Тÿре-шара йышне чакарнипе ĕç укçи хăпарнă

2 Пуш, 2017

Патшалăх служащийĕсен шутне юлашки вăхăтра палăрмаллах чакарнă. Ку хыпара Чăвашстат пĕлтерет.

2015 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче патшалăх службинче 5,4 пин çын ĕçленĕ пулсан иртнĕ çулхи раштав тĕлне 5,2 пин çын хăварнă. Республикăн патшалăх органĕсенче тăрăшакансен шалăвĕ иртнĕ çул 6 процент ÿснĕ. Чăваш Енĕн ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Дмитриев шухăшланă тăрăх, çакă тÿлев фондне малтанхиллех хăварнипе, служащисен йышне вара пĕчĕклетнипе çыхăннă.

Аса илтерер, патшалăхăн гражданла служащийĕсен ĕç укçине Чăваш Енре 2013 çулта ÿстернĕренпе вĕсен окладне тек пысăклатман.

Комментари хушас