«Уçлăх эстафети»

12 Ака, 2016

Çак ятпа Авиаципе космонавтика кунне тата Юрий Гагарин летчик космонавт Уçлăха вĕçнĕренпе 55 çул çитнине халалласа Канаш районĕнчи Янкăлч шкулĕнче уяв иртнĕ.

Унта Раççей Геройĕн Н.Гавриловăн шăллĕ, авиаци подполковникĕ Сергей Гаврилов, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем, парашютпа сикессипе тĕнче чемпионĕсемпе рекордсменĕсем Майя Костинăпа Анатолий Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Филимонов тата сумлă ытти хăна хутшăннă. Вĕсем чи малтан шкул картишĕнче лартнă вертолет умне чечек кăшăлĕсем хунă, вĕренÿ учрежденийĕпе тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа хатĕрленĕ алĕçĕсен куравĕпе паллашнă. Паллă çынсем çамрăксене хăйсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă, ĕмĕтсем патне ăнтăлма суннă, Тăван çĕршыва юратма чĕнсе каланă. Ачасем космоспа, парашют спорчĕпе çыхăннă самантсене уйрăмах кăсăкланса итленĕ. Мероприяти вĕçĕнче шкул ачисем хăнасене концертпа савăнтарнă.

Депутат парнисемшĕн

Çак кунсенче Патăрьел районĕнчи Ишлĕ Шетмĕ ялĕ сунара юратакансене пухрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн Николай Маловăн парнисене çĕнсе илессишĕн «Çивĕч стрелок» ăмăрту иртрĕ.

Республика тур­нирĕнче 8 районпа икĕ хула тата Мари Эл сунарçисем вăй виçрĕç. Вĕсене Николай Малов депутат, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ыттисем саламларĕç. Пĕр километрлă дистанцие чи малтан Йĕпреç тăрăхĕнчи Петр Козлов, Патăрьелти Алексей Никитин тата Елчĕкри Валерий Медведев парăнтарчĕç. «Чи лайăх стрелок» ята вара Николай Бахмисов тивĕçрĕ, чи çамрăк сунарçă - 20 çулти Павел Быков, чи асли - 69-ти Иван Стеклов. Пурте вĕсем - Патăрьел районĕнчен. Депутат парнисене çавăн пекех Владимир Егоров, Вячеслав Краснов /Патăрьел/ тата Алексей Васильев /Мари Эл/ тивĕçрĕç.

Ĕмĕр асра

Иртнĕ çул Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа ЧР патшалăх электронпа кинодокументаци архивĕ «Ĕмĕрĕпех упрар» акци ирттернĕччĕ.

Икĕ уйăхра республикăра пурăнакансем вăрçа хутшăннă салтак­семпе тыл ĕçченĕсен сăнÿкерчĕкĕсемпе çар билечĕсен, çырусемпе дневниксен тата ытти документăн копийĕсене архива панă. 2500 ытла документ пуçтарнă çак тапхăрта. Акцие 75 çын хутшăннă.

Хальхи вăхăтра архив ĕçченĕсем пухнă материалсенчен электрон фотоальбом хатĕрлеççĕ. «Ĕмĕрĕпех упрар» кăларăмра 100 ытла çыннăн кун-çулĕ сăнланĕ. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсен пурнăçĕпе тата паттăрлăхĕпе паллаштаракан фотоальбома çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен халăх патне çитерме палăртнă. Вăл уяв умĕнхи парне пулĕ.

Трак ен пики

Чипер пикесен конкурсне ирттересси кашни районта йăлана кĕчĕ. Акă Красноармейскисем те хăйсен тăрăхĕн чи хÿхĕм хĕрне суйларĕç.

Конкурса 8 пике хут­шăнчĕ. Вĕсене яланхи пекех пысăк тĕрĕслев витĕр кăларчĕç. Мат­турккасем жюри членĕсене чăваш апачĕпе хăналаса кăмăлне çавăрчĕç, наци тумĕпе сцена çинче акăш пек утса хавхалантарчĕç, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе тĕ­лĕнтерме тăрăшрĕç.

Чи илемлĕ пикен ятне Трак шкулĕнче вĕренекен Анна Никифорова ти­вĕçрĕ. Чăваш патшалăх университечĕн студентки Наталия Ершова ви­це-пике пулса тăчĕ. Ку­ракансем вара Диана Даниловăна ытларах кăмăлларĕç.

Таврапĕлÿçĕсем -Вырăнти тĕпчевçĕсем

Ульяновск облаçĕнче Таврапĕлÿçĕсен кунĕ иртрĕ. Унта облаçри Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕ те хутшăнчĕ.

Çĕнĕ пĕрлĕхе иртнĕ çул Николай Казаков çине тăнипе йĕркеленĕ. Кăçал таврапĕлÿçĕсем çĕнĕ вырăнта - «РСДРП Чĕмпĕр ушкăнĕн вăрттăн хваттерĕ» музейре - пухăнчĕç. Вĕсем валли ятарласа «Чĕмпĕр-Ульяновск тăрăхĕн таврапĕлÿçисемпе çутта кăларуçисем» курав хатĕрленĕ.

Хăнасем те пулчĕç: Н.М.Карамзин ячĕллĕ историпе культурăн ăслă­лăхпа тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Прокопенко, Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев, «Пăлхар чĕрĕлĕвĕ» организаци канашĕн председателĕ Шукат Богданов.

Мероприяти вăхăтĕнче чăваш тата вырăс халăхĕсен кун-çулĕпе, историпе таврапĕлÿ тĕпчевĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Олег Мустаев, сăмахран, вырăнти чăвашсен таврапĕлÿ уйрăмĕн ĕçне тивĕçлĕ хак пачĕ, ун ертÿçине Николай Казакова хула пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.