Удмурти тата та çывăхрах

17 Пуш, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Удмуртин кунта республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Владимир Невоструев ертсе килнĕ делегацийĕпе тĕл пулнă.

Ушкăнра — УР парламенчĕн депутачĕсем, культура сферин, вĕрентÿпе бизнес представителĕсем. Тĕлпулăва Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, вице-премьер — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Удмурти парламентарийĕсене Чăваш Ене килнĕшĕн тав тунă. «Эпир пĕрле ĕçлеме хапăл. Регионсемпе тытакан çыхăнусем çуллен лайăхланаççĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр, туссен лайăх практикисемпе усă куратпăр. Çав шутра — норма-саккун хатĕрлес енĕпе те. Çакă халăхшăн усăллă йышăнусем тăвас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ», — тенĕ вăл.

Владимир Невоструев Чăваш Ене килнипе кăмăллă пулнине палăртнă. Республикăпа тытакан ырă хутшăнусем тахçанах йĕркеленнĕ. Вăл палăртнă тăрăх — Удмуртире паян 3 пин ытла чăваш пурăнать, пĕрлехи мероприятисем, Акатуй иртеççĕ.

Тĕлпулура икĕ республика парламенчĕсен ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă, енсем саккун кăларас ĕç-хĕл енĕпе пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашнă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов ĕçтешсен визичĕ икĕ ен хутшăнăвĕсен тухăçлă аталанăвне вăй парасса шанни çинчен каланă.

Михаил Игнатьев пĕрлехи ĕç, регионсене аталантарма пулăшакан майсене пĕрле шырани пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин регионсен умне уçăмлă тĕллевсем лартать, пирĕн çак тĕллевсене пурнăçламалла, халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас, çынсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăхăн мĕнпур органĕпе алла-аллăн ĕçлемелле», — тенĕ вăл.

Юлашкинчен ЧР Патшалăх Канашĕ тата УР Патшалăх Канашĕ хушшинчи килĕшĕве алă пуснă. Документ икĕ республика парламенчĕсен çыхăнăвне çирĕплетĕ, пĕр-пĕрин саккунсем кăларас ĕç опычĕпе паллашма, парламентарисен ĕçлĕ çыхăнăвне вăй пама пулăшĕ.

Сăмах май, ĕнерех Чăваш тата Удмурт республикисен патшалăх органĕсен командисем /капитанĕсем — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата Удмурт Республикин Патшалăх Канашĕн спикерĕ Владимир Невоструев/ «Шупашкар-Арена» пăр керменте хоккейла вылянă. Матч 1:1 шутпа вĕçленнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.