Угаслов - Шупашкарăн Хисеплĕ гражданинĕ

14 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн черетсĕр 42-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта «Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ» ята парас ыйтăва пăхса тухнă.

Ку ыйтупа вырăнти хăй тытăмлăх тата депутат этикин яланхи комиссийĕн председателĕ Николай Владимиров тухса калаçнă.

Кăçал çÿлерех асăннă хисеплĕ ята илме 8 çын кандидатурине сĕннĕ-мĕн. Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем пĕр саслă пулса «Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ» ята «ТУС» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова пама йышăннă. Çак ята вăл Шупашкар хулин тата Чăваш Республикин социаллă аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн тивĕçнĕ.

А.ГРОМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.