Тÿре умĕнче тÿрре тухайăн-и?
Иртнĕ вырсарни кун Кÿкеç çывăхĕнчи юманлăха йĕлтĕрпе ярăнма каймашкăн палăртрăмăр. Калаçса татăлнă пекех кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлĕнче «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ умне çитсе те тăтăмăр. Çанталăк тÿлек, шăмат кун кăна кунĕпе юр çурĕ. Икĕ тусăм йĕлтĕрне тÿрех сырса тухнă, эпир, тепĕр юлташăмпа, кассăна черете тăтăмăр: ФСК йĕлтĕр те, коньки те тара парать. Йĕлтĕршĕн 50-шар тенкĕ тÿлерĕмĕр, анчах коньки памаççĕ-мĕн - каток хатĕр мар. Пĕчĕк хĕрĕмсем тутисене тăсрĕç... Йĕлтĕр панă çĕре çитрĕмĕр. Ак тамаша, алăкне питĕрнĕ. Шаккасан та уçмарĕç. Нимĕн ăнланмасăр кассир патне таврăнтăмăр. «Ĕçлемеллеччĕ-çке, халех шăнкăравласа пĕлетĕп», - пире пулăшма шантарнăн телефон кĕпçине ярса илчĕ хĕрарăм. Кĕçех... паян йĕлтĕр проката паманни уçăмланчĕ. Ачамсен кăна мар, хамăн та кăмăлăм хуçăлчĕ.
Шупашкарти шкулта ĕçлекен тусăм хăйĕн вĕрентекенĕсемпе тĕл пулчĕ. Çамрăксем те йĕлтĕрпе ярăнас тĕллевпе ятарласа хуларан килнĕ иккен, анчах вĕсем те çак хатĕре прокатран илеймен.
Икĕ юлташ вăрман тавра çаврăнать кăна, вĕсем хыççăн çил шăхăрса пырать, ман пекех йĕлтĕрсĕр тусăм шăнса пăсăласран хăраса килнелле уттарчĕ. Эпир ачасемпе ФСК таврашĕнчех уçăлса çÿрерĕмĕр, малтан тăвайккинчен ярăнтăмăр, кайран каток çине кайрăмăр - пĕр мăшăр коньки çумрахчĕ те. Хоккей вылямалли лаптăка тасатаççĕ: пĕри - сарлака кĕреçепе, тепри ятарлă техникăпа юра вĕçтерет кăна. Каток пăрпа йăлтăртатать, юр хырмалли чылай та юлманччĕ. Пĕчĕк ачасене ярăнма вырăн нумай кирлĕ-и? Хĕл ăшă килнипе каток тума май килмерĕ кăçал, çапах та пĕр вăхăт ачасем хоккей курупкипе усă курчĕç, анчах пăр пăсăлнипе унта та кĕртме пăрахрĕç. Вырсарни кун юр ирĕлсе тăмастчĕ, апла тăк конькипе ярăнма та чухах.
Пирĕн хыççăн ачаллă хĕрарăмсем утрĕç, вĕсем те тĕпренчĕкĕсене хĕл ырлăхĕпе савăнтарасшăн. «Кĕме ирĕк парĕç-ши?» - иккĕлене-иккĕленех ачасене коньки тăхăнтартрăмăр. Агрегатпа юр хыракан пирĕн пата çитсе те тăчĕ. Вăл сăмах чĕниччен хĕрарăмсем «тапăнчĕç»: «Халĕ Раççейĕпех спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ пырать!» Арçын тавлашса тăмарĕ: «10 минут ярăнма ирĕк паратăп. Анчах та пăра пăссан, ас тăвăр... Ачăрсем ярăннă хушăра амăшĕсем юр тасатаççĕ», - терĕ вăл кула-кулах. Эпĕ, йĕлтĕрпе ярăнас йÿтĕмпе çÿхе курткăпа тухнăскер, турткалашса тăмасăрах кĕреçе ярса илтĕм. «Юр хырни те - физкультура, шăнса тăни мар», - текелесе ĕçе пикентĕм. Ачисемпе килнĕ тепĕр икĕ хĕрарăм çинçе пилĕкĕсене авас темерĕç, вĕсене кĕрĕкпе ахаль те сивĕ мар. «Пĕтерейместĕр-и? Каç пулать кĕçех...» - сăмах чĕнтĕм сарлака кĕреçепе юр хыракан арçынна. «Малтан администраци çурчĕ тавра тасатрăм, кăнтăрлахи апат та çимен, ларса та канман... Эсĕ тарăхтарса тăратăн тата!» - сасă хăпартасшăнччĕ вăл. «Ун пирки мар-ха эпĕ, лаптăкĕ пысăк, пĕччен хырса пĕтерме майĕ те çук, ыттисем мĕншĕн тухмаççĕ?» - кăмăлне çавăрма тăрăшрăм эпĕ. «Дежурство пĕтнĕ те кайнă вĕсем», - хуравларĕ арçын. Çĕрĕпе юр çунă май ăна çавнашкал шăпа лекнĕ иккен...
Пĕчĕккисем ярăнса та ывăнчĕç кĕçех, эпĕ те кĕреçене хутăм. Пирĕн хыççăн ывăлĕпе килнĕ çамрăк ашшĕ юр тасатма тухрĕ... Капла тĕттĕмленнĕ тĕле хоккей курупкине йăлтах тасатса пĕтерме пулатех.
Тунти кун ирпе «Улăп» администрацийĕпе çыхăнтăмăр, мĕншĕн вунă кунлăх вăхăтĕнче те йĕлтĕр илме май çук-ши? Çак ыйтупа кăсăклантăмăр. Ертÿçе тытайманнипе хамăр редакци номерне хăвартăмăр, каярахпа пирĕнпе çыхăнма ыйтрăмăр. Кĕçех пуçлăх çумĕ шăнкăравларĕ, вырсарни кун прокат ĕçлеменнине вăл пирĕнтен пĕрремĕш хут пĕлнĕ иккен, ыйтăвăн вĕçне-хĕрне тухма шантарчĕ те... çухалчĕ. Тепĕр кун хам командировкăна кайнăччĕ. Тен, çавăн чухне шăнкăравланă вăл? Пĕлместĕп. Юн кун Кÿкеçпе тепĕр хут çыхăнтăмăр. Хальхинче ФСК пуçлăхĕн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕпе Надежда Николаевăпа калаçрăмăр. «Вырсарни кун йĕлтĕр панă-çке», - çине тăчĕ вăл. «3 кÿнтелен пур манăн. Сăмах май, вĕсем те редакцисенче ĕçлеççĕ», - тесен кăна ыйтăва хуравлама шантарчĕ. Пĕччен пулас тăк ним мар ухмаха тăратса хăвараççĕ вĕт...
Пуçлăх çумĕ хальхинче чылай кĕттермерĕ, хăех шăнкăравларĕ, ирпе халăх пулманнипе прокат паракан ĕçчен йĕлтĕр çулне уçма кайнă имĕш, вырăнта ларман. «Эпир курмарăмăр-çке», - кирлĕ çынна сăнран палланăран кăсăкланма пăрахмарăм эпĕ. «Вĕсем пасар патĕнче ярăннă ахăртнех», - ăнлантарчĕ Надежда Николаева. Эпир унта та пулнăччĕ-ха, вăрман тăршшĕпех васкамасăр кайăксене çитерсе утрăмăр. Анчах тÿре умĕнче тÿрре тухса пĕтейĕн-и вара? Канмалли кун та алăкне халăхшăн яри! уçман ФСК пуçлăхсене шалу илсе тăма кăна кирлĕ-ши вара? Вăт сана «Спортпа туслă Чăваш Ен»...
Алина ИЗМАН.
Комментари хушас