Укçа шута юратать

3 Раштав, 2015

Ĕнер Правительство çуртĕнче ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсем РФ Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртнине координацилес тата вĕсенче палăртнă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене сăнаса тăрас тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Ларăва кĕртнĕ виçĕ ыйтуран чи пĕлтерĕшлипе ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. РФ Президенчĕн указĕсемпе килĕшÿллĕн республикăн консолидациленĕ хыснине тата Чăваш Ен бюджетне планлас ĕç пахалăхне ÿстерес тата пурнăçа кĕртес тĕллевпе бюджетсене шайлашулăхпа тивĕçтерме йышăннă мерăсем çинчен калаçрĕ.

ЧР патшалăх пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева ведомство балансĕ çинче шутланса тăракан патшалăх учрежденийĕсем пурлăхпа епле усă курни, ĕç тăвакан влаç органĕсем ăна инвентаризацилес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. Наталья Юрьевна тухăçлă усă курман обьектсене тупса палăртассипе малашне те çине тăрса ĕçлемелле терĕ.

Теги: 

Новости по теме