«Уçă урок»

9 Çурла, 2014

Леонид Кавалсен çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухасси çинчен илтнĕччĕ. Кун çути курмарĕ-и вăл?

И.ВАСИЛЬЕВА.

Элĕк районĕ.

"Уçă урок" повеç аслă классенче вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕшĕн, педагогсемшĕн кăсăклă пуласси иккĕлентермест. Чăваш кĕнеке издательствинче Леонид Кавалсен çакăн ятлă çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ.

Вăтам пĕлÿ паракан шкулта уçă урок вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех пыма пултарать-и? Пултарать иккен. Повеçĕн тĕп сăнарĕ Игорь Михайлович Соколов, Япони пуянĕсен ачисем пĕлÿ илекен чаплă интернатра ĕçленĕскер, ĕçтешĕсем валли шăп çакăн тăршшĕ урок ирттерет. Лару-тăру çапла килсе тухать: çĕнĕ шкулта учителе кĕтмен çĕртен кăçал шкул пĕтерекенсен класс ертÿçине çирĕплетеççĕ. Ют çĕр-шыв шкулĕн опычĕпе Валентина Михайловна директор та хăйĕн ĕçĕнче тухăçлă усă курать. Çакă, паллах, коллектив кăмăлне каймасть.

Повеçре педагогсемпе ашшĕ-амăшĕ шкулта куллен сиксе тухакан кĕтмен ыйтусен хуравĕсене тупĕç. Автор хăйне шанса панă класс, педколлектив пурнăçне сăнать, ĕç-хĕле шухăш-кăмăл тата характерсен кĕрешĕвĕ урлă уçса парать.

Леонид Ильич Макаров /Кавалсен/ çамрăк ăрăва пĕлÿ, воспитани парас ĕçре пуян опыт пухнă çын. Вăл Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн филологи факультетне пĕтернĕ. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи, Вăрмар районĕнчи Кавалти вăтам шкулсенче /1948-1961/, режиссер ассистентĕнче, корреспондентра, Чăваш телекуравĕн ял хуçалăх кăларăмĕсен, кинопрограммăсен редакторĕнче /1962-1992/ ĕçленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.