Тÿрĕ кăмăлпа, вăй хурса ĕçлемелле!
Правительствăн çĕнĕ йышĕнчен Михаил Игнатьев çакна кĕтет
Министрсен Кабинечĕн çĕнĕ йышĕпе паллаштарни - çапла ят памалла пуль юнкун ирхине Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулăва. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ министрсемпе курнăçрĕ, киввисемпе сывпуллашрĕ.
Кайнисем
Çак йĕркесен авторĕ пилĕк çул каялла Михаил Игнатьев пуçласа хăй çирĕплетнĕ Министрсен Кабинечĕн çĕнĕ йышĕпе лару ирттернине те астăвать. Ун чухне, асрах-ха, вăл зала кĕрес умĕн йывăр атмосфера пулнăччĕ - хăшпĕр министрăн, Федоров командинче пулнăскерсен, кайма тивет вĕт. Хальхинче те каякансем пур. Анчах пусарса тăракан кăмăл палăрмасть - пурте хаваслăн калаçаççĕ, шÿтлеççĕ. Кабинетран каякан хăшпĕр министр, унччен хыçалти ретсенче ларакан журналистсене курмăш туса иртнĕскерсем, паян массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене алă тытса сывлăх сунма та именмест...
Кабинетăн çĕнĕ йышĕ Михаил Игнатьева ура çине тăрса кĕтсе илчĕ. Ытти чух пухăннисене сывлăх суннă хыççăн тÿрех хăйĕн министрсем икĕ енчен ларакан сĕтел пуçĕнчи вырăнне йышăнаканскер, ку хутĕнче Михаил Васильевич кашнинех алă тытса çаврăнчĕ. Малтан сĕтелĕн сылтăм енчен пуçлас терĕ те - унталла утма пуçланăскер çаврăнса сулахаялла кайрĕ - вице-премьерсем çав енче-çке. «Малтан вице-премьерсене ал тытас», - ранжир тенине пăхăнчĕ ЧР Пуçлăхĕ. Резников, Салаева... Çула май тенĕ пек хыçаларах ларакансене те - комитетсен ертÿçисене - алă тытрĕ: «Ну, кăмăлсем мĕнле?» Лешсем «лайăх» тесен кулса илчĕ: «Çапла пулмасăр! Сире пырса тивмест-ха та...»
- Пĕрлехи ĕç кăтартăвĕсем пур, - калаçу пуçарчĕ Михаил Васильевич. - Çакна сентябрĕн 13-мĕшĕнче лайăх куртăмăр. Пĕр команда пулса ĕçлерĕмĕр - çавна май суйлавçăсем пире шаннине çирĕплетрĕç. Кабинетăн çĕнĕ йышне палăртнă. Каякан министрсем те пур - хăйсен кăмăлĕпе каяс терĕç.
Вĕсене Михаил Васильевич пĕрле ĕçленĕшĕн ятран тав турĕ. Пĕри - культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан /çак самантра çапла должноçпа палăртни вырăнлă пулчĕ/ Вадим Ефимов. Ăна ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ячĕпе чысланă та - Михаил Васильевич награда пачĕ. Çийĕнчен хушса хучĕ: «Пирĕн командăрах юлатăр». Вадим Петрович хăй те пĕрлехи ĕçшĕн тав турĕ, награда вара унăн тата унпа пĕрле вăй хунă çынсен ĕçне пысăка хурса хаклани терĕ. Вăл хăйĕн вырăнне йышăнма утнă май Михаил Васильевич тепĕр хут каларĕ: «Пирĕн командăрах юлатăр...»
Пурлăхшăн яваплă ведомствăна ертсе пынă Анатолий Кузьмин та наградăсăр юлмарĕ - Тав хучĕ. Тата - республика символикиллĕ сехет. Вăл та «пирĕн командăрах пулать». Спорт министрĕ пулнă Сергей Мельников Тав хутне илнĕ май хумханса каларĕ: «Сирĕнпе пĕрле пĕр командăра пулнă май эпир нумай çĕнтерÿ турăмăр». «Умра çĕнтерÿсем тата нумай-ха», - унпа килĕшсе çĕнтерÿ темине малалла тăсрĕ Михаил Игнатьев. Транспорт министрĕ пулнă Владимир Филиппова тав тунă май асăнмалăх сехет парнеленине сăлтавласа вăл «сирĕн ĕçĕр çак сехет ĕçленĕ пек пулса пытăр» терĕ. Филиппова ЧР Пуçлăхĕн пулăшуçине çирĕплетнине пĕлтерсе «пĕрле ĕçлĕпĕр» теме манмарĕ.
Килнисем
Правительствăн çĕнĕ членĕсемпе Михаил Игнатьев кашнинпе пайăррăн паллаштарчĕ. Моторин премьер - «ăнăçлă ĕçлеме пултарнине çирĕплетсе панă. Малашне те республика ырлăхĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа вăй хурăпăр». Резников, Салаева - «вице-премьерсен çĕнĕ должноçĕсем. Унччен вице-премьерсем «тире урлă» министрсен тивĕçне те пурнăçлатчĕç. Коррупципе кĕрешмелли саккунсемпе килĕшÿллĕн /кун пирки прокуратура представленийĕсем те пулнăччĕ/ малашне вице-премьерсем пĕр вăхăтрах министрсем те пулмĕç. Пĕри экономикăн чăн секторĕшĕн яваплă, тепри - социаллă блокшăн».
Волков, Мускаври полпред - «федераци шайĕнче унăн нумай ыйтупа ĕçлеме тивĕ. Сирĕн хамăрăн ыйтусене федераци министрĕсен умне çирĕппĕн лартмалла».
Артамонов, халиччен ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместителĕ пулнă, паянтан - ялхуçалăх министрĕ. «Эсир мĕншĕн ытла та тĕксĕм сăнлă пулса тăнă?» - ыйту пачĕ ăна Михаил Васильевич. Лешĕн сăнĕ çуталчĕ пулас та - «вăт...» тесе çеç хăварчĕ.
Доброхотов, çĕнĕ транспорт министрĕ - «хула пуçлăхĕн заместителĕ те пулнă, 5 çул ытла хулари «Дорэкс» предприятие ертсе пынă. Предприяти ĕç калăпăшне ÿстернĕ. Çулталăкри çаврăнăш 800 млн тенкĕччĕ пулас. Сирĕн çулсем тăвассипе, юсассипе çыхăннă ĕç пахалăхне çирĕп тĕрĕслесе тăмалла, пассажирсене илсе çÿрессин, груз турттарассин хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле».
Енилина, Иванов, Иванов, Марков, Самойлова... Лайăх пĕлекен кивĕ-çĕнĕ министрсем - вĕсем тĕлĕшпе Михаил Васильевичăн «комментарисем» пулмарĕç. Вĕренÿ министрĕ пирки кăна темшĕн «чи çамрăк министр» тесе хăварчĕ.
Павлов, ял хуçалăхĕшĕн яваплă пулнăскер малашне Çутçанталăк ресурсĕсен министерствине ертсе пырĕ. Анчах мĕншĕн «и.о.» статуспа кăна? Çавнашкал ыйту чылайăшне кăсăклантарнине туять пулас - ЧР Пуçлăхĕ уçăмлă хуравларĕ: «Федераци саккунĕн нормисемпе килĕшÿллĕн малтан Мускавпа çураçу процедурисене пурнăçламалла».
Шелтуков - «спорт министрĕн заместителĕ пулнăскер халь министр должноçĕнче».
Яковлев, вăл та культура министрĕн тивĕçĕсене «вăхăтлăх пурнăçлакан» - «ăна та çак должноçра федераци шайĕнче çураçса çирĕплетмелле. Сирĕн ĕç анлă. Çав шутра - туризма аталантарасси. Ансат мар тема, мĕнпур мерăна йышăнăр, Чăваш Ен çак сферăра та ĕçлесе илме пултартăр».
Тĕллевсем
- Çĕнĕ йышпа пуçласа пухăнтăмăр, - терĕ Михаил Васильевич. - Мĕнпур министра çирĕплетнĕ. Кабинет йышĕнче улшăнусем пулчĕç. Ку - йĕркеллĕ процесс. Ун тĕлĕшпе тавлашма кирлĕ мар, манăн йышăнусем - вĕсене пурин те шута илмелле, пурнăçламалла. Ăнăçлă ĕçленине кура чылай министр хăйсен должноçĕсене упраса хăварчĕ. Эсир шанăçа тÿрре кăларас тĕллевпе пĕтĕмпех тăвасса шанатăп. Сирĕн çинче питĕ пысăк яваплăх.
Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ: «Тĕллевсем паллă - вĕсене укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пăхмасăр туллин пурнăçламалла». Укçа çитменнипех патшалăх парăмне пысăклатма тивнĕ. Эппин, «бюджет тулашĕнчи çăлкуçсене анлăрах явăçтарма тăрăшмалла». Çав шутра - патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн никĕсĕ çинче. Çавнашкал ăнăçлă тĕслĕхсене вăл пайăррăн асăнчĕ: хытă каяшсен полигонĕ, васкавлă медпулăшу машинисем туянни, гемодиализ центрне хута яни - «çак мелпе анлăрах усă курмалла».
Çул-йĕр строительствин, медпулăшу пахалăхне лайăхлатассин, ял-хулана хăтлăлатассин программисем тата ыттисем - «вĕсем пурте ĕçре, анчах бюджет майĕсене кура тÿрлетÿсем кĕртме тивет». Апла пулин те çитес çулсенче 250 млрд тенкĕ инвестици илсе килессипе, пысăк технологисене тĕпе хуракан, лайăх ĕç укçиллĕ 20 пин ĕç вырăнĕ йĕркелессипе çыхăннă тĕллевсем улшăнми юлаççĕ.
- Ĕç укçин шайĕпе эпир паян Атăлçи округĕнче 11-12-мĕш вырăнсенче, - пытармарĕ республика Ертÿçи. - Пирĕн списокăн варринелле куçмашкăн пĕтĕмпех тумалла. Çапла, тупăшлă нефтехими производствисем çук, анчах пирĕн ĕçчен халăх пур - çавăнпа палăртнă тĕллевсене пурнăçламашкăн пултарнине тата пултарайманнине пĕтĕмпех тума тăрăшмалла. Çавăн чухне кăна тивĕçлĕ кăтарту пулĕ.
2020 çул тĕлне промышленноç ÿсĕмне кăçалхипе танлаштарсан 18: çитермелле. Техника специальноçĕсен ят-сумне çĕклемелле, çак тĕллевпе кашни хулара тивĕçлĕ центрсем уçмалла. 2020 çул тĕлнех виçĕ индустри центрне хута ямалла. Пĕри Шупашкарта ĕçлет ĕнтĕ, теприне йĕркелеççĕ. Çакă пĕчĕк тата вăтам бизнесăн республикăн пĕтĕмĕшле продуктĕнчи тÿпине пысăклатма пулăшĕ. Мĕншĕн тесен ĕç укçине шăпах бизнес парать: «Бизнес пĕтĕмпех влаç органĕсенчен нумайрах тата хăвăртрах тăвать». Бизнес тÿлекен налуксен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ çуллен 10: ÿссе пырассине тивĕçтермелле.
ЧР Пуçлăхĕ республикăн ют çĕршывсемпе тÿрремĕнех ĕçлемелле тесе шухăшлать: «Çавăнпа та экспорт валли лайăх условисем йĕркелеме тăрăшăпăр. РФ ялхуçалăх министрĕ вунă çулта çĕршывăн аграри комплексĕ чикĕ леш енне ăсатакан продукци тупăшĕ çутçанталăк газĕннипе танлашасси çинчен уççăн каларĕ. Пирĕн хамăр пата илсе килнинчен ытларах тиесе ăсатмалла».
Михаил Игнатьев республика хăйĕн социаллă обязательствисене туллин пурнăçлассине тепĕр хут çирĕплетрĕ: «Çынсен пурнăçĕн пахалăхне чакарма юрамасть. Капашсăр пысăк тĕллевсем лартатпăр пек туйăнĕ, анчах пирĕн пысăк тĕллевсем патне ăнтăлмалла. Çавăнпа та пуринчен те тÿрĕ кăмăлпа тата вăй хурса ĕçлеме ыйтатăп».
Николай КОНОВАЛОВ