта тенĕ пек пулнă, халĕ вара виççĕмĕш вырăна хăпарма пултарнă.

 

Пĕлменлĕх пĕтерет...

Слетра влаçпа предпринимательсен хушшинче уçă калаçу иртрĕ темелле. Паян хăйсен ĕçне пуçлакансем те, ура çине тăма ĕлкĕрнисем те пĕр шухăша палăртрĕç - патшалăх енчен пулăшмасан аталанма питĕ йывăр. Пирĕн республикăра ку енĕпе лару-тăру йĕркеллех темелле. ЧР экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова çак пулăшу тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртрĕ: субсидисем, грантсем... Кун пирки хаçатра тĕплĕн чарăнса тăрас килмест: экономика министерствин сайтĕнче тулли информаци пур. Бизнес картинче çаврăнакансем тепĕр чух йывăрлăхсем пирки калаçнине илтме тивет. Çав вăхăтрах министерствăра предпринимательсене пулăшмашкăн уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса пĕтерменни палăрчĕ. Кун пирки Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов пĕлтерчĕ. Çулталăк кĕç-вĕç вĕçленет. Апла тăк васкамалла, документсем хатĕрлемелле.

Çакă та кăсăклă туйăнчĕ - чăваш предпринимателĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе республикăра ятарлă уполномоченнăй пуррине... пĕлмен те иккен ку таранччен хăшĕ-пĕри. Тĕлĕнмелле. Апла тăк вĕсем хаçат-журнал та вуламаççĕ, республикăри ытти хыпарпа та паллашмаççĕ. Тупăш илес шухăшпа кăна пурăнсан малалла аталанма пулать-ши вара? Çав вăхăтрах, Владимир Николаевич хăй каласа кăтартнă тăрăх, уполномоченнăй пулăшăвĕпе усă курма ĕлкĕрнисем те пур. Вăхăт таппипе тан пырас тесен паян информаци уçлăхĕпе туслашмаллине камăн-камăн та, предпринимательсен пĕлмеллех ĕнтĕ.

 

Калаçу икĕ енĕшĕн те усăллă иртнĕн туйăнчĕ. Ольга Юрьевна слета пухăннисене кунта хускатнă ыйтусене районсене таврăнсан сÿтсе явма ыйтрĕ те, ман шухăшпа, хĕрарăмсен вырăнти канашĕсен ертÿçисем те çак меропрятие хутшăннă тăк аванрах пулатчĕ-тĕр. Çапах та темĕн чухлĕн пухăнсан та пур ыйтăва сÿтсе явма вăхăт та, май та çитмĕ - пурнăç кунсерен аталанать, сехетсерен тĕрлĕ кĕтменлĕх хатĕрлет пире валли. Çавăнпа та хĕрарăмсене пурнăçпа çапах та тан пыма сĕнчĕ Ольга Зайцева - кунсерен çуралакан ыйтусене, сăмахран, виртуаллă майпа та татса пама пулать. Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн сайтне chrwom@mail.ru адреспа çыру яма пулать. Пĕр ыйтăва та, анонимлă çырусемсĕр пуçне, хуравсăр хăвармĕç.

Маргарита ИЛЬИНА.

ЧР ПА сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.